Хулара
Канашри 3-мӗш шкулти автохула Канашри 3-мӗш шкулта автохула уҫӑлнӑ. Йӑлтах чӑнни пек — светофор, паллӑсем, ҫул-йӗр правилисем. Ачасем урокра мар чухне вӑйӑ евӗр йӗркелесе ҫул-йӗр правилисене, паллӑсене вӗренеҫҫӗ. Кашниех хӑйне ҫуран ҫӳрекен, водитель, инспектор пек туйма пултарать. Автохулана вырӑнтан вырӑна куҫарма пулать. Автохула ҫул ҫинчи чи хӑрушӑ вырӑна — ҫул хӗресленнӗ тӗле — сӑнлать. Кунашкал автохула чи малтан Шупашкарти пӗр ача пахчинче уҫӑлнӑ. Канашра вӑл — иккӗмӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт шӑпи нумайӑшне пӑшӑрхантарть. Ун тавра чылайӑшӗ калаҫать, тавлашать… Пурте ҫак ыйтӑва уҫӑмлатасса кӗтеҫҫӗ. Паян, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртри ҫынсемпе пуху ирттернӗ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ Петров 9-мӗш урамӗнчи ҫурт пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ-мӗн. Ҫавна май строительсем ҫитес вӑхӑтра ҫуртӑн пӗрремӗш подъездне аркатма тытӑнӗҫ. Кун хыҫҫӑн 2-мӗшпе 3-мӗш подъездсен шӑпине татса парӗҫ. Алексей Ладыков Чӑваш Ен авариллӗ ҫуртрисене сертификат партармашкӑн кирлӗ ҫӗре ыйтупа тухнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫурта тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑмланӗ-мӗн. Хальлӗхе ҫав ҫуртри ҫынсем Г.Лебедев ячӗллӗ лицейӗн авариллӗ ҫуртне куҫнине унччен пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Шупашкарти 28 парикмахерскинче ватӑ ҫынсем ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарма пултарӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче тата юпан 1-мӗшӗнче 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем парикмахерскинче ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарӗҫ. Ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарас тесен ҫумра паспорт пулмалла. Тӗплӗнрех пӗлес тесен хула администрацине 23-50-60 тата 23-50-61 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫалнӑ хыҫҫӑн унти ҫынсене вӑхӑтлӑх кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри уйӑрса панӑ пӳлӗмпе кӑмӑлсӑр-мӗн. Хула влӑҫӗ ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫынсене общежитири пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав ҫурта 2 ҫул каялла пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсен йышне кӗртнӗ. Сӑмах Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пирки. Общежитири пӳлӗмсенче маччаран шыв юхать-мӗн. Ҫӑвӑнасси — чӗр нуша. Ара, душ пӳлӗмӗ путвалта вырнаҫнӑ. Вӑл та — пӗртен пӗрре. Унта вара 100 ытла ҫемьен ҫӑвӑнмалла. Ку пӳлӗмсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ тӗк ҫынсем темех камамӗччӗҫ-тӗр. Анчах кварплата тӳлемелле-мӗн. Пӳлӗмсем тӑвӑр. Кунта хӑшӗ-пӗрин ҫемйипех пурӑнмалла. Чиновниксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку вӑхӑтлӑха кӑна. Эрне вӗҫнелле кунта йӑлтах йӗркеллӗ пуласса шантарнӑ вӗсем. Ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак пӳлӗмсенче хӑҫанччен пурӑнмалла вӗсен? Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлӗшпе йышӑну туман-ха. Ӑна аркатӗҫ-и? Е ҫӗнетӗҫ-и? Паллӑ мар. Анжелика Лапина каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене алӑ пустарса хула администрацине ыйту ҫырасшӑн. «Кун пек пӳлӗмсенче пурӑнма май ҫук. 187 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Нимӗн те тума пулмасть-шим? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хули 54-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Историпе культура центрӗ умӗнче пӑчкӑпа касакансен Пӗтӗм тӗнчери 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. «Химик» культура керменӗ умӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче ачасем асфальт ҫине пурӑпа ӳкерсе тупӑшнӑ. Уявра ал ӑстисен тата вырӑнти предприятисем кӑларакан ҫакӑр таврашӗсен ярмӑркки иртнӗ. Кӑнтарла иртни 3 сехетре «Рок-Актив» рок-фестиваль иртнӗ. Унта ҫамрӑк юрӑҫем хутшӑннӑ. Каҫхине А.Г.Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта «Мистер Твистер» ушкӑн юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта туй кӗрлеттерекенсем «Ҫӗнтерӳ» парка кайса сӑн ӳкерӗнесси, шампань эрехӗ ӗҫесси йӑлана кӗнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах малашне парка мӑшӑрланакансене тата вӗсен хӑнисене кӗртме пӑрахӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кирлӗ паллӑсене вырнаҫтарма йышӑннӑ. Парк ҫывӑхӗнче пурӑнакансене туй машинисем пиклеттерни йӑлӑхтарнӑ. Ҫынсем хыҫҫӑн паркра ҫӳп-ҫап нумай юлать-мӗн. Туй хӑнисем тӑтӑшах ҫапӑҫса та илеҫҫӗ-мӗн. Ку вара ҫывӑхри ҫуртри ҫынсен лӑпкӑ кун кунлама май памасть. Леонид Черкесов ҫынсем янӑ ыйтӑва уҫӑмлатма шантарса парка кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарма йышӑннӑ. Канмалли кунсенче паркра йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр инспекцийӗн ҫурчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Пуҫлӑх пуканне Эдурад Львов полиции капитанне шанса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗнче Львов 10 ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Ҫӗнӗ хуҫапа ҫул-йӗр инспекцийӗн спутник-хулари ӗҫченӗсене паллаштарнӑ ӗнтӗ. Ведомствӑна унччен ертсе пынӑ Дмитрий Лимонов полиции капитанӗ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чукун ҫул патӗнчи тротуар Шупашкарта чи вӑрӑм «зебра» Чукун ҫул вокзалне хирӗҫ вырнаҫнӑччӗ. Халӗ вӑл ҫук. Ун вырӑнне тротуар. Унчченхи «зебра» 90 метр таранччӗ. Ҫавна май ҫынсен парковкӑран тухакан урапасем хушшипе асӑрханса утмаллачӗ. Халӗ лару-тӑру лайӑх енне улшӑннӑ. Пӗр эрне хушшинче ҫуран ҫӳрекенсем валли асфальт ҫултан кӑшт ҫӳллӗрех тротуар тунӑ. Автомобилистсем валли вара парковка валли ятарлӑ йӗрсем ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Текстильщиксен урамӗнчи 13-мӗш «а» ҫурта ӑшӑтнӑшӑн тӳлеве 2013 ҫулшӑн ҫӗнӗрен шутланӑ. Ҫавна май хисеп икӗ хут ӳснӗ. Ҫынсем «Про город» (чӑв. «Хула ҫинчен») редакцине шӑнкӑравланӑ. Фаина Гарагуля пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлеве, пенси укҫинчен те пысӑкрахскере, вӗсем татаймаҫҫӗ. Ун патне 8 пинлӗх квитанци килнӗ. Вӑл вара 9 пин тенкӗ пенси илет. Унӑн кӳрши вара хисепе курсан васкавлӑ медулӑшу чӗннӗ. Унччен ҫак ҫуртра пурӑнакансем ӑшӑшӑн 3 пин тенкӗрен ытла тӳлемен. Управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна ҫӗнӗ постановлени вӑя кӗнӗрен тунӑ. Хисеп пысӑк тухнӑ, анчах ӑна тӳрех тӳлемесен те-мӗн. Ӑна 3 уйӑхра татма пулать. Ҫапла майпа ҫурла уйӑхӗшӗн вӗсем пачах тӳлемӗҫ. Апла пулсан та ҫынсем ӑшӑшӑн ҫакӑн чухлӗ тӳлесшӗн мар. Вӗсем прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра граната тупнӑ. Анчах ку информацие МИХсене 5 кунран ҫеҫ пӗлтернӗ. Гранатӑна 78 ҫулти арҫын хваттерӗнче тупнӑ. Граната унта мӗнле майпа лекнӗ? Халӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Гранатӑна шыраса тупнӑ хыҫҫӑн подъездри ҫынсене урама кӑларнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнле пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн оперативникӗсем вырӑна ҫитнӗ, пысӑк укҫа епле ҫухалнине тӗпченӗ. Арҫын оперативниксене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Гагрӑра каннӑ чухне унти ҫынран граната туяннине пӗлтернӗ. Взровотехник эксперчӗсем граната вӗренмелли пулнине палӑртнӑ. Ун ӑшӗнче хӑйӑр пулнӑ-мӗн. Гранатӑна СССРта 20-мӗш ӗмӗр варринче кӑларнӑ иккен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |