Хулара
Ыранпа тепӗр кун Шупашкарта «Ӳсӗр водитель» профилактика мероприятийӗ иртмелле. Ӳсӗрле руль умне ларакансене ытти чухне те пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, анчах ыранпа тепӗр кун вӗсене пушшех вӑйлӑ «сыхлӗҫ». Эрех ӗҫнӗ е наркотикпе айкашнӑ хыҫҫӑн руль умне ларни вара хакла ларать. Уншӑн 30 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне 1,5 ҫултан пуҫласа 2 ҫул таран правасӑр хӑвараҫҫӗ. Хӗрӗнкӗ ҫынна машина рульне шанса паракансене те явап тыттараҫҫӗ. Пӗрреллӗхе ҫаклансан 30 пин тенкӗ штрафласа 1,5–2 ҫул таран правана туртса илӗҫ. Иккӗмӗш хут лексен штраф виҫи 50 пин тенкӗпе танлашать, правине те кун пек чух саккун 3 ҫуллӑх туртса илме ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Николай Смирнов урамӗ ҫакӑнта пулӗ Шупашкарта Смирнов урамӗсем иккӗ пулассине Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас ӗҫ управленийӗнче пӗлтернӗ. Юрий Смирнов урамӗ республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсен секторӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн ятне 1956-мӗш ҫултах панӑ иккен. Ун чухне «Хӗрлӗ флот» колхоз территорийӗ те пулнӑ иккен-ха. «Юрий Смирнов мӗнпе чапа тухнине калама йывӑртарах», — тесе ҫырнӑ сайтсенчен пӗринче. Вӑл ҫын Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗ, 77-мӗш стрелок полкӗн 1-мӗш стрелок ротин стрелокӗ, Чулхулара ҫуралнӑ Юрий Смирнов кӗҫӗн сержант пуль теҫҫӗ. Николай Смирнов урамӗ Благовещенски урамӗнче пулӗ. Унта ҫӗкленекен 26-мӗш позици нумай пулмасть Смирнов урамӗнчи 6-мӗш номерлӗ ҫурт пулса тӑнӑ. Николай Смирнов — Раҫҫей Паттӑрӗ. Унӑн ятне пама Афганистан ветеранӗсен союзӗн республикӑри организацийӗ сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ ача-пӑча 2-мӗш шкулӗнче сӗрме купӑс класӗнче вӗренекен Полина Макаровӑпа Таня Киселева питӗ ҫамрӑк пулсан та ҫын нушинчен пӑрӑнманнине кӑтартнӑ. Вӗсем йывӑрлӑхрисене пулӑшма хатӗр. Шкул ачисем ыркӑмӑллӑх флэш-мобне хутшӑннӑ. Ӑна «Анастасия» волонтерсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Хӗрачасем темиҫе кун Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче сӗрме купӑс каланӑ, чирлӗ ачасем валли укҫа пухма пулӑшнӑ. Ҫамрӑк сӗрме купӑсҫӑсем хӑйсен ӑсталӑхне май килнӗ таран кӑтартнӑ. Хӗрачасен пултарулӑхӗ чирлӗ ачасем валли сахал мар укҫа пухма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тӳнтернӗ кӗлепесем Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче йывӑҫ кӗлепесене пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне тӳнтерни пирки ҫырнӑччӗ-ха. Ун чухне вӗсене вандалсем тӳнтернине ҫирӗплетсе калама ҫукчӗ. Ара, ҫил вӑйлӑччӗ те. Хальхинче «Про Город» редакцине Наталья Смирнова ҫитнӗ. Вӑл ращари кӳлепесене каллех вандалсем тӳнтерни пирки каласа кӑтартнӑ. Экоаллейӑри скульптурӑсене виҫҫӗмӗш хут тӳнтереҫҫӗ-мӗн. РусГидро лартнӑ видеокамерӑсем тӗттӗме пула ӗҫлемеҫҫӗ-мӗн. Ӑна пӑрлӑ ҫумӑр сиенлетнӗ. Вандалсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ. Хальхинче вандалсем 10 кӗлепене тӳнтернӗ, ҫӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ метала кӑкланӑ. Тӗкӗрҫ ращин директорӗ Флавьян Воронов ЧР ШӖМне тата прокуратурине ыйту ҫырнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Ширшов та питӗ кӑмӑлсӑр. РФ ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев сӑтӑр тӑвакансене тупма шантарнӑ. Халӗ ращана талӑкӗпех сыхлаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кукӑль карттинчи сӑн «Намӑс хӑми» сайтра тем ҫинчен те пӗлме пулать иккен… Кама мӗн килӗшмест — унта ҫыраҫҫӗ. Пӗрине ав Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Кроха» лавккари сутуҫӑн шӑрши килӗшмест-мӗн. «Ҫӑхав» ҫыраканни пӗлтернӗ тӑрӑх, «шӑршлӑ» ҫав сутуҫӑ ытларах ача кӳмисем сутнӑ ҫӗрте ӗҫлет. «Унран тар шӑрши вӑйлӑ кӗрет!» — ҫырнӑ ҫавскер. Сутуҫӑ лавккана пынӑ ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑн калаҫмасть-мӗн. Нумаях пулмасть «ҫӑхав» ҫыраканни упӑшкипе унта кайнӑ, ачи валли ҫунашка туянма шухӑшланӑ. «Ҫунашкана илсе кӑтартма ыйтрӑмӑр. Вӑл аллине ҫӗклерӗ те… эпир ураран чутах ӳкмерӗмӗр. Каярахпа килессине пӗлтерсе тухса шӑвӑнтӑмӑр», — ҫырнӑ хӗрарӑм. Ҫулла ҫав сутуҫӑран уйрӑмах вӑйлӑ шӑршӑ кӗрет-мӗн. Алӑкранах… Хӗрарӑм «Кроха» лавкка ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе мӗн те пулин тума ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫуртсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫине куҫараҫҫӗ. Анчах ӑна пула хулара пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫӗрпӳсем халӗ те, урамра 10 градус сивӗ чухне, ӑшӑсӑр лараҫҫӗ. Хваттерсене чӑтма ҫук сивӗ. Хваттерсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗр ҫине куҫарма ака уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Администраци ҫынсене ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ӑшӑнма сӗннӗ. Тӳре-шара ҫак хатӗрсене хӑй те туянса пама сӗннӗ, анчах хӑш-пӗр ҫын килӗшмен. Чылайӑшӗ халӗ ӑшӑтмалли хатӗрсем илсе лартнӑ. Ҫавна май хулара электричество та япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Ҫӗрпӳре ватӑ ҫынсем те, ачасем те, амӑшӗсем те сивӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртать. Хваттерсенче сивӗ пулнӑран ҫынсене 1-мӗш интернат шкулта, хӑна ҫуртӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех «Асамат» спорт комплексӗнче мунча, душ тӳлевсӗр кӗме пулать-мӗн. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(83545)21-5-15, 8-919-653-69-16. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӗр подъездне сӳтнӗ ҫурт Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн пӗр подъездне сӳтсе пӗтернӗ. Халӗ экспертсем иккӗмӗш подъездӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслеҫҫӗ. Унтан ҫуртӑн малашнехи шӑпине палӑртӗҫ. Аса илтерер: ҫурт ҫурӑлма тытӑнсан ҫынсене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Экспертсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унта пурӑнма хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май пӗр подъездне, 5 хута, аркатма йышӑннӑ. Хула администрацийӗ йӑтӑнма тытӑннӑ подъезда йӑлтах сӳтсе пӗтернӗ. Нумаях пулмасть ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тӑкнӑ. Халӗ юлнӑ пайне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Специалистсен ку тӗлӗшпе чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӳ тумалла. Хальлӗхе икӗ варианта пӑхса тухаҫҫӗ. Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов каланӑ тӑрӑх, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ, ҫавӑнпа, тен, ҫурта йӑлтах аркатмалла. Иккӗмӗш вариантпа килӗшӳллӗн, юлнӑ икӗ подъезда ҫӗнетмелле, пӗрремӗшне ҫӗнӗрен хӑпартмалла. Иккӗмӗш варианта суйласан ҫӗнӗ подъезда ҫавӑнтах ҫав калӑпӑшпах хӑпартӗҫ. Кун пек майпа ҫынсем унта ҫитес ҫулхи ҫулла пурӑнма куҫма пултарӗҫ. Хӑш варианта суйласси юридици саманчӗсенчен, унта пурӑннӑ ҫынсенчен, хыснари укҫаран та нумай килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар администрацийӗ андроидлӑ смартфонсем валли меллӗ сервис шухӑшласа кӑларни пирки хыпарлать. Вӑл — «Ӑслӑ транспорт» приложени. Вӑл пулӑшнипе Шупашкарта транспорт чарӑнӑва хӑҫан килесси пирки пӗлме пулать. Транспорт хӑш вӑхӑтра килнине «Шупашкар-Телеком» панӑ информаци пулӑшнипе пӗлме май пур. Пӗр-пӗр маршрут списокра ҫук тӑк ӑна ГЛОНАСС терминалпа тивӗҫтермен е вӑл ҫавӑн чухне ӗҫлемест. Серверти вӑхӑт кашни 20–40 ҫеккунтра ҫӗнелет. Унта «пӑкӑсене» те шута илеҫҫӗ. Чарӑнӑва ҫав сӑмаха ҫырса тупма пулать. Кирлӗ чарӑнусен списокне те хатӗрлеме пулать. Приложенипе андроидлӑ смартфонсемпе е планшет компьютерсемпе усӑ курма пулать. Ӑна PlayMarket урлӑ е www.buscheb.ru сайтран илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти студентсем малашне кашни уйӑхра транспортра ҫӳремелли билета саккас памӗҫ. Тепӗр икӗ эрнерен хут билетсем вырӑнне электронлипе усӑ курма тытӑнӗҫ. Ку юлашки вӑхӑтра суя хутлисене тума пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнӗ карттӑсене студентсене пама тытӑннӑ ӗнтӗ. Троллейбусра ҫӳремелли карттӑ шурӑ тӗслӗ, автобуспа каймалли — симӗс. Ҫапла майпа студентсен уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен ятарлӑ терминал урлӑ 650 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. 390 тенкине кайран вӗсене банк картти ҫине тавӑрса парӗҫ. Электронлӑ карттӑна ятарлӑ хатӗр патне тытса билет туянмалла. Пӗрисемшӗн ку меллӗ, теприсемшӗн — япӑх. Ара, хутлине юлташа та вӑрттӑн тыттарма пулать-ҫке-ха. Ҫитменнине, чексем кӗсьере те, сумкӑра та йӑванма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Халӑх такӑрлатнӑ сукмак / Н. Плотников тунӑ сӑн Пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни ҫитменччӗ, ӗнер Шупашкар ҫине тепӗр ҫутҫанталӑк пӑтӑрмахӗ пырса ҫапнӑ — юр ҫуса тултарнӑ. Паянхи ир тӗлне вара юр хулӑмӑшӗ 10–15 см таран ҫитнӗ. Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта урапасем ҫӳрекен ҫулсене чиперех тасатса ҫитернӗ теме пулать, пӗр-пӗр ялсене кӑна техника ҫитеймен. Хулари тротуарсене илес пулсан тӗп урамсенче кӑна юртан тасатма ӗлкӗрнӗ — пӗлтерӗшлех мар вырӑнсенче халӑх юр ашса ҫӳретччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен комуналлӑ хуҫалӑхсем хӑйсене япӑх кӑтартнӑ теме ҫук. Gismeteo портала ӗненес пулсан сивӗ ҫанталӑк пирӗн тӑрӑхра нумайлӑха пырӗ, ҫитес кану кунӗсенче вара палӑртмаллах сивӗтӗ — сывлӑш температури -10 – -14 градус таран анма пултарӗ. Юр мӗн вырсарникунчченех ҫумалла. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |