Хулара
Ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче, Шупашкарта пилӗк мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Студентсем тата Татьянӑсем Чӑваш наци музейне, Чапаев музейне тата хулари ытти музея ҫитсе курма пултарӗҫ. Студент пулнине ӗнентерекен билет пулсан ҫамрӑксем экспозиципе тата уйрӑм куравпа паллашма пултарӗҫ. Кунсӑр пуҫне мӗн пур студент паркри кирек мӗнле аттракционпа ярӑнма та пултарать. «Ҫӗнӗ ӑру» каток ҫинче пӑр ҫинчех ташӑ каҫӗ ирттерӗҫ. Эрешлесе ярӑнассипе ӑсталӑх класӗсем, конкурссем иртӗҫ. Татьянӑсен кунӗнче Шупашкарти катоксем,спорт залӗсем, бассейнсем, йӗлтӗр йӗрӗсем студентсемшӗн тӳлевсӗр пулӗҫ. Студент билечӗ ҫеҫ кӑтартмалла. Ҫавӑн пекех студентсем театрсене йӳнӗрех хакпа кӗме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата тепӗр вӑй-хал культуипе сывлӑх комплексӗ тума палӑртаҫҫӗ. Вӑл Эгер бульварӗчне вырнаҫӗ. Ҫӗнӗрен хӑпартаканни те ыттисем пекех нумай функциллӗ пулассине шантараҫҫӗ. Унта спорт тата тренажер залӗсем, фитнес валли лапам, бассейн пӑхса хӑвармалла. Комплекс пӗр сехетре 150 ҫынна йышӑнайӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженийӗнчи спортӑн тӗп енӗ бокс пулмалла-мӗн. Ҫапах та спортӑн ытти енне те сирсе хӑвармӗҫ. Фитнес-аэробика, баскетбол, волейбол, мини-футбол выляма, ишме майсем йӗркелесшӗн. Ҫак кунсенче строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Спорт комплексне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти вулавӑшсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халех хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем «Салтака ҫыру ҫыр» акци пуҫараҫҫӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Акцие ятаралса Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Салтака 10–16 ҫулсенчисем ҫырма пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсенче кирек мӗн пирки те шӑрҫалама пултараҫҫӗ: малашлӑх пирки каласа кӑтартма, хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсемпе паллаштарма, ырӑ сӑмахсем калама… Ҫырӑва алӑ вӗҫҫӗн ҫырма та, компьютерпа пичетлеме те юрать. Мӗн чухлӗ ҫырас килет — тархасшӑн. Ҫырусене Шупашкарти мӗнпур ача-пӑча вулавӑшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Акци пирки тӗплӗнрех mayak.cheb.ru тата vk.com/cheblib21 сайтра пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫак кунсенче Шупашкарта «Стоп кӗрт!» акцин пирвайхи пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Вӑл иртнӗ эрнерех пуҫланнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, хулара пурӑнакан кашни ҫын юр хӳсе лартнине тасатманнине курсан stopsugrob@gmail.com электронлӑ адрес ҫине сӑн ярса пама пултарнӑ. Унта вырӑна, куна палӑртмалла. Эрне те иртмен — Шупашкарти дежурнӑй диспетчер патне 45 хыпар ҫитнӗ. Иртнӗ эрнере юр тасатманнипе Мускав районӗ «палӑрнӑ». Картишсене управляющи компанийӗн тасатмаллине аса илтереҫҫӗ. Ҫынсем пӗлтернӗ хыпара хӑвӑрт татса пама шантараҫҫӗ-мӗн. Хыпарланӑ 45 ыйтӑва татса панӑ ӗнтӗ. Хула администрацийӗнче япӑх ӗҫлекен компанисем выговорпа ҫеҫ хӑтӑлаймассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Евгений Васильев тунӑ сӑн Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчи каҫҫа хупнӑ. Халӗ ҫынсене ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӑшӗ-пӗри каҫӑ ҫук пулсан та тепӗр енне каҫмалли мел шыраса тупнӑ. Ҫук, карта урлӑ сиксе каҫмаҫҫӗ вӗсем. Чарӑнуран инҫех мар пурӑнакан Ольга Фадеева ҫав меле хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Ҫынсем урапа айне пуласран хӑрамасӑр карта патне каҫаҫҫӗ, унтан шикленмесӗр ун хӗррипе утаҫҫӗ те ҫавра ҫул патне ҫитеҫҫӗ. Унтан вара каллех урапа айне лекесрен хӑрамасӑр ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ. Ҫав вырӑна хупнӑ май влаҫ ҫынсене икӗ мелрен пӗрине суйлама сӗнет. Е чукун ҫул патне ҫитмелле, е суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнпа усӑ курмалла. Пӗрремӗшне ҫитмешкӗн — 610 метр, иккӗмӗшне — 770 метр. Ара, ку меллӗрех пек те. Унччен троллейбуса ларсан ҫавра ҫул патне ҫитиччен самай вӑрах каймалла пулнӑ. Халӗ вара транспорт хӑвӑрт ҫӳрет. Хула администрацийӗ ҫакна палӑртать: укҫа-тенкӗ ҫитсен ҫул ҫийӗн каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ. Анчах хальлӗхе ҫӗнӗ тротуарпа, ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнпах ҫырлахма тивет-мӗн. Пӗлтӗр «Пичет ҫурчӗ» чӑрӑнура 6 инкек пулнӑ. Урапа айне 4 ҫын лекнӗ, вӗсенчен пӗри вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Турра ӗненекенсем паян Кӑшарние кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем чиркӗве туртӑннине кура Шупашкарта общество транспорчӗн расписанине кӑшт раснарах йӗркелеме йышӑннӑ. Ку вӑл Атӑл хӗрринчи чиркӳсем патне ҫитерекен 22-мӗш тата 7-мӗш маршрутлӑ автобуссене пырса тивет. 7-мӗш номерлӗ автобус «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран Ҫветтуй Троицки мӑнастирӗ патне 22 сехетрен пуҫласа ҫурҫӗр иртни пӗрреччен хутлӗ. 7-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ: «Чукун ҫул вокзал» чарӑнуран 22:00, 22:30, 23:00, 23:30, 24:00, 00:30 сехетсенче; «Мӑнастир» чарӑнуран: 22:15, 22:45, 23:15, 23:45, 00:15, 00:45 сехетсенче. 22-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ: Чернышевский урамри «4-мӗш лицей» чарӑнуран 21:45, 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15 сехетсенче; «Введени соборӗ» чарӑнуран 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15, 00:40 сехетсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӗлтӗр ҫӗршывра лару-тӑру йывӑрланнӑ май лавкка сентрисем ҫинчи хаксем те ҫӗпре пек йӳҫсе хӑпарма пуҫларӗҫ. Раштав уйӑхӗнче ҫынсем йӑлара усӑ курмалли техникӑна черет тӑрса илнине хам та курнӑччӗ. Лавккара халӑх хӗвӗшнине кура хуҫисем тӗлӗрмерӗҫ — хаксене ҫавӑнтах хӑпартса хучӗҫ. Хӑшӗ-пӗри виҫшер-тӑватшар телевизор туянни пирки те илтрӗм. Халӗ ҫавскерсем вӗсене сутаймаҫҫӗ имӗш — лавккари хаксем кӑшт чакнӑ. Туяннӑ техникӑна вара лешсен йӳнӗрехпе сутас килмест-мӗн. Ку ҫапла-ха та… Каллех хаксем пирки сӑмах. Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑра «хӗрӳ лини» ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта шӑнкӑравласа ҫыртакан хаксем пирки пӗлтерме пулать. Шӑнкӑравсене 78-56-60, 78-58-25 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ. Хӑш лавккара хак хӑпарнине пӗлтерсен унӑн адресне каламалла. Сӑмах май, кунашкал «хӗрӳ лини» Шупашкарта та пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Елена Петрова тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче ҫунатне хуҫнӑ ҫӑхана усрать-мӗн. Ӑна вӑл попугайсем тытмалли читлӗхе вырнаҫтарнӑ. Елена Петрова «Про Город» корреспонденчӗсене кайӑк унӑн килне мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑмӑн хӗрӗ урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне юр ҫинче кайӑка асӑрханӑ-мӗн. Тӳрех ӑнланнӑ: ҫӑханпа темӗн пулнӑ. Хӗр ун патне ҫывӑхарах пынӑ. Лешӗ ҫунат ҫапса вӗҫсе хӑпарма хӑтланнӑ, анчах усӑсӑр. Хӗр ӑна хӗрхеннӗ те киле чупса кайнӑ, курупка йӑтса тухнӑ. Хайхискер вӑйсӑр кайӑка тытса килне йӑтса килнӗ. Халӗ хура ҫӑхан вӗсен килӗнче пурӑнать. Хӗр ӑна тӳрех ҫӑкӑр панӑ. Выҫӑскер ӑна хапӑлласах ҫинӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта юр хӳсе лартнине хирӗҫле акци ирттереҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмӗпе чӗрре кӗреймӗн. Анчах коммуналлӑ службӑсемпе ним мар «кӗрешӗве» тухма пулать. Тӗрӗсрех, вӗсем пирки ҫӑхавлама. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем ӗҫлесе — тасатса — ҫитерейменни ҫинчен элеклесе. Шупашкарта «Юр хӳсе лартнине чарар!» акции шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене е автомашинӑсене иртсе ҫӳреме кансӗрлекен юр купине ӳкерсе stopsugrob@gmail.comс электрон адреспа ярса пама ыйтаҫҫӗ. Унта сӑна хӑҫан ӳкернине тата юр купин вырӑнне кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, халӑх тетелӗсенчен пӗринче хӗрсене ӳкерсе ҫӳрекен паллӑ мар художник сӑнне пичетленӗ. Пикесене вӑл троллейбусра ӳкерсе ҫӳрет имӗш. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан нумай ҫын курнӑ тесе ӗнентерет массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗри. Александр Базаров ятлӑ диджей художник каччӑпа ларса пыракан хӗре ӳкернӗ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе, хӗр хӑйне ӳкернине сисе те ӗлкӗреймен. Паллӑ мар художника вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра курнӑ пек астӑвать иккен. Фокус кӑтартакан Андрей Петров та художника общество транспортӗнче асӑрханӑ-мӗн. Вӑл 25–27 ҫулсенче, хӑй сухаллӑ, хӑлхине наушник чикнӗскер никама та асӑрхаман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |