Шупашкарта пурӑнакан ҫичӗ ачаллӑ Васильевсем «Это у нас семейное» (чӑв. Ку вӑл пирӗн ҫемье) Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем ҫурма финала хутшӑннӑ.
Ирина Юрьевнӑпа Владимир Пименович ҫичӗ ача ӳстереҫҫӗ. Асли, Никон, 20 ҫулта; кӗҫӗнни, Анатолий, 2-ре. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ – каратэ енӗпе кӗрешсе тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, ачасен амӑшӗ пулас упӑшкипе тренировкӑра паллашнӑ. Халӗ Владимир Пименович Шупашкарти 30-мӗш шкулта тренер-преподаватель пулса ӗҫлет. Вӑл хура пиҫиххине пиллӗкмӗш данне тивӗҫнӗ, каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ. Ирина Юрьевна хӑй вӑхӑтӗнче ҫӑмӑл атлетикӑпа, велоспортпа, каярах каратэ енӗпе кӑсӑкланма тивнӗ. 2019 ҫулта Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ.
Тӑвай районӗнчи Алексей тата Анна Андреевсем хӑйсем ҫемье ҫавӑрнине Мускавра уявлама йышӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинче, унти ВДНХри «Раҫҫей» куравра, мӑшӑрланнӑ.
Туя ҫамрӑксем хамӑр халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ.
Ҫамрӑк мӑшӑра пурнӑҫри паллӑ пулӑмпа Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов саламланӑ. Вӑл вӗсене ҫемьере килӗшӳпе ҫураҫу суннӑ. Шупашкар хулин элемӗллӗ парнепе чысланӑ.
Красноармейски округӗнче пурӑнакан Ивановсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Чыслав ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче, пулнӑ. Галинӑпа Владимир 5 ачана воспитани параҫҫӗ.
Ивановсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 29 ҫул ҫитет. Галина ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет, Владимир - караул пуҫлӑхӗ. Ҫемье ял-йыш хушшинче хисепе тивӗҫнӗ. Кил ӑшшин управҫи чечексем ӳстерме, тутлӑ апат пӗҫерме, ҫыхма юратать.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫав кун унта 151 мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ.
Чӑваш Енрен Александр тата Анна Кривовсем пулнӑ. Вӗсем – Елчӗк округӗнчен. Ҫамрӑксем чӑваш наци тумне тӑхӑнса пӗрлешнӗ. Хут уйӑрттарсан вӗсене «Раҫҫей чӗри» ҫулӑма панӑ, туй торчӗ парнеленӗ.
Палӑртмалла: ҫу уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче туй фестивалӗпе килӗшӳллӗн федераци округӗсен кунӗсем иртӗҫ. Атӑлҫи федераци округӗн кунӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унта Шупашкарти «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнма палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 2-мӗш класс хӗрачи ашшӗ-амӑшне 1,3 миллон тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Вӑл паллӑ мар тӗрлӗ маркетплейс ҫинче QR-кодпа 15 хутчен тӳленӗ.
Пӑтӑрмах пики йӗрке хуралҫисене 33 ҫулти хӗрарӑм пӗлтернӗ. Унӑн 9 ҫулти хӗрӗ ашшӗ-амӑшӗн телефонӗсемпе тата планшечӗпе усӑ курнӑ. Ют ҫынпа видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ чух робукс (виртуаллӑ вӑйӑ валли кирлӗ хатӗр) валеҫекен ушкӑна кӗнӗ. Парнене илес тесен темиҫе ӗҫ пурнӑҫламалла пулнӑ: ашшӗ-амӑшӗн телефон экранне ӳкерсе илсе ярса памалла, банксен приложенине кӗмелле, вкладсене хупса укҫана куҫарса памалла.
9 ҫулти хӗрача QR-кодпа 11 транзакци ирттернӗ, кашнинче — 100-шер пин тенкӗлӗх. 460 пин тенкӗ ытлалӑх кредит илнӗ, кивҫен укҫапа 200 пин тенкӗ ытла тӳлеме ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Енре уйрӑм ҫынсен килӗсене газ ҫитерме кӑҫал та пулӑшӗҫ. Социаллӑ газификаци программине пирӗн республикӑра пурнӑҫа кӗртме федераци бюджетӗнче 8,3 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, правилӑра ҫынсен ҫак категорине пулӑшма пӑхса хӑварнӑ:
— яталӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйинче пурӑнакансем,
— Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем,
— Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата тӗрлӗ ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑнса сусӑрланнисем,
— ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑннӑ ветерансем,
— нумай ачаллӑ ҫемьсем,
— сахал тупӑшлӑ ҫынсемпе сахал тупӑшлӑ ачаллӑ ҫемьесем,
— I ушкӑн инваличӗсем,
— инвалид-ачисене пӑхакансем.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Лысяковсем ачисене телейлӗ ӳстерессишӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ.
Мария Александровнӑпа Александр Анатольевич ҫемйинче пилӗк ача. Асли — 13-ре, кӗҫӗнни — 2-ре. Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр.
Тӗпренчӗкӗсене чунтан юратакан ашшӗпе амӑшӗ ывӑл-хӗрне вӗсен чун киленӗҫне кура аталантарать. Тепӗр ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫа кӗреймен хӑйӗн ӗмӗтне ача урлӑ ҫитерме талпӑнать. Лысяковсем вара апла мар. Вӗсем ачисем мӗнпе кӑсӑкланнине кура чун киленӗҫӗ тупса панӑ. Аслисем, акӑ, акӑлчан чӗлхине тарӑннӑнрах ӑша хываҫҫӗ, арҫын ачасем робототехникӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ, хӗрачасем ташлама юратаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫемье бассейна ҫӳрет. Кӗҫӗннине шута илмесен аслисем пурте музыка шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Ачасем конкурссене пӗрмай хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ шайри диплома тивӗҫеҫҫӗ.
Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчи ачасем кӑҫал та ҫулла уйлӑхсенче канайӗҫ. Ун пеккисен заявленийӗсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче социаллӑ центрсенче йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсенче заявленисене ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.
Асӑннӑ ыйтупа тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +7 (8352) 26-13-72 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин специалисчӗсемпе ашшӗ-амӑшӗ те, педагогсем те ҫыхӑнма пултараҫҫӗ.
Шупашкарти экспресс-кинемейсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫемьесене ача пӑхса пулӑшаҫҫӗ. Хӑйсен пепкисемпе вӑхӑтлӑх ларакан кирлине вӗсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн комплекслӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен социаллӑ центрти координаци центрне шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ. Унтисем вара ҫын ачине вӑхӑтлӑх пӑхма хатӗр кинемейсене вӑл е ку ҫемьене яраҫҫӗ.
Асӑннӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳркенмен ватӑсем юлашки вӑхӑтра ытларах пӗр хут пулӑшу кӳреҫҫӗ. Сӑмахран, пӗчӗк ачасен амӑшӗн пульницӑна кайса килмелле, анчах пепкене никампа хӑварма май ҫук. Е тата алӑра кипкери икӗ ача, вӗсемпе больницӑна каймалла. Пӗрле пыракан пулсан амӑшне ҫӑмӑл. Шӑпах ҫавӑн пек тӗслӗхсенче пулӑшнӑ та Шупашкарти Мария Мурзаева тата Ольга Астапова экспресс-кинемейсем.
Чӑваш Енре пилӗк е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесене ҫурт-йӗр хута яма е туянма сертификат параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Шупашкарти 11 ҫемье ӑна тивӗҫнӗ.
Нумай ача амӑшӗ Людмила Кузьмичева каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫак саманта 7 ҫул кӗтнӗ. Халӗ питӗ савӑнаҫҫӗ. Людмила Садовникова та хӗпӗртет: вӗсем те кӗҫех ҫурт-йӗре пысӑклатӗҫ.
Олеся Кутузова та юлашки самантчен сертификат парасса ӗненмен. Халӗ савӑнӑҫӗн чикки ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |