Хулара
Раҫҫей Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тунӑ май Мускавра «Чӑваш Ен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче» ятпа уяв кӑҫӗ ирттерме палӑртнӑ. Каҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп музейӗнче ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланмалла. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков музей директорӗн ҫумӗсемпе Татьяна Беляевӑпа, Михаил Михальчев майор генералпа тӗл пулнӑ. Унта вӗсем уява мӗнлерех ирттересси, сценари пирки калаҫнӑ. Татьяна Беляева палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн чылай регион, общество организацийӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп музейӗнче мероприяти йӗркелеме пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Анчах музей Леонид Волков, Мускаври чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем патриотлӑх воспитанийӗ енӗпе хастар ӗҫленине кура мероприяти ирттерме пӗр иккеленмесӗрех ирӗк панӑ. Мероприятие пурне те чӗнеҫҫӗ, унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Килте саккунлӑ мар майпа упракан хӗҫ-пӑшала полицейскисене тавӑрса парсан укҫа тӳлӗҫ. Унччен те хавхалантарнӑ-ха. Халӗ вара Шупашкар хула администрацийӗпе РФ Шалти ӗҫсен министерствин хулари управленийӗ икӗ енлӗ килӗшӳ тунӑ. Хӗҫ-пӑшалпа хӗҫ-пӑшал хакӗ пӗр мар. Яка кӗпҫеллӗ пемелли сунар пӑшалне тавӑрса парсан 8 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Маларах уншӑн 2 пин тенкӗ кӑна лекнӗ. Мина, граната, снаряд, кӑскетнӗ кӗпҫеллӗ винтовка полицейские тавӑрса парсан 10 пин тенкӗ пама тытӑннӑ. Маларах уншӑн 2–3 пин тенкӗрен ытла лекмен. Каснӑ кӗпҫеллӗ сунар пӑшалне тавӑрса парсан та хавхалантармалли укҫана шеллемӗҫ. Малтанхи пек 2 пин тенкӗ мар, 8 пинех парӗҫ. Детонатор йышши вак-тӗвеке йӗрке хуралҫисем патне ҫитерсен те ахаль тумӗҫ. Маларах 800 тенкӗ тӳленӗ тӗк халӗ тепӗр 200 тенкӗ хушса тӳлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Аҫтаха» чуччу Шупашкарти «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану паркӗнче, вӑл муниципалитетӑн предприятийӗ шутланать, кӑҫал ҫӗнӗ аттракцион вырнаҫтарӗҫ. Хула ҫыннисемшӗн юратнӑ кану вырӑнӗсенчен пӗри пулса тӑнӑскере ватти-вӗтти ҫӳрет. Пӗчӗккисем уйрӑмах юратаҫҫӗ унта пулма. Тем тӗрлӗ чуччу та пур-ҫке. Лакрей вӑрманӗ ҫулла валли «Аҫтаха» аттракцион туянма палӑртнӑ. Вӑл 4,2 миллион тенкӗ тӑрать иккен. «Аҫтӑрха» никӗссӗрех тӑмалла. Кирлӗ вӑхӑтра ӑна салатса пуҫтарма, урӑх вырӑна та куҫарма пулать. 12-ӗн лармалли вырӑнлӑскерпе харӑс 24-ӑн ярӑннайӗс. Унпа 6 ҫултан аслӑрах ачасем те, аслисем те ларса ҫаврӑнма юрать. Халӗ кирлӗ хутсене хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫуллахи тапхӑр уҫӑлнӑ вӑхӑта, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ валли, аттракциона туянса ӗлкӗресшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Советская Чувашия» тунӑ сӑн Шупашкарта урамсене, тӳремсене тата ытти территорие ят парас, улӑштарас, асӑну хӑмисене вырнаҫтарас ыйтупа ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Унта «Университетский-2» микрорайонти ҫӗнӗ урама мӗнле ят парасси пирки калаҫнӑ. Ҫапла ӑна Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикӗн Х.М.Миначевӑн ячӗпе хиеплеме йышӑннӑ. Хабиб Миначевич Миначев Чӗмпӗр кӗпернинчи Хирти Пикшик ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял Патӑрьел районне кӗрет. Кунсӑр пуҫне комисси чӑвашсен паллӑ ҫыравҫин Василий Краснов-Аслин, чӑваш композиторӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Федор Васильевӑн ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварма йышӑннӑ. Вӗсен ячӗпе пулас икӗ ҫӗнӗ урама хисеплӗҫ. Шупашкарти 28-мӗш шкула Низами поэт ячӗпе хисеплес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Хулари урамсене Чӑваш Енрен тухнӑ космонавтсен Николай Бударинпа Муса Манаров ячӗсемпе хисеплес ыйту ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Пӑр керменне тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн, СССР тренерӗн Анатолий Таравсов ятне парасси пирки те калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-хулара Георги хӑйӑвне валеҫме пуҫласси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та ку акцие ирттерӗҫ. Шупашкарта хӑйӑва акан 22-мӗшӗнче валеҫме тытӑнӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ. Шупашкар хула влаҫӗсем хӑйӑва валеҫмели вырӑнсене палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Тӗп вырӑн — Республика лапамӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсенче те ёна тивӗҫме май пур. Ҫӗнтреӳ кунӗнче «Ҫӗнтерӳ» паркра тата Хӗрлӗ лапамра парӗҫ. Хӑшӗсем ӑна автомашина ҫине ҫыхса хураҫҫӗ, теприсем — сумка ҫумне, ҫипуҫа Георги хӑйӑвӗпе капӑрлатакан та пур. Пӗтӗмпе Шупашкарта кӑҫал 50 пине яхӑн хатӗрленӗ. Хӑю валеҫме волонтерсене явӑҫтараҫҫӗ. Сӑмах май, акан 22-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Ялавне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Канашри тахҫанах илсе тухман ҫӳп-ҫап купи «Ҫыхӑнура» канашлура темӗнле ыйту тавра та калаҫаҫҫӗ. Халӗ акӑ Канаш хулипе ҫыхӑнни куҫа тӑрӑнчӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш хулин администрацийӗ ҫутҫанталӑкӑн черчен пайне, килсӗр-ҫуртсӑррисене ӗнтӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе «хӑйне евӗр парне» тунӑ. Канашри Ӗҫ урамӗнчи ҫӳп-ҫапа пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа илсе тухма пӑрахнӑ-мӗн. Халӗ унта пӗр купа ҫӳп-ҫап йӑваланать-мӗн. Канашлӑва хутшӑннисенчен хӑшӗ-пӗри айӑпа Шантенковӑпа Жураева ҫине йӑвантараҫҫӗ. Вӗсем Атӑлҫи экологи компанийӗнчен илсе хулари Хӗвелтухӑҫри ҫӳп-ҫап пемелли вырӑнпа хуҫаланасшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах ӑна пачах хупса лартнӑ-мӗн. Халӗ канашлуҫӑсем Шатенковӑпа Жураевӑна хулари ҫӳп-ҫапшӑн «тав тӑваҫҫӗ». Ҫынсем хулара кун пек ӳкерчӗк хуҫаланнӑшӑн намӑс пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пушӑн 26-мӗшӗнче Канаш депутачӗсен хулан ҫӗнӗ гербне йышӑнмалла. Анчах халӑх ку пуласса ӗненмест-мӗн. Герб вариантне «халӑх тарҫисем» 6 ҫул сӳтсе яваҫҫӗ-мӗн. Чылайӑшӗ киввине хӑварма ыйтать. Канаш гербне 1976 ҫулта йышӑннӑ. Хальхи геральдика канашӗ кунашкал символикӑна регистрацилемест. Эппин, влаҫӑн унпа официаллӑ документсенче усӑ курма юрамасть. Канаш администрацийӗ депутатсене ҫӗнӗ герб йышӑнма, киввине асӑнмалӑх ҫеҫ хӑварма сӗннӗ. Анчах депутатсем нимӗн те улӑштарасшӑн мар имӗш. Виталий Жураев депутат вӗсен историе сӑмса чикме ирӗк ҫуккине палӑртнӑ. Элли Юрьевӑн вӗренекенӗ Вадим Шипунов геральдика ӳнерҫи хула валли 15 ҫул каяллах герб шутласа кӑларнӑ, анчах ун чухне ӑна йышӑнман. Кун хыҫҫӑн унӑн тепӗр 300 вариант та тупӑннӑ. Чылайӑшне герольди ырланӑ та. Геральдика канашӗн эксперчӗ Медведев чи лайӑх вариант чалӑш хӗресли пулнине палӑртать. Ку геральдикӑра — хисеплӗ калӑпӑш. Тӗрӗссипе, Канаш ҫыннисем хальлӗхе пӗр шухӑш патне тухайман. Кӑҫал хула 90 ҫул тултарӗ. Сумлӑ юбилей тӗлне ҫӗнӗ символика пулӗ-и? Никам та татса калаймасть. Йӑлтах депутатсенчен килет те… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар кӳлмекӗнче ҫӗнӗлӗхсем пуласса пӗлтереҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун хула администрацийӗн элчисем, культурӑпа спорт учрежденийӗсен ертӳҫисем, коммуналлӑ организацисем лару ирттернӗ. Унта вӗсем Шупашкар кӳлмекне мӗнле улшӑнусем кӗртессине, ҫынсене канма май туса парассине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал кӳлмекре 10 метрлӑ кимӗсемпе ярӑнма май пулассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем аҫтахар е истори тапхӑрӗпе килӗшсе тӑракан ытти чӗрчун евӗр пулаҫҫӗ-мӗн. Унччен кӳлмекре шурӑ акӑшсем пулнӑ. Кӑҫал вара хурисене те илсе килӗҫ. Акӑшсене ҫитермешкӗн ятарлӑ вырӑн уйӑрӗҫ. Ҫынсем унта вӗсене тӑрантарма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех кӳлмекре саксем нумай лартӗҫ, информаци хӑмисем, кӑтарткӑчсем вырнаҫтарӗҫ. Кӳлмеке чечек кулмбисемпе капӑрлатӗҫ. Шупашкар хула аминистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳлмекре халӑх ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех туллин те кӑсӑклӑ канма пултарӗ. Унти ӗҫсене ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ валли вӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Капюсавшӑн укҫа пухма тытӑнсан нумайӑшӗ ӑна тӳлесшӗн пулмарӗ. Чӑннипе, ӑна хӑшӗ-пӗри халӗ те тӳлемен-ха. Халӑх кун тӗлӗшпе митинг та ирттерчӗ. Анчах кунпа кӑна саккуна улӑштарайӑн-и вара? Кӑҫал Шупашкарта чылай ҫуртра юсав ирттересшӗн. Хула администрацийӗнче кун пекки Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пачах пулманнине пӗлтереҫҫӗ. Аса илтерер: республикӑра капюсавшӑн укҫа пухмалли программа пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗнӗ. Раштавра кашни тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче вара 30 пус хӑпартнӑ. Пӗтӗмпе Шупашкарта икӗ уйӑхра 37 миллион тенкӗ пухнӑ. Ку — ҫурри ҫеҫ. Пухнӑ укҫапа кӑҫал хӑш ҫуртсенчен юсав ирттерме палӑртнине Капюсав фончӗн сайтӗнче пӑхма пулать. Кӑҫал 500 ҫурта списока кӗртнӗ. Вӗсен тӑррисене, инженери коммуникацийӗсене улӑштарӗҫ. Списока ытларах Иван Франко, Константин Иванов, Карл Маркс, Шкул урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи ҫуртсем кӗнӗ. 80-шӗнче утӑ уйӑхӗччен юсав туса пӗтермелле. Вӗсем валли укҫа та пухнӑ. Юсав тумашкӑн ҫынсенчен пухнӑ укҫасӑр пуҫне республика, хула, федераци хыснисенчи те тӑкакланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Питӗрте вырнаҫтарнӑ палӑк Питӗрте Раҫҫей ҫарпа тинӗс флочӗн пӗрремӗш пысӑк карапне халалласа палӑк лартнӑ. «Полтава» палӑка Шупашкарти савутра хатӗрленӗ-мӗн. Ӑна Питӗрти «Воскресени ҫыранӗ» ятлӑ вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Палӑка Шупашкарти «Электросила» савутра хатӗрленӗ, ҫак ӗҫе предприятири 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Александр Козвонин. Александр Козвонин каланӑ тӑрӑх, палӑка ҫичӗ уйӑх хатӗрленӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк пайсене нумай тумалла пулнӑ. Тупӑна хатӗрлемешкӗн кӑна пӗр эрнене яхӑн кирлӗ пулнӑ. Палӑк 8 метр ҫӳллӗш, 2 метр сарлакӑш пулнӑ. «Полтава» 1964 килограмм таять. Карапа мӗншӗн шӑпах Шупашкарта хатӗрленӗ-ха? Палӑк скульпторӗсенчен пӗри, Олег Ксенофонтов, пирӗн ентеш-мӗн. Предприяти ӗҫченӗсемшӗн палӑка хатӗрлемешкӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Предприяти, тепӗр тесен, ку профильпе ӗҫлемест. Палӑка Питӗре фурӑпа илсе кайнӑ. Ӑна унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вырнаҫтарнӑ. Карапа вырӑс ҫарӗсем Полтава ҫапӑҫӑвӗнче ҫӗнтернӗрен ҫапла ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |