Хулара
Машинӑсене ӑҫта кирлӗ — унта лартса хӑваракансем хуласенче нумай. Пӗр енчен, ҫыннисене те ӑнланма пулать. Гаражӗсем ҫук е пулсан та унта ҫити ҫӳресшӗн мар. Парковкӑна вырнаҫтарас — укҫа тӳлес килмест. Машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта пӑрахса хӑварни коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене машинисене кӗрсе тухма йывӑр. Лартма юраман вырӑна машина пӑрахса хӑваракансене хула влаҫӗсем малашне «Паркон» куҫса ҫӳрекен комплекспа палӑртма тытӑнӗҫ. Ӑна автомобиль салонне вырнаҫтарса хула урамӗсем тӑрӑх тухмалла. Прибор машинӑна ӑҫта лартнине ӳкернисӗр пуҫне хӑш вӑхӑтра ӳкерсе илнине те кӑтарать. Унтан ӳкерчӗке ҫул-йӗр инспекторӗсем патне ярӗҫ. Лерен информацие административлӑ комиссие ӑсатӗҫ. «Паркон» хатӗре Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Административлӑ майпа саккуна пӑсакансем пирки вӑл пулӑшнипе 2101 йышӑну тунӑ. Штраф виҫи пӗр миллион тенкӗрен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Территори тӗлӗшпе. Халех мар. Тепӗр темиҫе ҫултан. Ун чухне хула район ҫӗрӗсене хӑйӗн йышне туртса илӗ. Шупашкара 2035 ҫулччен аталантармалли плана палӑртнӑ. Ӑна Шупашкар хула депутачӗсен виҫӗмкунхи ларӑвӗнче ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Тепӗр 20 ҫул хушшинче Шупашкар тата пысӑкланӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ еннелле сарӑлӗ. Паян ҫав лаптӑк Шупашкар районне кӗреҫҫӗ. Халӑх йышӗ 550 пинпе танлашмалла. Ҫултаӑкне вӑтамран 421 тӑваткал метр ҫурт хӑпартмалла. Кивелнӗ ҫурт-йӗре пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Социаллӑ учрежденисене аталантармалла. Сӑмахран, пӗчӗк юханшыв урлӑ кӗперсем тумалла, тоннель ҫул сарасшӑн. Йӑлӑма аталантарассине те пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паркри нанотӑвайкки Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра нанотӑвайкки пур. Ҫӗнӗ йышши тӑвайккинче хӗлле те, ҫулла та ярӑнма пулать иккен. Юр пур-и, ҫук-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Ку тӑвайккинчен пӳремечпе, вӗрсе хапартнӑ ҫунашкапа, пластмасс йӗлтӗрлӗ снегокатпа ярӑнма пулать. Чӑннипе, искусственнӑй майпа тунӑ тӑвайккисем Европӑра ҫур ӗмӗр ытла пур ӗнтӗ. Раҫҫейре Олимпиадӑри Сочи умӗн искусственнӑй трамплин тунӑ. Ку спортсменсене ҫулталӑкӗпех тренировка ирттерме май панӑ. Юрсӑр тӑвайкки пирки ытти регионсем те шухӑшлама тытӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен те. А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, тӑвайкки 10 ҫулран кая мар чӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче «Пӗрле утни — 2015» Ҫӗнӗ ҫул парачӗ иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Тӗрӗсрех, ҫавӑн чух вӗсене шута илме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗ евӗр тумланнисен тӗрлӗ номинацире хаклӗҫ: «Хӗл Мучин чи лайӑх тумӗ», «Юрпикен чи лайӑх тумӗ», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ушкӑнӗ». Чи лайӑх Хӗл Мучине Сочине кайма путевка кӗтет. Конкурса ҫынсем кӑна мар, капӑрлатнӑ машинӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Автомоболистсен ассоциацийӗпе Шупашкар хула администрацийӗ «Ҫӗнӗ ҫул автокарнавалӗ» конкурс йӗркелет. Ҫӗнтерӳҫӗне 500 литр бензин парассине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 23-50-93, 37-55-66. Концерт юратакансем Хӗрлӗ лапама васкамалла. Унта «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамбль концерчӗ иртӗ. Унтах маларах асӑннӑ конкурссене пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул умӗн ку улатӑрсемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Унта «Святлячок» ача пахчи уҫӑлнӑ. Вӑл кивви вырӑнне ӗҫлеме тытӑннӑ. 1947 ҫулта хӑпартнӑ ҫурта ишсе антарнӑ. Ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн хатӗрленӗ. Унта пур условие те туса панӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх енӗпе те ыйтнине тивӗҫтерет. Ача пахчинче 36 ҫын ӗҫлӗ. Вӗсенчен 15-шӗ — педагогика ӗҫченӗсем. Ача пахчине пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хута яма тытӑннӑ. Ӑна тумашкӑн 119 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ача пахчине уҫнӑ ҫӗре ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ. Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Федор ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлнӑ май шӑпӑрлансем йышланса пынине палӑртнӑ. Ачасем хисеплӗ хӑнасене савӑнтарнӑ. «Хӗвел» кӗҫӗн ушкӑнрисем «Илемлӗ чӑрӑш» интерактивлӑ вӑйӑ вылянӑ. Хӑнасем чӑрӑша илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех ачасем концерт хатӗрленӗ. Вӑй-хал культурин залӗнче «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье» спорт конкурсӗ иртнӗ. Шӑпӑрлансене ҫав кун клоун та савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Ен Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Республикӑри район-хуласенче тӗрлӗ мероприятисемпе акцисем иртеҫҫӗ. Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул ярмӑркки те уҫӑлнӑ. Лаша ҫулталӑкӗ вӗҫлениччен тӗп хулара вун-вун мероприяти иртӗ. Кӗҫех ҫынсем троллейбусра Хӗл мучипе Юр пикене курма пултарӗҫ. Юмахри сӑнарсем пассажирсене ҫитес Качака ҫулӗпе саламлӗҫ. «Ҫӗнӗ ҫулхи экспресс» акци раштавӑн 25–26-мӗшӗсенче иртӗ. Хӗл мучипе Юр пике 1, 4 тата 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗҫ, ҫынсене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Кунашкал акци Шупашкарта пӗлтӗр те иртнӗ. Ахӑртнех, вӑл йӑлана кӗрӗ, малашне те иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӗҫнерникун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми ҫакӑнса тӑракан ҫурт умӗнче чечек хучӗҫ — паллӑ чӑваш ҫыравҫине тытса кайнӑ куна асӑнчӗҫ. Мероприятие Илле Иванов ертсе пыракан преми фончӗ тата «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ хутшӑннӑ. Митта Ваҫлейӗ (1908, пуш, 5 — 1957, ҫӗртме, 10) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫра ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем паян Раҫҫейӗпех пикета тухма палӑртнӑ. «Умка» ыркӑмӑллӑх фончӗ «Шупашкара 550 ҫул» паркра вырнаҫнӑ «Виктория» цирк-шапито умӗнче пикет ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла утӑм патне ҫитнисем циркра чӗрчунсене усӑ куртарасшӑн мар иккен. Вӗсен шучӗпе чӗрчунсене япӑх условире тытаҫҫӗ. Халӑх патне ҫак информацие вӗсем плакатсемпе листовкӑсем урлӑ ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Паян Питӗрте тата Северодвинскра та «Чӗрчунсемсӗр цирк» пикет иртмелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кирлӗ хатӗрсене вырнаҫтарнӑ самант Ҫулӗ унччен те уҫӑ пулнӑ-ха, анчах урапапа ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма май килмен. Халӑхӑн ҫавӑн йышши категорине Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухма май туса парасси ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх куӳресси ҫинчен калакан республика программин «Меллӗ тавралӑх» ҫум программипе килӗшӳллӗн тытӑннӑ. Урапапа ҫӳрекен сусӑрсем театра Ефремов купса бульварӗ енчен кӗрейӗҫ. Унта вӗсем валли пандус вырнаҫтарнӑ. Гардероб патне чалӑшшӑн вырнаҫтарнӑ ятарлӑ хатӗрпе анса хӑпармаллаӗ Иккӗмӗш хута хӑпарма та ун пек хатӗр илсе хӑпартӗ. Туалетра та сусӑрсем валли кабинӑсем пӑхса хӑварӗҫ. Кассӑра тата театр залӗнче начар илтекенсем валли индукци йӑли пурӗ Театра кӗрсен вара ҫынсем валли информаци таблоне ҫакса хунӑ. Унта театр ҫинчен каласа кӑтартакан, хӑпарса анмалли хатӗрсемпе епле курмаллине ӑнлантарнисене тупса вулайӑн. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vseprostroyku.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар ертӳлӗхӗ «Магнум» тулли мар яваплӑ обществӑпа объект строительстви тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта тепӗр вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс тата спорт шкулӗ хута ярӗҫ. Вӑл сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе ӗҫлӗ, Ирина Солдатова ячӗллӗ пулӗ. Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче М.Павлов урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пулӗ. Объект хакне 71 500 000 тенкӗлӗх хакланӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |