Хулара
Утӑ уйӑхӗн ҫурринче Шупашкар хулин заливӗ патӗнче «Чӑвашрине туян» акци ирттерме йышӑннӑ. Кун пек шухӑш патне республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче иртнӗ канашлура пырса тухнӑ. Унта ҫуллахи вӑхӑтра урамра суту-илӳ тума ирӗк илнисене пухнӑ. Ирӗкне конкурс ирттерсе панӑ-мӗн. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ акцие мороженӑй сутакансем чи малтан килӗшнӗ. Акци ят панӑ суту-илӳ хула кунӗччен тӑсӑлмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви республика харпӑрлӑхӗнчи ултӑ предприятие сутма тата вӗсемшӗн малтанласа мӗн чухлӗ ыйтассине палӑртнӑ. «Чӑвашкредитпромбанкӑн» 38,13% акцине 186,5 миллион тенкӗпе сутасшӑн, «Чувашия» санаторин устав капиталӗн ҫуррине 125,9 миллион тенкӗпе сутлӑха кӑларӗҫ. Патшалӑх пурлӑхне приватизацилессин программине пурнӑҫласа акционерсен 6 обществин сутмалла. «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗсӗр», «Чӑвашкредитпромбанксӑр» тата «Чувашия» санаторисӗр пуҫне «Чӑвашметалл» обществӑн акцийӗсенчен 20 процентне сутасшӑн. Акцишӗн 9,75 миллион ыйтасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкарти 97-мӗш тата Шупашкарти 142-мӗш аптекӑсене пуҫӗпех сутса ярасшӑн. Вӗсен сутлӑ хакӗ – 4,9 тата 24,3 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кун пек лартсан шанчӑклӑ Шупашкарти пысӑк суту-илӳ предприятийӗсем тата хӑш-пӗр организацисем велопарковкӑсем йӗркелеме маларахах пуҫланӑччӗ-ха. Халӗ ҫав йӗрке ача-пӑча учрежденийӗсене ҫитнӗ. Тӗп хулан Мускав район администрацийӗ хӑйӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ 7-мӗш, 176-мӗш, 200-мӗш ача пахчисем велопарковкӑсем пӑхса хӑварнине пӗлтерет. Асӑннӑ учрежденисем пӗчӗккисен велосипечӗсем валли те, аслисен валли те вырӑн туса хунӑ. Икӗ урапаллӑ «хурҫӑ утсене» сӑнчӑрлани вӗсене кукӑр алӑллисенчен сыхлама, ачасемпе аслисене велосипеда хӑрамасӑрах лартса хӑварма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, Наркотикпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун, «сывлӑх троллейбусӗсем» ҫула тухнӑ. 1-мӗш, 15-мӗш тата 18-мӗш маршрутпа хутлаканскерсене наркотика хирӗҫле рекламӑллӑ плакатсемпе илемлетнӗ. Вӗсемпе ҫула тухнисене тӗрлӗ информаци материалӗ валеҫнӗ. Акци ирхи вунӑ сехетре Хӗрлӗ лапамра пуҫланнӑ. Акцие Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ, Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗ тата яваплӑ ытти служба пӗрле пулса йӗркеленӗ. Хулари хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ троллебуса Хӗрлӗ лапамра ларнӑ та пассажирсем хушшинче инкеке лексен мӗн тумаллине ӑнлантаракан флаерсем валеҫсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тӳре-шара тӑлӑхсене хваттер уҫҫи панӑ самант Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта тӑлӑх яш-хӗре хваттер уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Кӗҫех хваттерсене 105 тӑлӑх куҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тен, хальччен куҫнӑ та. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 61 яш-хӗре, ача ҫурчӗсенче пурӑнаканскерсене, хваттер уҫҫисем памалла. Кун пирки Леонид Черкесов пӗлтернӗ. Мероприятире тӑлӑхсене хваттер уҫҫипе пӗрле парнесемпе савӑнтарнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн яш-хӗр хӑйсен хваттерӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. 2013 ҫулта 352 тӑлӑха пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн 321,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе 116-шне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Тепӗр 236-шне те кӑҫалах уҫӑсем парӗҫ. Кӑҫал 254 тӑлӑх ачана ҫитес ҫул хваттерпе тивӗҫтермешкӗн 233,9 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Фонтан проекчӗ Нумаях пулмасть мэрире Шупашкарта тӗнчери чи пысӑк фонтана тӑвасси пирки калаҫнӑ. Унта ют ҫӗршывран килнӗ специалистсем те хутшӑннӑ. Пресс-конференцире палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн тӗнчери чи пысӑк фонтанлӑ пулас шанчӑк — 90 процент. Борис Штайн — «GiantShows» компани ертӳҫи. Вӑл тӗнчери хуласенче фонтан композицийӗсене 20 ытла ҫул тӑвать. Борис Штайн Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫтармалли фонтанӑн архитектура проектне те хатӗрленӗ, унпа хула администрацине паллаштарнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, вӑл виҫӗ шыв экранӗнчен тӑракан, пӗччен 135 тата яруслӑ фонтанлӑ пулӗ. Борис Штайн палӑртнӑ тӑрӑх, кӳлмек лаптӑкӗпе 10% яхӑн ҫеҫ усӑ курнӑ. Шупашкар вара Дубайпа, Лас-Вегаспа пӗр рете тӑмашкӑн майсем пур. Ҫак икӗ хулара тӗнчери чи пысӑк фонтансем вырнаҫтарнӑ. Сергей Лукиянов хӗллехи фонтан тӑвас шухӑшпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер, асӑнупа хурлӑх кунӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплекӗнчи Мухтав монуменчӗ патне чечексемпе кӑшӑлсем хунӑ. ЧР Элтеперӗпе пӗрле ҫак мероприятие министерствӑсемпе ведомствӑсен, ЧР МЧСӗн тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Шӑп 73 ҫул каялла фашистсем Совет Союзне тапӑнса кӗнӗ, вӑрҫӑ 1418 куна тӑсӑлнӑ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗ ҫӗршыв историйӗнче хура йӗрпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна май кашни ҫак кун ҫулах Мухтав монуменчӗ патӗнче пуханаҫҫӗ, палӑк умне чечексем хурса вӑрҫӑра пуҫ хунисене аса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Катока тӳре-шара хаклать Шупашкарти йӑлари хытӑ каяша турттаракан предприятисенчен пӗри 15,5 миллион тенкӗпе «BOMAG» маркӑллӑ пусӑрӑнтаракан каток туяннӑ. Республика кунӗнче ҫӗннине хута яма, кӑтартма тӑрӑшни йӑлана кӗнӗ пулӑм та, ку катока та ҫак вӑхӑталла ӗҫлеттерме тытӑннӑ. Каток епле ӗҫленине тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата тӗрлӗ хуларан кисле ҫитнӗ хӑнасем Питтукасси ҫӳп-ҫап вырӑнне ҫитсех пӑхнӑ. Катока пахалама пынӑ йышра Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев, Шупашкар хула администарцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ыттисем пулнӑ. Ют регионсенчен килнисен хушшинче республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Чӗмпӗр, Хусан, Пенза, Йошкар-Ола, Чулхула, Магнитогорск хулисене асӑннӑ. Ҫӗнӗ каток ӗҫе ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ иккен. Ӑна туяннӑ предприяти, «Спецавтохозяйство» общество, хуҫи Юрий Малов тинтерех туяннӑ ҫав техника ҫӳп-ҫап шайне 7 хута яхӑн пусӑрӑнтараяссине ӗнентернӗ. Ҫакӑ ҫулӑм тухасран та аван иккен. Йӑлари каяшсем ҫӗрсе выртнӑ май метан тухать, вӑл ним мар хыпса каяйрать. Машина ытти бульдозерпа танлаштарсан самай йывӑр иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
zagorsk.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗ Гладков урамӗнче шкул хӑпартмалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Гладков урамӗнче вӑтам пӗлӳ паракан ҫӗнӗ шкул тума палӑртнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗнче 1,1 пин ача валли вырӑн пулӗ. Шкулта бассейн, 350 вырӑнлӑ акт залӗ, икӗ спортзал тӑвӗҫ. Пӗтӗмпе 5,9 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Шкула 2015 ҫулта ҫӗклеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫынпа юнашарах — йӗкехӳресем Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17/25-мӗш ҫурта йӗкехӳре иленнӗ. Тӑххӑрмӗш хутра хайхи чӗрчунсем ирӗклӗн хутлани пирки асӑннӑ ҫуртра пурӑнакан Ольга Алексеева ятлӑ хӗрарӑм тӗп хулара тӳлевсӗр саланакан хаҫатсенчен пӗрне пӗлтернӗ. Кӑшлакан ҫав чӗрчунсенчен шикленнипе пӗчӗк ачасене урама пӗччен кӑларма та шикленеҫҫӗ-мӗн. Лешсем ҫӳп-ҫап пухакан вырӑнта чакаланса ҫӳреҫҫӗ, пухӑнса подъездра лараҫҫӗ-мӗн. Сӑмаха ҫирӗплетме тесе сӑнӳкерчӗкех ярса панӑ. Чӑн та, пухӑннӑ та ним пулман пек лараҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан управляющи компани йӗкехӳресене темиҫе хутчен те наркӑмӑш панӑ, усси ҫук тесе пӗлтернӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |