Хулара
Ҫӗмӗрлере чиновниксем тӳрех икӗ мулкача хӑваласа тытнӑ. Котельнӑй валли вырӑн пушатнӑ. Унта вара 100 ҫулти чӑрӑш ӳснӗ. Ӑна касса тӗп лапама кайса лартнӑ та илемлетнӗ — Ҫӗнӗ ҫул валли хатӗр! 100 ытла ҫулти чӑрӑш Карл Маркс урамӗнче ӳснӗ. Анчах ҫав вырӑнта тӳре-шара котельнӑй тума шухӑшланӑ. Документаци хатӗрленӗ те ӗмӗр ӳсекен йывӑҫа касма хушнӑ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн строительствӑпа архитектура пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӑрӑш ӳснӗ территори ҫурт ҫывӑхне кӗмен. Чӑрӑша ҫав-ҫавах касмалла пулнӑ-мӗн. Ку вырӑнта модульлӗ котельнӑй тума палӑртнӑ-ҫке-ха. Анчах хула ҫыннисем документаци тӗрӗс марри пирки иккӗленнӗ те вырӑнти МИХсен редакцисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул умӗн халӑха савӑнтарма туна ӗҫе пурте ырласа йышӑнман. Хӑшӗ-пӗри уяв каҫхине чӑрӑш тавра савӑннӑ вӑхӑтра теприсем ун ҫине пӑхса ассӑн сывлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ. «Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш. Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре куҫ япӑх куракан шӑпӑрлансем валли пӗр ача пахчи ҫеҫ ӗҫлет. Кӗҫех кунашкал ачасем валли 137-мӗш садикре ҫӗнӗ ушкӑн уҫмалла. Унта 129 шӑпӑрлан ҫӳрет. Ҫакна йӑлтах «Шкул умӗнчченхи вӗренӗве ҫӗнетни» программа пулӑшнипе пурнӑҫлама май пур. Ҫӗнӗ ушкӑна тумашкӑн тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермешкӗн 1,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство тата юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Сӗтел-пакан лартмалли ҫеҫ юлнӑ. Кун хыҫҫӑн ушкӑн ачасене йышӑнма хатӗр пулӗ. 137-мӗш ача пахчин заведующийӗ Людмила Ростовцева шӑпӑрлансен куҫ ҫивӗчлӗхне лайӑхлатассишӗн хӑйсенчен мӗн килние тӑвасса пӗлтернӗ. Юлашки 3 ҫулта вӗсен алли витӗр 102 ача тухнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ пачах е япӑх куракансен шкулне ҫӳремеллисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта «Тӗлӗнтермӗш хули» ача пахчи алӑкне уҫнӑ. Строительсем ӑна ыттисенчен расна ят панине, урӑх кунашкалли хулара ҫуккине палӑртаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев кӑҫал хулара пиллӗкмӗш ача пахчи уҫӑлнине палӑртнӑ. Республикӑри районсемпе хуласенче раштав вӗҫлениччен тепӗр 10 ача пахчи ӗҫлеме пуҫламалла-мӗн. Ача пахчи уҫӑлни ашшӗ-амӑшӗшӗн, ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта 3 ҫултан аслӑрах 300 ытла ача ҫеҫ черетре юлнӑ-мӗн. «Тӗлӗнтермӗш хулинче» коридорсем хӑтлӑ, вӑйӑ пӳлӗмӗсем пур. Ку кӑна мар — унта сенсор пӳлӗм, физиотерапевт пӳлӗмӗ, тӑвар шахти, бассей та пур. Ашшӗ-амӑшӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, паха ача пахчине пепкисене вырнаҫтарма нимӗнле йывӑрлӑх та пулман. Михаил Игнатьев ача пахчине пӑхса ҫаврӑннӑ май воспитательсемпе те, шӑпӑрлансемпе те калаҫнӑ. Вӑл ҫитменлӗхсене палӑртнӑ. Вӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗтермелле. Ав бассейнра мачча тӳрӗ мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштавӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗччен Шупашкарта «Кайӑк апатланмӑшӗ» конкурс иртет. Ӑна «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ тата Шупашкар хулин экологи управленийӗ ирттерет. Конкурса Шупашкарти 1–4-мӗш классенче вӗренекен ачасем, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ центрӗсен, пултарулӑх ҫурчӗсен воспитанникӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен кайӑксем валли сырӑш хатӗрлемелле, хулари парк-скверсенчи йывӑҫсем ҫине ҫакмалла. Кун хыҫҫӑн, пушӑн 10-мӗшӗччен, alekseev-fedor@mail.ru электронлӑ почтӑна заявка ямалла. Ҫаван пекех Powerpoint 2003–2010 программӑпа хӑтлав хатӗрлемелле. Унта ҫак информаци пулмалла: миҫе сырӑш хатӗрленӗ, вӗсене ӑҫта вырнаҫтарнӑ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем, сӑнавсен пӗтӗмлетӗвӗсем, кайӑксен хӗлле тӑрантарнин ӗҫӗ-хӗлӗ. Хӑтлава та электронлӑ почтӑна ямалла. Финал пушӑн 20-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта Республика тӳремӗнче пирвайхи юмах «ҫурчӗсем» курӑнма пуҫланӑ. Вӗсенче кӗҫех вырӑнти алӗҫ ӑстисен сувенирӗсем сутӑнма пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раштав ярмӑркки» хӗллехи каникулта та — кӑрлачӑн 1–10-мӗшӗсенче — ӗҫлӗ. Ку проект Шупашкарти Республика тӳремӗнче пӗрремӗш хут иртӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Унтах — наци стилӗпе килӗшӳллӗн тунӑ юмах «ҫурчӗсем». Ярмӑрккӑра пӗтӗмпе 20 ҫурт пулӗ. Хула администрацийӗ вырӑнти тавар кӑларакансенчен, алӗҫ ӑстисенчен, Чӑвашри усламҫӑсенчен заявкӑсем йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштавӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти 10-мӗш шкулта Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе пуху иртнӗ. Унта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Ҫак ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси унчченех паллӑччӗ. Ун чухне ҫынсен шӑпине татса паманччӗ-ха. Хальхинче халӑха епле вырнаҫтарас ыйтӑва татса панӑ. Алексей Ладыков пухура икӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ — ҫынсене кашни тӑваткал метршӑн 40-45 пин тенкӗ компенсаци тӳлесси. Иккӗмӗшӗ — халӑх тата муниципалитет вӑйӗпе ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси. Кун хыҫҫӑн ҫынсене ҫӗнӗ ҫуртра пӳлӗмсене тӳлевсӗр парӗҫ. Хушма тӑваткал метрсемшӗн вара тӳлеме тивӗ, анчах йӳнӗрех хакпа — 30 пине яхӑн тенкӗ 1 тӑваткал метршӑн. Иккӗмӗш варинта ҫынсем ытларах кӑмӑлланӑ. Ара, халӗ компенсаци тӳленӗ укҫапа пӳлӗм туянма йывӑртарах. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫма вара питӗ кӑмӑллӑ. Пухура Лебедев ячӗллӗ лицее вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ ҫынсем валли пур услови те туса пани пирки пӗлтернӗ: юсав ӗҫӗсем тунӑ, электросетьсене ҫӗнетнӗ. Унта ҫынсем вӑхӑтлӑха регистрациленме те пултараҫҫӗ-мӗн. Пухӑва пухӑннисем кӑсӑклантаракан ыйтусен хуравне пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Хусанкай урамӗ Шупашкар хулинче урамри хунарсем валли кӑҫал 2 миллион тенкӗ таран уйӑрма хатӗр. «Кӗмӗле» тӗп хулари 26 пине яхӑн ҫутӑ объекчӗ валли ямалла. Ҫак ӗҫе кам пурнӑҫласси ятарлӑ аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Конкурса ырана, раштавӑн 8-мӗшне, палӑртнӑ. Аукционта ҫӗнтернӗ подряд организацийӗн хунарсене тӗрӗслеме, тасатма, юпасене юсама, кирлӗ тӗк ҫӗнетме тивӗ. Мӗнпур ӗҫе ҫӗнтерӳҫӗн раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Шупашкарта пурӑнакансем хула урамӗсене ҫутатассипе ыйту ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем хунарсене 23 сехетре сӳнтернишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ялти пирки вара каламӑпӑр та... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Дария. «Про Город» сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан, 15 ҫулти Дария Перевезенева лотерейӑра 857 пин тенкӗ выляса илнӗ. Вӗсем ҫак билета ҫемйипе пӗрле туяннӑ. Лотерея выляттарнӑ кун ҫемье пуҫӗ телевизор умӗнче ларнӑ, тухнӑ хисепсене чӗрсе пынӑ. Ыттисем хӑйсен ӗҫӗсемпе кайнӑ. Ҫемье пуҫӗн мӑшӑрӗ чи малтанах ӗненмен. Тӗнче тетелне кӗрсе хисепсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗненме тивнӗ. Унччен ҫемье 50-200 тенкӗ ҫеҫ выляса илме пултарнӑ. Дария киле таврӑнсан ашшӗпе амӑшӗ хӗрне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ара, билета вӑл туяннӑ та. Укҫана ашшӗпе амӑшӗ Мускава кайса илнӗ. Перевезенцевсем выляса илнӗ тупӑшпа хваттере лайӑхлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Сутнӑ ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарта унчченхи ача пахчине аукционра сутса янӑ. Унӑн лаптӑкӗ — 1800 тӑваткал метр. Александр Филиппов вара унта ачасенех ҫӳреттересшӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, политика партисенчен пӗри хӑй вӑхӑтӗнче ку ҫурта хӳтӗленӗ. Анчах ӑна юсаттарма май пулман, сутни тупӑшлӑрах-мӗн. Александр ҫав сутнӑ садик вырӑнне ҫӗннине хута яртарасшӑн. Ара, 3 ача пахчине сутнӑ, анчах вӗсем вырӑнне пӗрре ҫеҫ ҫӗннине хута янӑ. Сутнӑ ҫуртра мӗн пулӗ-ши? Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аукционра ҫӗнтернӗ организаци садик вырӑнне пурӑнмалли, нумай хваттерлӗ ҫурт тӑвасшӑн. Пулас ҫурт проекчӗпе хальлӗхе паллаштарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |