Хулара
Шӑши хӳриллӗ слойка «Про Город» редакцине Шупашкарта пурӑнакан Анжелика Васильева шӑнкӑравланӑ. Хӗр пӗр лавккара юрӑхсӑр слойка туяннине каласа кӑтартнӑ. Анчах, шел, вӑл ҫав тутлӑ ҫимӗҫпе сӑйланайман. Ара ун ӑшӗнче парне выртнӑ! Слайкӑран шӑши хӳри тухнӑ. Хӗр ӑна пӗҫерекен заводпа тата лавккапа ҫак ыйтӑва уҫӑмлатман. Вӑл ҫав заводӑн ҫимӗҫне текех туянмӗ. Анжелика Васильева палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав завод кӑларнӑ ҫимӗҫсене кунашкал парнесене вӑл кӑна курман. «Про Город» корреспонденчӗсем ҫав завода шӑнкӑравланӑ. Унтисем сӑнӳкерчӗке тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫан парне шӑши хӳри мар, ҫӗтӗк пулнине пӗлернӗ. Вӗсем хӑйсен йӑнӑшне тӳрлетме хатӗр: пикене сиен кунӗшӗн укҫа-тенкӗпе сплаштарасшӑн. Ҫав слойкӑна пӗҫернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Энгельс урамӗнче чупнӑ тилӗ Авӑнӑн 2-мӗшӗнче «ПроГород» хаҫат редакцине Шупашкарта пурӑнакан Елена Грунчева шӑнкӑравланӑ. Вӑл хулари Энгельс урамӗнче кӑнтӑрла тилӗ чупса ҫӳренине асӑраханӑ иккен. Елена каланӑ тӑрӑх, 13 сехет те 50 минутра Энгельс урамӗнчи гипермаркет парковки патӗнче ҫӳренӗ. Хайхискер унран 1 метр аяккарах ҫеҫ чупса иртнӗ. Унтан ҫухалнӑ. Корреспондентсем Николаев паркӗнчи администраципе ҫыхӑннӑ. Тен, вӗсен тилӗ тарнӑ? Ҫук иккен. Вӗсем хӑйсен тилли вольертах пулнине пӗлтернӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, тискер тилӗ ҫыншӑн хӑрушӑ пулма пултарнине палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем чылай чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ. Сӑмах май тилӗсене тӗп хуламарта пӗрремӗш хут мар асӑрхаҫҫӗ. Унччен пӗр хут пӗрине туҫа ҫитереймен «Сувар» хӑна ҫуртӗнче курнӑччӗ. Сунарҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тискер чӗрчун йӑвисем кӳлмек ҫыранӗсенче пур имӗш. Энгельс урамне паянхи тилӗ те ҫырмапа хӑпарса ҫавӑнтанах лекнӗ пулинех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шӑв-шав ҫуратакан ҫак истори ӗнер пулса иртнӗ. Шупашкарти юханшыв порчӗ «Константин Котов» тата «Георгий Жуков» транзит теплохочӗсене йышӑнман. Кун пек хӑтланни республикӑн Транспорт министерствине те килӗшмен. Ҫак факт пирки асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов монополипе кӗрешекен республикӑри службӑна тата прокуратурӑна евитленине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекен служби ҫийӗнчех хушша-хуппа кӗнӗ: «Конкуренци ҫинчен» саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктне пӑсни сисӗнет тесе юханшыв портне кӑлтӑка пӗтермеллине, тепӗр майлӑ каласан, теплоходсене чарӑнма ирӗк памаллине, асӑрхаттарнӑ. Паян «Интерфакс-Туризм» портал тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ. Юханшыв порчӗ паян та теплоходсене чарӑнтарман иккен. Паян Самарти компанин «Герцен» тата Чулхулари компанин «Алдан» теплохочӗсене йышӑнман. Теплоходсене Шупашкарта чарма ирӗк паманнине кура республикӑн тӗп хулари «Экскурси тӗнчи» фирма круиз турисчӗсене йышӑнать. Унӑн ертӳҫи Людмила Пронюхина пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв порчӗн хӑтланкаларӑшне пула вӗсем те самай тӑкак курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Канаш хулин ӗҫлӗх центрне ҫав хулари предприятисенчен 2430, районти предприятисенчен 1219 ваканси пирки пӗлтерӳ килнӗ. Ҫурт тӑвӑмпа промышленноҫ предприятийӗсене ҫынсем уйрӑмах кирлӗ иккен. Вакансисем пирки пӗлтернисенчен малтанхисем 26 процент йышӑнаҫҫӗ, промышленноҫ организацийӗсем — 18,5 процент. Ӗҫ рынокӗнче рабочисем ытларах-мӗн: тиевҫӗсем, автомобиль водителӗсем, электрогазосварщиксем, поварсем, сутуҫӑсем. Служащисем те кирлӗ. Юлашкинчен асӑннисене илсен инженерсене, менеджерсене тата тӗрлӗ отрасльти специалистсене шыраҫҫӗ иккен. Вӑтам ӗҫ укҫине 11432 тенкӗ сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
А. Г. Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтес вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасем валли парне хатӗрленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл чӗрчунсен кӗтесне пырса курас шухӑшлӑ пӗрремӗш класс ачисене пурне те тӳлевсӗр кӗртет. Анчах аслисен кӗсьене кӗмех тивӗ. Вӗсене укҫалла кӗртеҫҫӗ. Билет хакӗ — 50 тенкӗ. Зоокӗтес ирхи 10 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсем унӑн — тунтикунпа ытларикун. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тунтикуна лексен те ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 3-мӗш тата 4-мӗш ача-пӑча пульницисене пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку вӑл республикӑн патшалӑх укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе ҫыхӑннӑ иккен. Республикӑн тӗп хулинчи 3-мӗш пульницӑна хальхи вӑхӑтри оборудованипе ытларах тивӗҫтернӗ иккен. Хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ ҫав ҫуртра ачасене стационарта сиплес тӗллевпе ытларах усӑ курасшӑн, 4-мӗш номерлинче вара, вӑл хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ, амбулаторипе поликлиника пулӑшӑвӗ кӳрессине анлӑлатасшӑн иккен. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви пӗлетрнӗ тӑрӑх, пациентсемшӗн ним те улшӑнмалла мар. Ылмашу, тӗпрен илсен, сиплев учрежденийӗсен ертӳҫисене пырса тивмелле имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Канашри ҫӗнӗ чарӑну «Канашри резецсен савучӗ» акционерсен уҫӑ обществи ыйтнипе Канашра ҫӗнӗ чарӑну уҫнӑ. Савут ертӳҫисем кун пек ыйтупа хула администрацине тухнӑ. Вӗсем 8-8Э маршрута «Резецсен савучӗ» чарӑну патне ҫитерме ӳкӗтленӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне хаклакан комисси чарӑну вырӑнне палӑртнӑ хыҫҫӑн унта павильон уҫма йышӑннӑ. Ку эрнере чарӑнӑва уҫнӑ. Унта ҫити автобуссем кунне икӗ хутчен хутлӗҫ. Кунсӑр пуҫне Коооператив урамӗнче автозаправка станцине хирӗҫ, Чернышевский урамра 8–8Э маршрут ҫаврӑнакан лаптӑка хирӗҫ татат Машина тӑвакансен урамӗнче («Автомир» тата «Стройсити» лавккасем тӗлӗнче) автобус павильонӗсем уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Атӑлта ишмелли тапхӑр вӗҫленнине кура ҫынсене шыв тӑрӑх «Шупашкар-пляж» маршрутпа турттарма пӑрахнӑ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫулпа кӑҫал 22 пине яхӑн ҫынна каҫарнӑ. Шыв ҫулне уҫнӑранпа трамвайсем «Куславкка – Волжск – Куславкка» маршрутпа ҫӳренӗ. Вӑл направленипе пассажирсене кунне виҫӗ хутчен: 7 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 17 сехет те 30 минутра — илсе ҫӳренӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне 12 пине яхӑн пассажир ку ҫула суйланӑ. Шупашкарти юханшыв портӗнчен уҫӑлса ҫӳремелли теплоходсем ҫӳретнӗ. Вӗсене кунне тӑватӑ хутчен ҫӳретнӗ. Теплоход пассажирсем 25 ҫынтан кая мар пуҫтарӑннӑ май ҫула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн комплексне тӑвасси малалла пырать. Хальхи вӑхӑтра хупӑ манежа, администраци корпусне, выльӑх апачӗ упрамалли иккӗмӗш ангара тӑвасси вӗҫленсе пырать тесе пӗлтерет республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви. Ӗҫе пурнӑҫлама пирӗн республикӑна Мускавран та укҫа килет. Иртнӗ вӑхӑта кӗскен таврӑнсан, 2011 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта хысна мар ҫӑлкуҫ шучӗпе икӗ лаша вити, лаша апачӗ хатӗрлемелли ангар, лашасене уҫӑлтарса ҫӳремелли виҫӗ вырӑн, конкурссем ирттермелли тата лашасене уҫӑлтармалли уйсем туса хатӗрленӗ. Лаша спорчӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне 10 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Строительство ӗҫӗсене ҫитес уйӑхра вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Летчик ӳкернӗ сӑн Ӗнер «Стрижи» авиаци ушкӑнӗ Шупашкартан хӑйсен авиабазине вӗҫсе кайнӑ. Летчиксем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене Шупашкар хули килӗшнӗ. Юлашкинчен авиаторсем тӗп хулана тепӗр хут тӗлӗнтерме шухӑшланӑ-мӗн. Шоу вӑхӑтӗнче МиГ самолетӑн пӗр летчикӗ ҫӳл тӳперен сӑн ӳкернӗ. Унта «Стрижи» ушкӑна сӑнакан 200 пин ҫын кӗнӗ. Сӑна 300 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкернӗ. «Хаклӑ шупашкарсем! Ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн тав тӑватпӑр. Пире сирӗншӗн вӗҫме, ҫӗр ҫинчи сирӗн хӑвата туйма питӗ хавас пулчӗ», — тенӗ 11 пилот тата 32 механик вӗҫсе каяс умӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |