Хулара
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленет. Урамсем каҫсерен йӑлтӑртатаҫҫӗ, чӑрӑшсем ҫуталаҫҫӗ. Ҫитес ҫул — качака ҫулӗ. Кӑҫал Ленин проспектӗнче качакана, флисран тунӑскере, пӑрлӑ трон ҫине лартӗҫ. Кун пирки Шупашкарти Ленин район администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул паллине Александр Жигарев ӑста хатӗрлӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна туса пӗтересси каллех иккӗленӳллӗ-мӗн. Ӑна, тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ та. Анчах ӗҫе раштав уйӑхне куҫарнӑ. Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Ӗҫ халӗ те ниепле вӗҫленеймест. Ӗҫе вӗҫлемелли срока куҫарчӗҫ, ҫав вырӑнта инкек те пулчӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗр йӑтӑннипе унта арҫын вилнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ объекта раштавӑн 24-мӗшӗнче вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӳк пуҫламӑшӗнчен унта бригадӑсем виҫӗ сменӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлес тесен подряд организацийӗсем валли укҫа-тенкӗ тупмалла. Администраци ку ыйтӑва эрне вӗҫӗччен татса памалла. Подряд организацийӗсем укҫа илсен, 20 миллион тенкӗ, стройматериалсем вӑхӑтра ҫитӗҫ, ҫавна май ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн та вӑхӑтра хута каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти 32-мӗш ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗ кивӗ теттесене юсаса ҫӗнетнӗ. Унти пуканесем 30 ҫул каялла туяннисемех-мӗн. Пӗр уйӑх каялла ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче кивӗ пуканесене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелеме, унтан курав йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫакна аслисем хаваспах ырланӑ. «Пукане» ушкӑнри воспитатель Наталия Богданова каланӑ тӑрӑх, ку мероприятие Аннесен кунне халалланӑ. Курава вара «Иккӗмӗш пурнӑҫ» ят панӑ. Кашни ашшӗ-амӑшӗ пӗрер пуканене ҫӗнетнӗ. Вӗсене килте юмахри сӑнарпа килӗшӳллӗн хитрелетнӗ. Акӑ Татьяна Трофимова пуканене чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ. Ӑна теттесене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелес шухӑш килӗшнӗ. Вӑл пуканене Илемпи ят панӑ. Хӗрӗпе иккӗшӗ тухья ӑсталанӑ. Виҫӗ кун ӗҫленӗ вӗсем. Трофимовсен ача пахчинчи мероприятисене хастар хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗ юлашки уйӑхри пӗтӗмлетӗве тунӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 арҫын ачапа 80 хӗрачана регистрациленӗ. 14-шне качча тухман хӗрарӑмсем ҫуратнӑ. Акӑ мӗн интереслӗ: чӳк уйӑхӗнче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӑсӑльмансен ячӗсене панӑ. Вӗсем — Якубхан, Тагир, Эмиль, Самир. Хӗрачасене вара Сияна Николь, Злата, Таисия, Амелия, Илона, Акулина, Элиф ятсем хунӑ. 23 ача тӗлӗшпе ашшӗн прависене йышӑннӑ. Ачасене мӑсӑльмансен ячӗсене хурасси Аслӑ Британире анлӑ сарӑлнӑ. Европӑри ҫав ҫӗршывра ку ҫулталӑкра аслисем пепкене ытларах Мухаммед ят панӑ. Социологсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унччен ку ҫӗршывра экзотика ятсем патне туртӑнман. Ҫавӑн пекех унта Омар, Али, Ибрагим ятсене килӗштернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫул-йӗр юхӑмӗн управленине хӑй майпа йӗркелсе пымалли тытӑма лартассипе аукцион иртмелле. Контракта ҫӗнӗ ҫула кӗриччен пурнӑҫламалла. Автоматизациленӗ тытӑм светофорсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарӗ. Ҫапла туни Чапаев скверӗнчен тытӑнса Мускав проспекчӗ Кривов урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑн таран «симӗс юхӑм» йӗркелеме май парӗ. «Симӗс юхӑма» 18 светофор лекмелле. Тытӑм ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑрӑва йӗркелесе пыракан, информаци пухса ӑна упракан тата видеона йӗркелекен центрсенчен тӑрӗ. Ҫак ӗҫ валли хула администрацийӗ 9,976 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Шупашкар вӑл тупрана хулан транспорт тытӑмне кӑҫал аталантарасси ҫинчен йышӑннӑ программӑпа пӑхса хӑварнӑ. Ҫӗнӗ тытӑма автоматла меслетпе те, ҫын та пӑхса йӗркелесе тӑма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Надежда Мерченко ӳтернӗ гранат Лавккари улма-ҫырла ытларах чухне — ют ҫӗршывран кӳрсе килни. Вӗсене епле ӳстернӗ, мӗнле пӑхнӑ, вӑл организма сиен кӳмӗ-и — никам та пӗлмест. Шел те, пирӗн патра чылайӑшӗ ӳсмест. Тӗрӗсрех каласан, ҫынсем ӑна ӳстересшӗн мар. Тӑрӑшсан темӗн те пулать иккен. Ав, Шупашкарта пурӑнакан Надежда Мерченко хӑйӗн килӗнче, пӳлӗмре, гранат ӳстернӗ. Нумаях пулмасть вӑл ҫимӗҫ панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗмме вӗсем пӗлтӗр Норильскран илсе килнӗ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл чечек ҫурнӑ, тепӗр пӗр уйӑхран ҫимӗҫ тӗвӗленме тытӑнна, унтан — тепри, унтан виҫҫӗмӗшӗ. Килте ӳснӗ гранатӑн диаметрӗ 5 сантиметртан ытла мар-мӗн. Специалистсем палӑртна тӑрӑх, гранат — экзотика ҫимӗҫӗ, ҫавӑнпа ӑна килте ӳстерме йывӑр. Александр Дмитриев ку тӗлӗмелле пулӑм пулнине палӑртать. Ытларах чухне гранат пӳлӗмре ӳсме пултараймасть. Надежда Мерченкӑн вара килӗнче гранат кӑна мар, авокадо тата импӗр ӳсет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт Росгосстрахӑн Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынна страховка тӳленӗ. Унӑн хваттерӗ авариллисен йышне кӗнӗ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ инкекре ҫав ҫыннӑн хваттерӗ пулнӑ. Чи малтан 1-мӗш подъезда авриллӗ лару-тӑрура пулнине палӑртсан ӑна ишсе антарнӑ. Ҫапла майпа унта унӑн хваттерӗ те лекнӗ. Ҫав ҫын хӑйӗн пурлӑхне ҫак компанире икӗ ҫул страхланӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, компани яваплӑхӗн сумми 567 пин тенкӗпе танлашать. Росгосстрах пурлӑх хуҫине ҫавӑн чухлӗ тӳленӗ те. Кунсӑр пуҫне 9-мӗш ҫуртри тепӗр икӗ подъездра страхланӑ 5 хваттер пур. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн страховка тӳлес ыйтӑва татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӳп-ҫап турттаракан «Мерседес» Шупашкарта ҫӳп-ҫапа «Мерседессем» турттараҫҫӗ. «Zoeller» маркӑллӑ машина «Мерседес Бенц Атего» шассийӗ ҫинче никӗсленнӗ иккен. Ӑна «Спецавтохозяйство» муниципалитет предприятийӗ туяннӑ. Вӑл машина ҫӳп-ҫап турттаракан хальхи вӑхӑтри машина шутланать. Пысӑк мар машина хӗсӗк урама та ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухаять иккен. Кузовне ҫӳп-ҫап нумай вырнаҫнине пула вара ӑна каллӗ-маллӗ тем чухлӗ чуптарса тӑкакланма кирлӗ мар имӗш. Ҫӳп-ҫап турттаракан машина 11 кубла метр таран йӑлари хытӑ каяша тиейрет, анчах ӑна вӑл вырӑнтах лапчӑтнине кура 65 кубла метр таран тултараять. 2013 ҫулта ҫав чухлӗ ҫӳп-ҫапа турттарма 32 машина кӑларма тивнӗ, кӑҫал 15 машинӑпах ҫырлахаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян, Аннесен кунӗ умӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ. ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем Шупашкарта акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ, ҫемҫе теттесем парнеленӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсем ҫамрӑк амӑшӗсене пульницӑран киле кӑларнӑ чухне ҫемҫе тетте тата тӗттӗмре ҫутатакан япала тыттарнӑ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑмсене ачасене транспортра илсе ҫӳремелли правилӑсемпе паллаштарнӑ, ятарлӑ ларкӑчсемпе усӑ курмаллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн шӑпи пирки тӳре-шара нумай вӑхӑт шухӑшларӗ. Мӗн тумалла: пӗр подъезда кӑна ишӗлтермелле-и е пӗтӗм ҫурта йӑтса антармалла та ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартмалла? Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулнӑ та ыйтӑва татса панине пӗлтернӗ. Ҫуртри иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ лару-тӑрура-мӗн. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Ҫавна май ҫурта йӑлтах ишсе антарма йышӑннӑ. Унччен тӳре-шара ҫуртӑн пӗр подъездне ҫеҫ ҫӗмӗресси пирки каланӑччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ май урӑх ыйту тухса тӑнӑ. Ҫынсене пурӑнмалли вырӑн тупса памалла-ҫке-ха. Халӗ кашни ушкӑн валли уйрӑм сӗнӳ хатӗрлеҫҫӗ: муниципалитет хваттерте пурӑннисем, ҫак ҫуртра пӗртен-пӗр хваттер пулнисем, пӳлӗме тара паракансем валли. Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку енӗпе халӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитес эрнере мэри каллех ҫынсемпе тӗлпулӗ те сӗнӳсемпе паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |