Хулара
Тӳннӗ палӑксем Ҫӗнӗ Шупашкарта экоаллея уҫӑлни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Масӑллӑ информации хатӗрӗсем кун пирки чылай ҫырчӗҫ, халӗ ҫав вырӑна вандалсенчен сыхламаллине те асӑрхаттарчӗҫ. Шел те, ҫак кунсенче экоаллейӑри палӑксем ӳкнӗ. Те ӳкнӗ… Ҫирӗплетсе калама ҫук. Ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫурӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ те МИХсем палӑксем ӳкнин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Пӗрисем ӑна вандалсем тӳнтернӗ теҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе, вӗсем ҫиле пула ӳкнӗ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» канашлура та тавлашаҫҫӗ. Унта икӗ тӗрлӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку вандалсен ӗҫӗ-и е ҫанталӑк «хӑланӑвӗ»-и — калама ҫук, анчах палӑксене юпан 19-мӗшӗнчи каҫ тӗлне каялла вырнаҫтарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Михаил Игнатьев йышӑнӑва пынӑ ҫынпа калаҫать Юпан 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри Обществӑлла йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Унта пилӗк ҫын тӗрлӗ ыйтупа пынӑ. Ҫавсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакан Иннокентий Герасимов ятлӑ ҫын та пулнӑ. Вӑл Шупашкарта Социализма Ӗҫ патӑрӗсене халалланӑ аллея уҫтарасшӑн иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ ку шухӑша ырласа йышӑннӑ. «Эсир усӑллӑ сӗнетӗр. Ҫамрӑксене пирӗн патриотизм тата ӗҫе юратас туйӑмпа ӳстермелле, ҫынсен патшалӑх тата халӑх умӗнчи ӗҫри ҫитӗнӳвӗсене палӑртмалла», — тенӗ Михаил Васильевич. Унтан вӑл Раҫҫей Президенчӗн пӗлтӗрхи пушӑн 29-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Геройӗ ят пама йышӑнни пирки аса илтернӗ. Герасимов сӗнӗвне пурнӑҫа кӗртсе Элтепер Шупашкар хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова Ӗҫ Паттӑрӗсен аллейи валли вырӑн тупма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта кӑларнӑ мечӗксем ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Теттере цинк нормӑран 1,8 хут нумайрах пулнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тӗп специалисчӗ Наталья Кузьмина пӗлтернӗ тӑрӑх, мечӗке Эльгер урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри лавккара туртса илнӗ. Ӑна Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ кӑларнӑ-мӗн. Тӗпчев ирттермешкӗн суту-илӳ лавккинче тӗрлӗ тетте туяннӑ. Ҫав шутра — мечӗк те. Анализ тунӑ хыҫҫӑн унта сиенлӗ япала пулнине палӑртнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн сутуҫа 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Теттена туса кӑларакана — 100 пин тенкӗлӗх. Завода ку ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Анисимов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫумӗпе ҫул тума шут тытнӑ. Ӑна ахаль те виҫӗ енчен ҫул хупӑрланине кура ҫавӑнта пурӑнакансем ку шухӑша тарӑхса йышӑннӑ иккен. Район администрацийӗпе калаҫу ирттерни те «ҫимӗҫне кӳмен» имӗш. — Акӑ пирӗн ҫурт. Акӑ хула ҫулӗ иртет. Тепӗр енпе каллех ҫул выртать, — пӳрнепе тӳллесех ӑнлантараҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем. Машинӑсем хӗрӳ ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫуран иртесси уйрӑмах нушаллӑ. Апла пулин те пурте апла шухӑшламаҫҫӗ иккен. Ҫурт комитечӗн ертӳҫи Галина Елисеенко шучӗпе ҫул тӑвассине ҫынсене пӗлтерме тивӗҫ мар. «Хӑть трактор айне кӗрсе выртӑр, хӑть ун урапи айне. Ҫак ҫула тӑвассине эпир чармӑпӑр», — тет иккен вӑл. Ҫӗнӗ ҫул ытлашши тесе никам та каламасть иккен-ха. Ӑна туса пӗтерессе кӳршӗллӗ 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем уйрӑмах кӗтеҫҫӗ иккен. Йӗркеллӗ ҫул ҫуккине пула вӗсем тӑватӑ теҫетке ҫул асапланаҫҫӗ-мӗн. Кӗрсе-тухма ҫукранах ни тухтӑр машинин, ни пушар службин кӗрсе тухма май ҫук иккен. «Япала илсе килесси те чӗр нуша», — тесе калать-мӗн унта пурӑнакан Арнольд Матисон ятлӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Николай Валуев Алексей Бауэрпа Бокс енӗпе экс-чемпион Николай Валуев Шупашкарта пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Вӑл кунта тинех хӑйӗнчен ҫӳллӗрех ҫынна тӗл пулнӑ-мӗн. Николай Валуев «Твиттерта» сенсациллӗ сӑнӳкерчӗке «Ҫыхӑнура» халӑх тетелне кӑларса хурасси пирки пӗлтернӗ. «Тепӗр темиҫе минутран сенсациллӗ сӑнӳкречӗк кӑларса хурӑп», — ҫырнӑ вӑл. Николай Валуев 2 метр та 13 сантиметр ҫӳллӗш. «Шупашкар хурчкисем» баскетбол командинче 19-мӗш номерпе вылякан Алексей Бауэр унран 7 сантиметр ҫӳллӗрех. Алексей 220 сантиметр ҫӳллӗш, 104 килограмм йывӑрӑш. Алексей Бауэр — спорт мастерӗн кандидачӗ, Пӗрремӗш лигӑн чемпионӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Спорт бульварӗ» иртнӗ. Унта Патшалӑх Думин депутачӗ, боксер Николай Валуев ҫитсе курнӑ. Николай Валуевсӑр пуҫне унта Александр Карелин спортсмен та пулнӑ. Карл Маркс урамӗнче спорт федерацийӗсем тата ассоциацийӗсем ӗҫленӗ. Унта сценӑсем, рингсем, катоксем, лапамсем хатӗрленӗ. Спортсменсем уяв тумӗ тӑхӑнса хӑнасене тем те пӗрпе савӑнтарнӑ. Кашниех хӑйӗн валли вӑйӑ суйлама пултарнӑ. Пӗрисем — шашкӑлла, теприсем шахматла вылянӑ. Теприсем дротик ывӑтнӑ, ташланӑ, юрланӑ. Чылайӑшӗ икерчӗпе сӑйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Лев Толстой урамӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Вӗсем патне пыма ҫул ҫук-мӗн: васкавлӑ медпулӑшу та, пушарнӑйсем те килеймеҫҫӗ. Кунта пурӑнакан Зоя Терехина ав ҫавна пула пенси укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл хӗлле пӑрлак ҫулпа шыв турттарнӑ. Унччен те пулмасть ҫунашка ҫинчи бидон ӳкнӗ те автомобиле лекнӗ. Лешӗ унран 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӗрарӑм итлемен. Кун хыҫҫӑн адвоката 5 пин тенкӗ, нотариуса — 800 тенкӗ, шар курнине 17 пин те 100 тенкӗ тӳленӗ… Кунта лайӑх ҫанталӑкра та урапа кӗреймест-мӗн. Васкавлӑ медпулӑшу машини тӑвайкки таран ҫеҫ пырать. Чирлӗ ҫынна унта йӑтса утмалла. Халӑх чиновниксенчен 2010 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Лешсем ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ. Унтан хыснара укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсем тепӗр ҫулхине те тӳре-шара патне ҫитнӗ. Каллех — ҫав истори. ЖКХ урам программӑна кӗрейменнине пӗлтернӗ. Ӑна юсасси чи малтанах хулари Мускавр район администрацийӗнчен килет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Халӑх тетелӗсенче общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнине хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫитес вӑхӑтра тӳрлетме шантарнӑ. Шупашкарсем нумаях пулмасть «Русский драмМатический театр» тата «Больница скорой медЕцинской помощи» чарӑнусем тупӑннине асӑрханӑ. Чарӑну ячӗсене улӑштарасси РФ Президенчӗ Владимир Путин килнипе ҫыхӑннӑ-ха. Анчах унччен ятсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ тӑк халӗ — пӗр чӗлхепе ҫеҫ. Ҫитменнине, йӑнӑш ҫырнӑ. Татьяна Ильина журналист та кунпа кӑмӑлсӑр. Унӑн шухӑшӗпе, ку — килпетсӗр. Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи-ҫке-ха. «Путин 2006 ҫулта Чӑваш Ене килнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлани килӗшнӗччӗ. Халӗ те икӗчӗлхелӗхе хирӗҫ пулмӗччӗ ахӑртнех», — тенӗ Татьяна Ильина. Шупашкарти ЖКХ чарӑну ячӗсене тӳрлетме шантарнӑ. «Тавах асӑрханӑшӑн», — тенӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра автобус тӗрӗслевӗ пырать. Сусӑрсене турттарма меллӗ автобуса хӗснӗ газпа ҫӳреттереҫҫӗ-мӗн. Ӑна Шупашкарти 15-мӗш маршрутпа ҫула кӑларнӑ. Автобус хӑйне епле кӑтартнине икӗ эрне сӑнӗҫ. Хальлӗхе ҫур эрне ытларах кӑна иртнӗ-ха. Газпа чупакан техника ҫутҫанталӑка сиен сахал кӳрет тесе ырлаҫҫӗ. Топливо хакӗ те кун пек самай йӳнӗрех ларать-мӗн. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра автомобиль транспортне газ моторӗ ҫине куҫарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ун йышшисем хальлӗхе республикӑра – 18 автобус. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хыпаланнӑран чӑвашла ҫырайман пулас «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ те тӳре-шара хыпалансах ӗҫлет. Шупашкара РФ Президенчӗ Владимир Путин килнӗ тӗле ҫӗнетнӗ ҫулсем уҫӑлаҫҫӗ. Чӗрӗ тӗслӗх — Воробьев композиторсен урамӗ. Хулара общество чарӑнӑвӗн павильонӗсене, унта ҫырнисене улӑштараҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, паян ҫынсем «Олимпийский» стадион» чарӑнӑва «Спартак» стадион» туса хунине курнӑ. Васканипе чарӑну ятне унсӑр пуҫне вырӑсла кӑна ҫырма ӗлкӗрнӗ пулас. Аса илтерер: Шупашкарта иртекен спорт канашлӑвне РФ Президенчӗ Владимир Путинсӑр пуҫне ытти сумлӑ хӑнасем те килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |