Хулара
Шупашкарта ырантан пуҫласа ҫӗртмен 21-мӗшӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. Ҫав вӑхӑтра атотранспорта ӑҫта кирлӗ, унтан ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Асӑнӑн виҫӗ кунта ирхи 7 сехетрен тытӑнса 22 сехетчен Чапаев тата Ҫӗрпӳ урамӗсемпе — вӗсем Юрий Гагарин урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан тытӑнса Андриян Николаев урамӗпе пӗрлешнӗ таран — ҫӳреме чарӗҫ. Ӗҫлӗ проездра ҫула хупӗ: вӑл Карл Маркс урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Президент бульварӗпе пӗрлешнӗ вырӑна ҫитиччен. Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 30 минутчен урапасене Президент бульварӗпе тата Ленинград урамӗпе, вӗсем Воробьев композиторсен урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ лапампа пӗрлешнӗ вырӑн таран, ҫӳреме чарӗҫ. Ҫапах та ку чӑрмав троллейбуссене пырса тивмӗ. Шупашкар заливӗн дамбипе те иртме мйа килмӗ. Чару ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18 сехетрен 20 сехет те 20 минутчен тата 22 сехет те 30 минутран 23 сехет те 30 минутчен тӑсӑлӗ. Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче троллейбуссне ҫурҫӗрччен ҫӳреттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗнӗ конкурс пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, хулари чи илемлӗ, чи чечеклӗ картише палӑртӗҫ. Кун пирки ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ. Конкурса общество хӑйтытӑмлӑхӗн 57 органӗ хутшӑнма пултарӗ. Картишсене хакланӑ чухне клумбӑсен шутне, вӗсене мӗнле илемлетнине шута илӗҫ. Ҫавӑн пекех мӗн чухлӗ шӑматкунлӑх ирттернине те хаклӗҫ. Конкурса картишсене хӑтлӑх кӗртес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта пурӑнакан халӑхшӑн хӑтлӑ пултӑр. Кашнине 10 балл таран хаклама пултарӗҫ. Конкурса хутшӑнас тесен сӑнӳкерчӗксем тата видеоматериал утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон — 23-51-01. Конкурса утӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чыслӗҫ, укҫан хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть Шупашкарта суя укҫасене туртса илнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем 1000, 5000 тенкӗллӗ виҫӗ банкнота палӑртнӑ. Шупашкарти Гагарин урамӗнчи пӗр лавккара суя 1000 тенкӗллӗххи тупӑннӑ. Туянакан ҫын косметикӑшӑн 1000 тенкӗ панӑ та тӳрех тухса утнӑ. Ҫакна кура кассир сисчӗвленнӗ. Суя 5000 тенке Шупашкарти пӗр банкра тупнӑ. Ӑна харпӑр усламҫӑран илнӗ тупӑша шутланӑ чухне асӑрханӑ. Ҫакӑ паллӑ: усламҫӑн суту-илӳ точки Шупашкарти пӗр пысӑк центрта вырнаҫнӑ. Ҫав кунах Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр лавкка сутуҫи суя 5000 тенкӗ асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын канцтаварсемшӗн 5000 тенкӗлӗххипе тӳленине ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкара санкцилемен ҫуртсенчен малалла тасатаҫҫӗ. Ҫак кунсенче тепӗр киоска тӗп тунӑ. Вӑл Николаев урамӗнче общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑнта пулнӑ. Киоскра шаурма сутнӑ-мӗн. Киоска ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ишсе антарни пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ. Ӑна влаҫпа килӗшӳ тумасӑр хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Аса илтермешкӗн: стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗсене Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем йышӑннипе лартмалла. Кун валли кирлӗ документсем пулмалла. Ҫав шутра йышӑнакан лаптӑк тӗлӗшпе хатӗрленӗ документ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫынсен ыйтӑвне вӑраха ямасӑр пӑхса тухас тесе Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна уҫас шухӑш патне администраци пуҫлӑхӗ Олег Бирюков пырса тухнӑ. Федераци номерӗллӗ ҫав лини ҫине ҫынсем тӳлевсӗрех шӑнкӑравлаяҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» номерӗ — 8-800-222-7911. Шӑнкӑрава канмалли тата уяв кунӗсемсӗр пуҫне ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен тата 13 сехетрен тытӑнса 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» номерӗпе шӑнкӑравласа тӗрлӗ ыйту хускатнисене хурав вӑрах кӗттермӗҫ — 10 кунта пӑхса тухма шантараҫҫӗ. Ахаль чухне хурава 30 кунта пӑхса тухмалли пирки федераци саккунӗнче те пӑхса хӑварнӑ-ха. Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара вара ун чухлӗ тӑсас шухӑшлӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш микрорайон ҫапла пулӗ Пӗччен пӑтӑ ҫиме, йышпа авӑн ҫапма лайӑх тенӗ ваттисем. Ҫӗнӗ Шупашкарсем вара хулари ҫӗнӗ микрорайон ятне шыраҫҫӗ. 9-мӗш микрорайона тума пуҫланӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисем хушшинче ыйтӑм та ирттерсе пӑхнӑ. Ҫӗр ҫын ҫӗр тӗрлӗ шухӑшлать те, 30 ят сӗнекен тупӑннӑ. Ятсем хушшинче Вятка автоҫулпа ҫывӑх пулнӑран Вятка сӗнекен те, ҫывӑхри чиркӳ ятне кура суйлама калакан та, Шупашкар енчи чи пӗрремӗш микрорайон пулнине кура Пионер темелле текен те тупӑннӑ. Хула администрацийӗ ятсене хӑйӗн сайтӗнче ҫак каҫӑпа cap.ru/vote.aspx?gov_id=82&id=821 вырнаҫтарнӑ та ҫынсене интерактивлӑ ыйтӑма хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе пуринчен ытла сасӑ пухни — Шортан. Ку вӑл унччен ҫавӑнта ун ятлӑ ял пуррине асӑнса сӗннӗ ят. Химпром туса лартнӑ хыҫҫӑн 13 ял ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ чух Шортана та ҫавӑн пек шӑпа пырса ҫапнӑ. Сасӑлавӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн чи нумай сасӑ пухнӑ виҫӗ ята суйласа илӗҫ те кайран вӗсене финал-сасӑлава кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа Атӑл урлӑ ишессипе тупӑшӗҫ. Спортсменсен 2 ҫухрӑм та 200 метр парӑнтарма тивӗ. Анчах йӗркелӳҫӗсем халех асӑрхаттараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫыннӑн сивӗ шывра ишес енӗпе опыт пулмалла. Халӗ Атӑл шывӗ 15 градус таран кӑна ӑшӑннӑ вӗт. Шупашкарта Раҫҫей кунӗнче кунсӑр пуҫне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Каҫхи 5 сехетре акцисемпе конкурссем иртӗҫ. 18 сехетре концерт пуҫланать. Куракансен умне вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗ, хор, ташӑ тата вокал ушкӑнӗсем тухӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 600 ытла артист тата волонтер хутшӑнӗ. Уявра ҫӗршыв гимнне пурте юрлӗҫ. Ҫав вӑхӑтра тӳпене ҫӗр-ҫӗр хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта нумай функциллӗ тепӗр центр хута яма палӑртаҫҫӗ. Ӑна кӗске вӑхӑтра, ҫур ҫулта, туса пӗтермелле-мӗн. Нумай функциллӗ центр Шупашкарти Калинин районӗнче кӑҫал кӗркунне уҫӑлмалла. Халӗ Эгер бульварӗнче техника ӗҫлет. 1500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче юпа уйӑхӗ тӗлне центр ҫӗкленмелле вӗт. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене парӗ. Подрядчик фундамент яма тытӑннӑ ӗнтӗ. Анчах ҫурта хӑпартса лартиччен нумай ӗҫлеме тивӗ. Фундамент блокӗсене, канализацие, ҫыхӑнӑва, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫурлан 1-мӗшӗ валли хурса пӗтересшӗн. Сӑмах май, халӗ Шупашкарта нумай функциллӗ икӗ центр ӗҫлет. Заявленисене 48 чӳречере ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ центр хута кайсан тепӗр 30 чӳрече хушӑнӗ. Нумай функциллӗ центра тумашкӑн 75 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫана республика, федераци, хула хыснисенчен уйӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Атӑлӑн Шупашкарӑн Мускав районӗнчи ҫырӑнӗнчен кимӗсене тӗп хулан тепӗр районне, Гремячево текеннине, куҫарасшӑн. Кимӗсене ҫырана ҫирӗплетнӗ лартнӑ территорире лартма юраманни пирки ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура та кимӗ хуҫисене пӗлтернӗ иккен. Унтан та ытларах — прокуратура кимӗсем Атӑлӑн ҫыранӗнче саккунлӑ мар майпа ларнине ҫирӗплетме суда та тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре те тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк министерстви, Строительство министерстви тата хула администрацийӗ кимӗ хуҫисене вӑл вырӑнтан куҫарасшӑн иккен. Кимӗ хуҫисем Гремячево тӑрӑхне куҫас килменнине депутатсенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ иккен. Вӗсем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне ҫитнӗ. Гремячево текен района каяс килменнисем «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партие тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. Анчах саккунлӑ йышӑнӑва вӑл та пӑрахӑҫлаттараймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре каллех мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл унӑн шӑлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна Шупашкарти пӗр стройкӑра тупнӑ. Вӑл мамонт шӑлӗ пулнине малтанлӑха республикӑри паллӑ геолог каланӑ. Мамонт шӑлне тупнӑ вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон хӑпартаҫҫӗ. Кӳлмекрен инҫех мар рабочисем хӑйӑр тултарнӑ чухне ун ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала тупнӑ. Ҫав хӑйӑра юханшыв портӗнчен илсе килеҫҫӗ. Артур Филиппов каланӑ тӑрӑх, вӑл мамонтӑн е носорогӑн 20 сантиметрлӑ шӑлӗ евӗр. Прораб ӑна Чӑваш наци музейне илсе кайнӑ. Шупашкарти политехника институчӗн доценчӗ Анатолий Иванов та ку мамонтӑн шӑмми-шакки пулнине ҫирӗплетнӗ. Вӑл шӑла хӑш тӗлтре тупни пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Атӑлпа Ҫавал хушшинчи хӑйӑр ӑшӗнче пулсан ку — тупнӑ 15-мӗш япала. Ку тӑрӑх мамонтсемшӗн капкӑн пулнӑ. Тен, унта ытти пайӗсене те тупма май пуррине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |