Хулара
Владислав Смирнов тунӑ сӑн Раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тинех уҫни пирки пӗлтернӗччӗ. Унтанпа нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — ҫав вырӑнта паллӑ мар ҫынсем ӳкерсе пӗтернӗ. Шупашкар ҫынни Владислав Смирнов ҫак кунсенче ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнта пулни пирки «ПроГород» журналисчӗсене пӗлтернӗ. Вӑл строительсем лайӑх тӑрӑшнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, такамсем унта стена ҫине темӗн ҫырнӑ. «Стенана вараласа хунӑ!» — кӑмӑлсӑрланнӑ Владислав Смирнов. Аса илтерер: Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн Шупашкарта чи пысӑкки шутланать. Ӑна шӑпах Ҫӗнӗ ҫул умӗн уҫни хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарсен тата унӑн хӑнисен кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче мӗнле майпа канмалла? Паллах, тӑркӑч (коньки) сырмалла та каток ҫине вӗҫтермелле. Катоксем хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Чылайӑшӗ 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлӗ. «Спартак» стадионта вара 9 сехет ҫурӑран пусласа 19 сехет те 45 минутчен ярӑнма пулать. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче унта 7 сехет те 45 минутран пуҫласа 9 сехет ҫурӑччен эрешлесе ярӑнӗҫ. «Энерги» каток 9.30-22.00 сехетсенче ӗҫлет. Хӗрлӗ тӳремри каток 10 сехетре уҫӑлать. Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 8-мӗш ҫурт умӗнчи каток та ҫав сехетрех ӗҫлет. Анчах унта кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 13 сехетре эрешлесе ярӑнӗҫ. И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт патӗнчи каток 10-22 сехетсенче ӗҫлет. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче 13 сехетре ҫеҫ хоккейла вылӗҫ. Ҫавӑн пекех катоксем Афанасьев, Николаев, Кадыков, Б.Хмельницкий урамӗсенче, Мир проспектӗнче ӗҫлӗҫ. Ытларахӑшӗ ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен уҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарти Петров урамӗнчи авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ 15 ҫын ҫӗнӗ хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсем 7 муниципалитет пӳлӗмӗнче пурӑннӑ. Пӳлӗмсене вӗсене Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх, Грасис, Декабристсен, Текстильщиксен, Шевченко урамӗсенче ҫуртсенче уйӑрса панӑ. Малтан унта хула хыснинчи укҫа-тенкӗпе юсав ӗҫӗсем тунӑ. Ҫапла майпа Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Аса илтерер: йӑтӑнма пуҫланӑ ҫуртра 165 пӳлӗм пулнӑ, вӗсенче 256 ҫын пурӑннӑ. Авариллӗ лару-тӑру пулсан 75 ҫемьене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ, 85 ҫемье тӑванӗсем патне куҫнӑ. Икӗ пӳлӗмри ҫынсем ҫеҫ пулӑшу ыйтман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштавӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен Шупашкара «Виктория» шапито-цирк артисчӗсем «Хӗл Мучи патӗнче хӑнара» программӑпа килсе ҫитнӗ. Унпа Шупашкара 500 ҫул ятлӑ паркра паллашма пулать. Программӑра — упӑте, кенгуру, упа, варана, пирӗн патра ҫук кайӑксем. Тата тӗрлӗ жанрлӑ цирк ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулӑшнипе ачасене унта тӳлевсӗр кайса курма май туса панӑ. Анчах уншӑн шӑпӑрлансене ӑмсанмаллах та мар-тӑр тепӗр енчен. Мӗн тесен те вӗсем — телейсӗрскерсем-ҫке. Тӳлевсӗр билета ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр тӑрса юлнисене, пурӗ 150 ачана, уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул каҫхине эрех таврашне пур ҫӗрлӗ стума чарӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чару хӑш-пӗр лавккапа кафесене пырса тивет. Ҫапла хушӑва хула мэрийӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн 2012 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Асӑннӑ документра массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ чух урамсенче, лапамсенче, халӑх йышлӑ савӑнакан, курмалли тата спорт мероприятийӗсене хутшӑнакан вырӑнсенче эрех стума юрамасть. Ҫапла вара рашатвӑн 31-мӗшӗнче 17 сехетрен пуҫласа кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчи 8 сехетчен Шупашкарти хӑш-пӗр магазинпа кафере эрех стума чарӗҫ. Эрех таврашне Лакрей вӑрманӗнче, А.Г. Николаев ячӗллӗ тата Шупашкара 500 ҫул парксенче те суттармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштав уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре халӑх йӑла техникине тапӑннӑ тесен те йӑнӑш мар. Пурте тенӗ пекех тенкӗ йӳнелесрен хӑраса укҫине мӗн те пулин туянса пӗтерме шухӑшланӑ ӑхӑртнех. Халӑх лавккасене сӑпса пек сырӑннӑран-и е урӑх сӑлтава пула-и — хаксем ӳсрӗҫ. Ноутбуксен, смартфонсен, телевизорсен, холодильниксен, пылесоссен, мультиваркӑсен, фотоаппаратсен хакӗсем самаях ҫыртма тытӑнчӗҫ. Суту-илӳ предприятийӗсем халӑх туяннине кура татах тавар кӳрсе килнӗ-мӗн. Вӗсем ку ӗҫе ҫитес ҫул ҫеҫ тума палӑртнӑ пулин те… Шупашкар хула администрацийӗ тата ятарласа йӗркеленӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн халӑх тӗрӗслевӗ» подразделени хаксен конкуренцине иртӗхме парас мар тесе йӑла техникисен хакӗсен мониторингне йӗркелесе пынӑ. Мониторинг пирки МИХсенче пӗлтереҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар хулин сайтӗнче те пӗлме пулать иккен — ятарлӑ баннера пусмалла ҫеҫ-мӗн. Халӗ хак майӗпен ӳсме пӑрахнӑ-мӗн. Ҫитес ҫул тенкӗ ҫак уйӑхри пекех улшӑнсах тӑрсан, ахӑртнех, тавар кӑларакансем хаксене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ. Анчах кун пирки хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштавӑн 29-мӗшӗнче планеркӑра Шупашкарта ача пахчисене хӑпартас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов юлашки виҫӗ ҫулта хулара 12 ача пахчине ҫӗкленине, ҫӗнетнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пӗтемпе 1930 ача валли вырӑн туса панӑ. 2015 ҫулта ҫӗнӗ ача пахчисем уҫас ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Ҫулталӑкра 1245 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ун валли 3 ача пахчи ҫӗклӗҫ, пӗрне ҫӗнетӗҫ. Вӗсене «Финская долина», «Волжский-3» микрорайонсенче хута ярӗҫ. Ҫавӑн пекех 165-мӗш ача пахчине ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта 350 вырӑн. Ҫӗнӗ Лапсарти пуҫламӑш шкулти 2 ушкӑна та ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Ҫитес ҫул ача пахчисенчен 5700 шӑпӑрлан тухмалла. Ҫакна тата ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнине пула 2015 ҫулта 6945 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ку 2–2,5 ҫулсенчи ачасем валли вырӑн туса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ. Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Эгер бульварӗнче унчченхи Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫуртӗнче ача пахчи уҫӑлнӑ. Ҫурта ҫӗнетес ӗҫ ҫулталӑк ҫурӑ пынӑ. «Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчинче чӑваш халӑхӗн культурине вӗренес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку микрорайонта ача пахчи уҫӑласса тахҫанах кӗтнӗ. Кунта халӑх та чылай пурӑнать. Ҫавӑнпа ку ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ. Алена Аришинова депутат республика ача пахчи уҫас енӗпе Раҫҫейри хӑш-пӗр регионтан маларах пынине палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи ача пахчинче интерактивлӑ хӑмасемпе хальхи йышши техника пур. Теттесем те куҫа йӑмӑхтараканнисем, илемлисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Йӑлана кӗнипе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн водительсене тата Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хула урамӗсене Хӗл мучи саламлама тухнӑ. Анчах шур сухал патакпа мар — жезлпа. Хӗл мучи жезлпа водительсене чарать. Анчах вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штраф ҫырса памасть. Пачах тепӗр май — парнесем парать. ЧР ҪҪХПИнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв тӗп сӑнарӗ (вӑл Хӗл мучин тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӗнтӗ) кунсерен хула центрӗнче тивӗҫне пурнӑҫлать. Вӑл водительсене тата ҫуран ҫӳрекенсене аварисӗр ҫӳреме, хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма сунать. Хӗл мучи пӗчӗккисем пирки те манмасть — вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |