Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Яковлевсем ҫинчен ӳкерне фильма кӑтартӗҫ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ ӗҫ документлӑ фильм та, илемлӗ те. Проект ертӳҫи – Наталья Цуканова, сценарисчӗ – Ольга Шейпак.
Фильм паллӑ чӑваш патриархӗн Иван Яковлевичӑн тата Екатреина Алексевнӑн пурнӑҫӗпе паллаштарать. Тӗрӗсрех, вӗҫен ҫемье телейне уҫса парать.
Фильм истори енчен шанчӑклӑ материалсене тӗпе хурса ӳкернине ӗнентереҫҫӗ. Унта Чӗмпӗрти драма театрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ.
Муркаш округӗнчи Чуманкасси ялӗнче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ декретра ахаль лармасть. Вӑл соцконтракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Халӗ Екатерина Владимировнӑн хӑйӗн студийӗ пур, вӑл хӑйне меллӗ графикпа ӗҫлет.
Сӑмах май, Волковсен 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма виҫӗ кун хӗненӗ. Чарӑнмасӑр мар пулӗ те.
Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче хӗненӗ. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр округӗнчи Суйкӑн ялӗнче пурӑнакан Лысовсенчен ял ҫыннисем сӗт, ҫу, тӑпӑрчӑ тата хӑйма туянаҫҫӗ. Марина упӑшкипе пӗрле пысӑк хуҫалӑх тытса пырать.
Ӗҫчен ҫемье округ шайӗнчи «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтерсе республика шайӗнче хӑйсен тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӗсем унта «Ӗҫчен ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ.
Чӑн-чӑн тӗслӗх шайӗнчи ҫемье! Вӗсем ялта пурӑнса та аталанма май пуррине кӑтартаҫҫӗ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан мӑшӑр «Тӑватӑ туй» телекӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Ӑна «Пятница!» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ.
Андрейпа Наталья халӑх тетелӗнче паллашнӑ. Каччӑ смартфонсем юсать, хӗр сӗтел-пукан фабрикинче ӗҫлет. Халӑх тетелӗнче пӗр уйӑх хутшӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксен пӗрлешме шухӑшланӑ. Вӗсен туйӗ 500 пин тенкӗлӗх иртнӗ. Ӑна «Пятница!» каналпа кӑтартнӑ. Кӑларӑмра Чӑваш Енри мӑшӑрпа тупӑшакансем, Мускаври тата Санкт-Петербурги хӗрсем, Натальйӑн кӗпине, каччӑн клеткӑллӑ костюмне, менюри «майонез ӑшӗнчи хӑяра» тиркенӗ. Вӗсен туйӗ япӑх иртнӗ теме ҫук: сӗтелӗ пуян пулнӑ, ҫав шутра – пулӑ вӑлчи те, сӑмакун та. Туйра мӑшӑр хитре ташланӑ. Анчах вӗсем телекӑларӑмра юлашки вырӑн йышӑннӑ. Унта Мускаври 18 ҫулти хӗр, «бохо» стилӗпе качча кайнӑскер, ҫӗнтернӗ.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрӗхри вӑйпитти сакӑр ҫулти арҫын ачана хӗнесе пурӑннӑ.
Арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлне юратман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ӑна темиҫе те хӗненӗ. Хӗрарӑмпа ача ҫав вӑхӑтра арҫын патӗнче пурӑннӑ. Халӗ вӗсем ун патӗнчен тухса кайнӑ.
Арҫынна вара кӗҫех суд тӑвӗҫ.
Кӑҫал республикӑра ҫуралнӑ пӗрремӗш йӗкӗреше пульницӑран кӑларнӑ. Ку – ӗнерхи савӑнӑҫлӑ пулӑм.
Канашра пурӑнакан Семеновсен хӗр Александра тата ывӑл Дмитрий ҫуралнӑ. Вӗсем 38-мӗш эрнере Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ.
Нинӑпа Алексейӑн 14 ҫулти хӗр Софья пур ӗнтӗ. «Эпир ҫак саманта нумай кӗтрӗмӗр, акӑ халӗ вӑл ҫитрӗ: ҫемье пысӑкланчӗ!» - свӑнӑҫӗпе пайланнӑ Нина Семенова.
Комсомольски округӗнчи Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Петрпа Зинаида Герасимовсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Петр Исаевич шкул хыҫҫӑн Казахстанра тракториста вӗреннӗ, яла таврӑнсан «Заветы Ильича» колхозра вӑй хунӑ. Кайран чылай вӑхӑт почта уйрӑмӗнче водительте тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан Комсомольскинчи вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Зинаида Михайловна Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн «Дружба» колхозра вӑй хунӑ, кайран – строительство организацийӗнче штукатур-малярта. Шӑпах ҫавӑнта паллашнӑ вӑл пулас упӑшкипе. Пӗрлешнӗ хыҫҫӑн мӑшӑр Комсомольскинче тӗпленнӗ.
Герасимовсем виҫӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен – 11 мӑнук, 2 кӗҫӗн мӑнук.
Муркаш тӑрӑхӗнчи 14 ҫулти ачана ултавҫӑсем хӑратса пӗтернӗ. Вӗсем ун патне мессенджерсенчен пӗринче шӑнкӑрааласа унӑн аккаунчӗпе такамсем усӑ курма тытӑннӑ, пысӑк суммӑллӑх улталанӑ тесе ӗнентернӗ. Ачана вӗсем пытанма хушнӑ, ӑна хӑрушӑ ҫынсем шыраҫҫӗ тесе сехрине хӑпартнӑ.
Ача телефона сӳнтернӗ те килӗнчен тухса кайнӑ. Унтан ултавҫӑсем ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравласа «вӑрланӑ» ывӑлӗшӗн 200 пин тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмпа юнашар ӑслӑ-тӑнлӑ ӗҫтешӗ Алексей Лаптев пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шалти ӗҫсен тытӑмӗнче кинологра тӑрӑшнӑ арҫын хӗрарӑма улталама хӑтланнине тӳрех тавҫӑрса илнӗ. Вӑл ӑна полицие пӗлтерме ыйтнӑ.
Ача чӗрӗ сывах пулнӑ. Полицие ӑна унӑн тӑванӗсем илсе пынӑ. Хытӑ хӑраса ӳкне ачана лӑплантарма йӗрке хуралҫисем район пульницинчи психолога чӗнсе илнӗ. Хӗрарӑм та такамсене укҫа куҫарса парса ӗлкӗреймен.
Элӗк округӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан Лаврентьевсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсен юратӑвӗ ҫемьери ҫамрӑк ӑру валли ырӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ.
Вениамин Федоровичпа Ольга Дмитриевна виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукпа, икӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫемьери килӗшӳ вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре-ха? Пӗр-пӗрне килӗштернинче, хисепленинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |