Хулара
Шупашкарта пурӑнакан тӑлӑх икӗ ҫул хваттер илеймест-мӗн. Тӳре-шара Надежда Скудеевӑна хваттер уйӑрма пӗрре мар шантарнӑ. Анчах тӑлӑх хӗр халӗ те хваттер тара тытса пурӑнать. Хула администрацийӗ ӑна ҫитес вӑхӑтра уҫӑ пама шантарнӑ-ха та… Надежда Скудеевӑн ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Вӑл хваттер илме 2012 ҫултах черете тӑнӑ. Ун чухне вӑл списокра 235-мӗш пулнӑ. Хӗр мэрие ҫыру пӗрре мар ҫырнӑ. 2013 ҫулта ӑна списокри черет унтанпа улшӑнманнипе ҫырса хуравланӑ. Ун валли хваттер уйӑракан ҫурта 2014 ҫулта туса пӗтерессине пӗлтернӗ. Ҫырура Надежда 23 ҫул тултарсан та ӑна черетрен илмессине ҫырнӑ-ха ӗнтӗ. Надежда каланӑ тӑрӑх, хваттер уҫҫине ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче пама шантарнӑ. Халӗ те кӗтет вӑл ӑна. Мускав районӗнчи ачалӑха сыхлакан пай пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑлӑхсем валли хута янӑ ҫурта туса пӗтернӗ. Ака уйӑхӗнчен пуҫласа хваттерсене пайлассине кӗтеҫҫӗ-мӗн. Халӗ ҫурт умӗнчи картише хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ иккен. Ӗҫсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫапла Надежда Скудеевӑна хваттер уҫҫине тепӗр эрнере пама шантарнӑ-ха та… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шел те, юлашки ҫулсенче Шупашкарта ҫӳллӗ ҫуртсен чӳречисенчен ачасем тухса ӳкни пирки тӑтӑшах илтме пулать. Шалти ӗҫсен министерстви ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтать те.. Анчах ҫак сӑмахсем пурин хӑлхине те кӗмеҫҫӗ пулмалла. Акӑ нумаях пулмасть Шупашкарта каллех чутах инкек пулман. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 45 ҫулти амӑшне административлӑ явап тыттарӗҫ. Вӑл 6 ҫулти ывӑлне асӑрхаса ӗлкӗреймен. Амӑшӗ ывӑлне пӑхмасӑр хӑварнӑ. Ача вара чӳрече янахӗ ҫинче ларнӑ. Полицие ҫынсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсем 4-мӗш хутри чӳрече ҫинче арҫын ача ларнине курсан сисчӗвленнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: ҫав хваттерте 6 ҫулти ачине воспитани паракан ҫемье пурӑнать. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑй ҫав вӑхӑтра телефонпа калаҫнӑ. Ача ун чухне пӳлӗмре пулнӑ. Анчах кайран вӑл тепӗр пӳлӗме выляма кайнӑ. Ывӑлне чӳрече янахӗ ҫинче ларнине каярахпа ҫеҫ курнӑ. Ача урине урамалла усса ларнӑ. Телее, инкек пулман. ШӖМ аслисене ачасен тӗлӗшпе тимлӗрех пулмаллине тепӗр хут аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тӑлӑх ача хӑрӑк турат пекех. Унӑн та ҫемье ӑшшине туйса курас килет. Ача ҫурчӗсен ӗҫченӗсем, опекӑпа попечительлӗх органӗсем кун тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, ултӑ уйӑхра, 13 тӑлӑх ачана шута илнӗ. Халӗ, телее, вӗсем пурте ҫемьесенче воспитани илеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 13 ачаран виҫҫӗшӗ — тӑлӑх. Тепӗр 10-шӗ социаллӑ тӑлӑхсем. 5 ачан ҫывӑх ҫыннисенчен пӗрне ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. 2 шӑпӑрланӑн амӑшӗ тӗрмере ларать, 2-шне амӑшӗ хӑварнӑ. Пӗр ачан амӑшне шыраҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне ашшӗ-амӑшӗ ҫуралнӑ ачине хӑварасси пирки пӗлтерсе 5 хыпар ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав амӑшӗсемпе, ҫывӑх тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Ҫакӑ пулӑшнипе тӑватӑ ачана ҫемьерех хӑварма май килнӗ. Пӗрне вара опекӑна панӑ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта 2013 ҫулта 24 тӑлӑха тупса палӑртнӑ. 2014 ҫулта вара кунашкал 32 ачана шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗрпӳри скульптурӑсем Ҫӗрпӳ хули илемленсех пырать. Ӑна хӑтлӑх кӗртессишӗн халӑх та тӑрӑшать. Ҫӗрпӳре иртен-ҫӳрен Печкин почтальон скульптурипе киленет. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Хулара унсӑр пуҫне урам тирпейлӳҫи те пур. Аллине шӑпӑр тытнӑскер ҫынсене тасалӑха упрамалли пирки асӑрхаттарать. Ҫав скульптурӑна Ҫӗрпӳри тӳрленӳ колонийӗнче ларакансем тунӑ. Халӗ ав Ҫӗрпӳре Печкин почтальонӑн юлташсем те тупӑннӑ. Унран инҫех мар Шарик йытӑ тата Матроскин кушак аҫи вырӑн тупнӑ. Металл скульптурӑсене паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Арбатра вырнаҫнӑ кӳлепен сунчӑкне хуҫни пирки эпир сире нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хула влаҫӗсем ӑна Республика Кунӗ тӗлне тӳрлетсе-юсама ӗлкӗрнӗ иккен. Кун пирки пире «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пӗлтерчӗ. Чӑн та кӳлепене йӗркене кӗртме 8 пин кирлӗ пулнӑ имӗш. Вӑл хакпа юсама майсем малтанах тупӑнайман, каярах вара ҫавах та кирлӗ ҫынна тупса йӳнӗрех хакпа кӳлепене юсама пултарнӑ. Республика Кунӗнче халӑх тӗрӗс-тӗкӗл скульптурӑна курнӑ. Аса илтерер, кӳлепен авторӗ Владимир Нагорнов, хулана ӑна Ильф тата Петров хайлавӗнче Шупашкара асӑннӑран парнеленӗ пулать. Пӗтӗмӗшле 6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. |
Хулара
Скульптурӑн хуҫӑлнӑ вырӑнӗ. "Про Город" сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ. Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ. Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ӗнер «Ibis» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери AccorHotels сетӗн шутланать-мӗн. Отеле (хӑна ҫуртне ҫак ют ҫӗршыв сӑмахӗпе усӑ курса палӑртнӑ) уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата республикӑн тӗп хулин харӑсах икӗ пуҫлӑхӗ — хулан тата хула администрацийӗн — Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков, хутшӑннӑ. AccorHotels сетӗн пуҫлӑхӗн Раҫҫейре, Грузире тата Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнче аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексис Фея пирӗн патра вӗсем хӑйсен хӑна ҫуртне пуҫласа уҫнине пӗлтернӗ. Раҫҫейре вара вӗсен гостиницисем 27 иккен, тӗнчере — 1800. Алексис Фея хӑна ҫуртне хӑвӑрт (икӗ ҫултан та сахалтарах) туса пӗтернине палӑртнӑ. Компани историйӗнче ун пек хӑвӑрт хӑпартса лартни пулман-мӗн. Михаил Игнатьев ку объекта укҫа хывнӑшӑн тав тунӑ май таса чунлӑ усламҫӑсем пирӗн патра пысӑк инвестици проекчӗсене аталантарма шикленмеҫҫӗ тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Тата Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлакан 110 вырӑнлӑ ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗ пушӑ тӑмасса шанать. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паянпа ыран Шупашкарта тата Канаш районӗнче Республика кунне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарти заливра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелекен пиротехника шоувӗ. Ӑна кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл паянпа ыран пулӗ. Фестиваль хальхи шучӗпе — саккӑрмӗш. Паянхи те, ыранхи те 22 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Иккӗшне те Чӑваш наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен www.cap.ru официаллӑ порталӗ те ӑна тӳрех пӑхма май туса парӗ. Пиротехника шоувне хамӑр тата ют ҫӗршывсенчи 5 ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен хушшинче хуласенчи уявсене кӑна мар, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ тата Сочире иртнӗ Олимп вӑййи ячӗпе салют кӑтартнисем те пур иккен. Шупашкарти фестивале хутшӑнакансем кӑҫалхи тӗп теми — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Атӑлта тупнӑ тимӗр шапа Чӑваш Енре хир качакин путекне тупни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Унтанпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — Атӑлта тепӗр тӗлӗнмелле чӗрчун тупнӑ. Хальхинче Шупашкар ҫыннисем тимӗр шапа тупнӑ. Ӑна Атӑлтан кӑларни пирки «Про Город» хаҫата Анастасия Рыбакова пӗлтернӗ. Тимӗр шапа пулӑҫсен вӑлтине ҫакланнӑ-мӗн. Анастасия Рыбакова каланӑ тӑрӑх, вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тӗп пасара пулӑҫсем килнӗ. Хайхискерсем такама кӗтнӗ чухне вӗсене тӗлӗнмелле чӗрчуна кӑтартнӑ. Пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, тимӗр шапа вӗсен вӑлтине ҫаклансан ҫекӗле те ҫӑтса янӑ. Пулӑҫсем тимӗр шапана Мускава илсе каясси пирки пӗлтернӗ. Анастасия унӑн малашнехи пурнӑҫӗ пирки пӗлмест. Александр Дмитриев биолог Атӑлта тимӗр шапасем пурӑнманнине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна такам шыва ывӑтнӑ. Тимӗр шапа Инҫет хӗвелтухӑҫӗнчи евӗр-мӗн. Атӑлта вӑл пурӑнаймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть Шупашкарта вырӑс поэчӗн ячӗллӗ ача ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗне ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑннипе, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне мӗнле ят хурасси пирки иккӗленмен те. Ҫемье канашӗнче вӗсем ӑна Александр ят хума йышӑннӑ. Тин ҫуралнӑ ачан ашшӗне Сергей Пушкин тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫапла шутланӑ та — ача Александр Сергеевич Пушкин пултӑр тенӗ. Эппин, иккӗленмесӗрех калама пулать: Шупашкарта Александр Сергеевич Пушкин ҫуралнӑ. Паллах, вӑл вырӑс классикӗ пекех пултарулӑх ҫынни пулӗ-и е ҫук-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Вӑл ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын ҫеҫ пултӑр. Сӑмах май, Шупашкарти Калинин районӗнче ҫӗртме уйӑхӗнче 120 ача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене хӑйне евӗр ятсем параҫҫӗ-мӗн: Леона, Мирослава, Славяна, Христиния, Матвей. Анлӑ сарӑлнӑ ятсене те килӗштереҫҫӗ: Анастасия, Даша, Елизавета, Артем, Антон, Максим, Кирилл, Дима. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |