Хулара
Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ Хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ тӳпене хӑпарассине нумайӑшӗ кӗтет. Пилотсем Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ. Вӗсене паян, ҫурлан 13-мӗшӗнче, Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑ. Хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталаса илнӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑ. Леонид Черкесов пилотсем пирӗн ҫывӑх туссем пулса тӑнине палӑртнӑ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехетре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тӗлӗнмелле авиашоу кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула кунӗнче карап ӑстине, ӑсчаха, академика, Пӑрачкав ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Алексей Крылова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов администрацинче иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасем килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫав шутра карап тӑвакансемпе ӑсчахсем те, хисепе тивӗслӗ ытти ҫын пулмалла. Алексей Крылов палӑкне тӗп хуламӑрти Юханшывҫӑсен лапамӗнче вырнаҫтармалла. Виҫӗ метр ытла бронза палӑк авторӗ – Салават Щербаков скульптор. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче I Александр патша, космос ракетисен конструкторӗн Сергей Королевӑн, Валентина Гризодубова летчик палӑкӗсене асӑнаҫҫӗ. Алексей Королев палӑкне Мускавра ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫурлан 15-мӗшӗпе 16-мӗшӗсенче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче сывлӑша парӑнтаракансене пӑхса киленме май килӗ. Киленме кӑна мар, сывлӑша ҫӗкленме те май туса парӗҫ. «Хула ҫине пӗлӗтрен» фестивале хутшӑнакансем Шупашкар ҫыннисене хӑйсен илемлӗ хусканӑвӗ-вӗҫевӗпе савӑнтарӗҫ, шар ҫинче ҫӳл тӳпене ҫӗкленӗҫ. Ҫав вӑхӑтра концертсемпе конкурссем, куравсем тата аэростатсен каҫхи шоувӗ пулӗ. Вӗҫев вӑхӑчӗ — ирхи 5 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен тата 17 сехетрен тытӑнса 22 сехетчен. Ирхине хулана ҫӳл тӳперен сӑнама май килӗ. Тӳлевсӗр мар, паллах, укҫалла. Шупашкара ҫӳлтен темиҫе минут пӑхса киленме 500 тенкӗ тӳлемелле, сехет хушши ярӑнса ҫӳреме — виҫӗ пинрен кая мар. Хӗвел ансан аэростатсем залив ҫинче ҫӗкленӗҫ. Ярӑнас текенсене 23-51-86 номерпе ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 36-52-46. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти хӑш-пӗр троллейбуссен маршрутне улӑштарма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пынипе канашлу иртнӗ. Унта электротранспорт маршручӗсене оптимизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Унта хутшӑнакансем 6, 12, 19 тата 20-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссене пӑхса тухнӑ. 12-мӗш маршрута ҫӗнӗ кӑнтӑр районне ҫити тӑсма пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус Трактор тӑвакансен проспектӗнчен Эгер бальварӗ тӑрӑх Мир проспектне тухса Иван Яковлев проспектне ҫитмелле, унтан хӑйӗн маршручӗпе каймалла. Ҫапла улшӑну та кӗртме пултарӗҫ. 19 тата 20-мӗш троллейбуссене Мир проспекчӗпе хире-хирӗҫ ҫавран яма пултарӗҫ. Кун пирки Шупашкар администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне тӗрлӗ программӑпа палӑртӗ. Йӑлана кӗнӗ концертсемпе куравсемсӗр пуҫне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ мероприятисем кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» йышшисем пурнӑҫа кӗнӗччӗ. Мускаври артистсем килнине те хула ҫыннисем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пулӗ. Кӑҫалхи уявра джигитовка кӑтартма палӑртнӑ. Вӑл мероприяти ҫурлан 16-мӗшӗнче тӗп хулари Амӑш палӑкӗ умӗнчи лаптӑкра иртмелле. Юланутҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе ҫав кун 16 сехетре паллаштарӗҫ. Шупашкар районӗнчи «Заимка» турист комплексӗ ҫумӗнчи «Отрадный» лаша спорчӗн клубне ҫӳрекенскерсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Клуб пайташӗсем — 10 ҫултан пуҫласа 25 ҫул таранчченхи хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулин кунӗнче юлашки ҫулта «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Хальхинче вара ҫуралнӑ кун тӗлне тепӗр парне хатӗрленӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») ятлӑ пулӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ те хутшӑнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсемпе пӗрле хӗрлӗ хӑйӑва касӗҫ. Ҫак кун урӑх объектсене те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Алькеш поселокӗнче Раҫҫей почтин ҫӗнӗ уйрӑмӗ алӑкӗсене уҫӗ. Сосновкӑра вара авариллӗ ҫуртри ҫемьесем ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене тивӗҫӗҫ. 4-мӗш лицей вара ҫӗнӗ стадионлӑ пулӗ. «Шупашкар: 500 ҫул» парка «Юратакансен пусми» илемлетӗ. Юханшыв портӗнче вара карапсем тунӑ Алексей Крылов академик палӑкӗ пулӗ. Уяв яланхи пекех хускану тунинчен пуҫланӗ. Унтан ытти фестивальсем старт илӗҫ. Спорт енчен те пуян иртӗ уяв. «Звери» ушкӑн юрланӑ хыҫҫӑн уяв 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти хӑш-пӗр урампа ҫӳреме чарӗҫ. Чару тӗп хуламӑрти тӗп урамсене пырса тивӗ. Вӗсемпе урапасен 21 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫурҫӗр иртни 30 минут таран ҫӳреме юрамӗ. Ку вӑл паян Шупашкарта каҫхи сакӑр сехетре каҫхи велочупу иртессипе ҫыхӑннӑ. Ӑна «Республика лапамӗ–Михаил Ҫеҫпӗл скверӗ — Вырӑс драма театрӗ — «Спартак» стадион — Ӳнер музейӗпе Союзсен ҫурчӗ — Республика лапамӗ» маршрутпа йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫутӑ театрӗ хӑй ӑсталӑхне кӑтартӗ, рок-ушкӑнсем, ди-джей пулмалла, фаер-шоу йӗркелемелле. Урапасене Карл Маркс урамӗпе (Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Ленин проспекчӗпе (Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Гагарин урамӗпе (Ленин проспекчӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Калинин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран), Воробьев композиторсен урамӗпе (Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран) чупма май килмӗ. Чарнӑ урамсен вырӑнне урапасем Энегельс, Ярославль урамӗсемпе тата Президент бульварӗпе ирӗккӗнех хутлайӗҫ. 20 сехет те 30 минутран пуҫласа 22 сехетчен урапасене Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫурт патне лартма чарса хурӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Агрегат савучӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна 600 пин тенкӗпе юсанӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администарцийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе тимлекен управленийӗ пӗлтернӗ. Хула администрацийӗнчи тӳре-шара ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти картлашкасем ҫинчи 26 тимӗр плитана паллӑ мар ҫынсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫав ҫынсем плитана вӑрах вӑхӑт пӗҫертнӗ пулать. Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли ҫав вырӑна ҫак уйӑхра тинех юсаса пӗтернӗ. Ӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртес тесе «Тендер ӗҫӗ-хӗлӗн агентстви» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ пулса юсанӑ. Вӑл тимӗр картлашкасене ҫӗнӗрен хурса тухнӑ, стенасене юсанӑ, хитре урай сарнӑ тата ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Мӗнпур ӗҫе укҫа ҫине куҫарсан хула хыснишӗн тӑкак 600 пин тенке кайса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тума палӑртаҫҫӗ. Ҫӗре тара парасси пирки тӳре-шара пӗлтерӳ пичетленӗ. Унта вӗсем икӗ ҫӗр лаптӑкне тара пама шухӑшланине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри республикӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тӑвасси пирки пырать. Ун валли 1456 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрӗҫ. Хӗрлӗ тӳремри 7-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерте хӑна ҫурчӗ хӑпарса ларӗ. Вӑл ҫӗре Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен сулахай енче вырнаҫнӑ. Тепӗр лотпа хула администрацийӗ 13320 тӑваткал метр лаптӑка индустри паркӗ тума уйӑрма шухӑшлать. Ҫӗре тара памалли аукциона тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗне палӑртӗ. Хӑна ҫурчӗ тӑвас текен те ҫавӑнта хутшӑнайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче «Key to Learning» программӑпа акӑлчан чӗлхине тарӑн вӗренес енӗпе ушкӑн уҫӑлнӑ. Ачасемпе ятарлӑ воспитательсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен педагогика дипломӗ пур, акӑлчанла ирӗклӗн калаҫаҫҫӗ. Ку программа 3–7 ҫулсенчи ачасем валли. Унпа Аслӑ Британире, Шотландире, Польшӑра, Сингапурта, Уэльсире, Индонезире, Малайзире, АПШра, Индире тата ытти ҫӗршывра анлӑ усӑ курнӑ ӗнтӗ. Программа тӗллевӗсенчен пӗри — вӗренӗве интереслӗ тӑвасси. Ача тулли кӑмӑлпа вӗрентӗр чӗлхене. Ҫавӑн пек вӑл кирлӗ информацие ӑса хывать. «Key to Learning» программа кирек мӗнле ачапа та ӗҫлеме май парать. Унӑн пултарулӑхне кура мар — пурне те чӗлхене ӑса хывма майсем туса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |