Тепӗр ҫынсен алли питех те ҫӳлте. Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти вӑйпитти те ҫавӑн йышшисен ретӗнчен пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хайхи ен ҫемйинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Арҫын сӑмахпа калани ҫителӗксӗр тенӗ курӑнать — вӑйпа усӑ курас тенӗ. Ур а кайнӑ этем хӗрарӑма икӗ хутран кая мар хырӑмӗнчен тапнӑ. Хӗнекен ҫын хӗрхенсе хӗнемест ӗнтӗ — хӗрарӑм ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Усал арҫынна пакунлисем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫе тӗпченӗ май кӳнтеленсемпе калаҫаҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Тӑвайра пурӑнакан 6 ҫемье унччен авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ. Халӗ вара вӗсене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине кӗҫех тыттарӗҫ. Документсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене кӑна вӗҫлемелле. Вара вӗсем ҫӗнӗ те ҫутӑ хваттерте пурӑнма пуҫлӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫурта кӗске вӑхӑтра, ҫур ҫулта, туса пӗтернӗ. Римма Погодина ав 80-ран иртнӗ. «Утӑ уйӑхӗнче, хамӑн ҫуралнӑ кунра, ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине тума палӑртрӑм. 80-ран иртнӗ пулсан та тата нумай пурӑнас килет. Ҫӗнӗ хваттерте ҫутӑ, хӑтлӑ, ӑшӑ пуласса иккӗленӳ ҫук», - тенӗ вӑл.
Чӑваш Енре пурӑнакансем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрма кӑмӑллаҫҫӗ. Пурте мар-ха, анчах наци стилӗпе туй ирттерессипе кӑсӑкланакансем пур.
Ун пек туйсенче ҫӗнӗ ҫынсем ҫеҫ мар, хӑнасем те чӑвашла тумланма тӑрӑшаҫҫӗ.
ЗАГС органӗсенче вара чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫырӑнтарма тата ҫырӑнтарнипе ҫыхӑннӑ пулӑма чӑвашла йӗркелеме пултараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйсен страницисенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра 878 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Чи аслӑ каччӑ 89 ҫулта пулнӑ, хӗр – 77-ре. Ҫемье ҫавӑракансен вӑтам ҫулӗ — 24 ҫул.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын кӑнтӑр кунӗнче ачине ҫухатнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн 6 ҫулти хӗрӗ маршрут микроавтобусӗпе ӑнсӑртран пӗччен ларса кайнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫывӑхри наряда ура ҫине тӑратнӑ. Микроавтобус водителӗ полицейскисене хулари общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенчен пӗринче кӗтсе илнӗ.
Василий Канин ҫул-йӗр аслӑ инспекторӗпе Владимир Павлов инспектор хӗрачана полицин ҫывӑхри уйрӑмне лартса кайнӑ, унтан ачана ашшӗ илсе кайнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Мефодьевсем ачисене чӑваш йӑли-йӗркине хӑнӑхтараҫҫӗ.
Ҫемьере пилӗк ача ӳсет: виҫӗ хӗрпе икӗ ывӑл. Асламӑшӗ тата амӑшӗ кӑтартса пулӑшса пынипе хӗрсем чӑваш тӗррине тӗрлеме тата пир тӗртме ханӑхаҫҫӗ.
Светлана Матвеевна ачаранах тӗрлеме юратнӑ. Ҫав ӑсталӑха хӗрарӑм Натальӑна, хӑйӗн ывӑлӗн Алексейӑн арӑмне, вӗрентнӗ.
«Асатте-асаннесен йӑлана-йӗркине упраса хӑвармалла, ӑна ҫамрӑксене вӗрентмелле», — тет ҫемье пуҫӗ Алексей Валерьевич.
Паян хитре янӑракан кун - 23.03.2023 - Чӑваш Енре 49 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.
8 ҫемьене Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменӗнче регистрациленӗ. Тӗп хулари Мускав районӗн администрацийӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 7-шер мӑшӑр ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ. Ленин районӗнче - 6, Калинин районӗнче 5 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Ыттисем - районсенче. Патӑрьел тӑрӑхӗнче 5 мӑшӑра регистрациленӗ.
Республика тӗп хулинче пурӑнакан Александр Пеньков нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ датӑпа юбиляра Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем килне кайсах саламланӑ. Ватӑ ҫынна асӑннӑ учрежденин социллӑ ӗҫченӗ пӑхать.
Пӑрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнче ҫуралнӑ арҫын Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫулталӑк хушши Чита облаҫӗнче МТС директорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑна таврӑннӑ. Вӑйпитти ҫулӗсенче Шупашкарти пӗр строительство организацийӗнче директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Мӑшӑрӗпе, вырӑс чӗлхи учителӗпе Галина Александровнӑпа, пӗр ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Ывӑлӗ авиаци училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ – запасри майор. Хӗрӗ планпа экономика техникумӗнче бухгалтер специальноҫне алла илнӗ, ҫав енӗпе тимлет. Юбилярӑн – 3 мӑнук, мӑнукӗсенчен пӗрин 1 ача пур.
Йӗпреҫ поселокӗнчи 30 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Вӑ этем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне темиҫе хутчен те хӗненӗ. Тапса-ҫапса пӗтернӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман — кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулса иртнӗ. Арҫынна 3,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ.
«Район центрӗсенчи пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна мар, ялсенче те халӗ вырӑс чӗлхи кӑна илтӗнсе тӑрать. Пӗчӗк ялсенчи шкулсене хупнипе ачасене автобуспа район центрӗсенчи вӗрентӳ заведенийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Унта вара халӑх ытларах вырӑсла калаҫать. », — ҫакӑн пек йӗркесем пур Роза Власова журналистӑн пӗр статйинче.
Чӑн та, питӗ тӗрӗс ыйту хускатнӑ автор «Хыпар» хаҫатра. Анчах эпӗ ялсенче вырӑсла калаҫнине унти ачасем район центрӗсенче вӗреннипе сӑлтавламан пулӑттӑм. Хамӑн тӑван тӑрӑхӑмрах, ав, чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачисенех хӑшӗсем кипкеренех вырӑсла калаҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Эпӗ вара, хамӑн айван пуҫӑмпа, ашшӗ-амӑшӗ: «Хам та ытти чӗлхене хӑй вӑхӑтӗнче вӗренеймерӗм. Ачамсем те хам пекех тӑнсӑр пуль, ик чӗлхене: чӑвашла тата вырӑсла, ниепле те ӑша хываймӗҫ», — тесе пӑшӑрханнӑран тӑван чӗлхепе пуплеттерме шикленеҫҫӗ пулӗ тесе те хушӑран шухӑшлатӑп. Шкулта ачасен акӑлчан чӗлхи те вӗренмелле-ҫке. Хӑйсен тӗпренчӗкӗсен ӑс-тӑнне шанманнипе ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхерен пистерет пек туйӑнать.
Тӗрӗссипе вара, пӗлӗшӗмсем тӑрӑх сӑнатӑп та, тӑван чӗлхене ыррӑн пӗлекен ҫын ют чӗлхене те ҫӑмӑллӑнах ӑша хываять.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ.
Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |