Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ
Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та унта самаййӑн хутшӑннӑ. Акцие хутшӑнакансем вӑрҫӑра пулнӑ тӑванӗн портретне йӑтса утнӑ.

Мероприятие геройсем тепӗр хутчен стройра утса курччӑр тесе ирттереҫҫӗ. Колонна Республика тӳремӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем таран утнӑ.

Тӗнче тетелӗнче акцин сайчӗ пур. Унта фронтовиксене ҫырма, вӗсен историйӗ пирки каласа кӑтартма пулать. Хальлӗхе унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 48000 ҫар ҫынни пирки информаци упранать. Вӗсенчен 300 ытла ятне шупашкарсем ҫырнӑ.

«Вилӗмсӗр полкӑн» Шупашкарти координаторӗ Оксана Ачкасова каланӑ тӑрӑх, Томск хулинче 15 пин ят ҫырнӑ. Оксана архивсене тишкерме, хамӑрӑн полка йӗркелеме чӗнсе калать. Пурне те астумалла, астӑвӑм юлтӑр. Ку мӑнуксене, ачасене куҫӗ.

Сӑмах май, кунашкал полксене Раҫҫейри вун-вун хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫаван пекех Беларуҫра, Казахстанра, Кӑркӑстанра тата Израильте те йӗркелеҫҫӗ.

Сӑнсем (69)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77272
 

Хулара

Шупашкарта Анне палӑкӗ умӗнче ҫак кунсенче экологи шӑматкунлӑхне ирттернӗ. Анчах йӗркелӳҫӗсем унти ӳкерчӗкпе питӗ кӑмӑлсӑр пулнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухмашкӑн килӗшӳ тунӑ организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламасть-мӗн.

Кун пирки «Про Город» хаҫата Нина Якимова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Герцен урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пурӑнакансем Анне палӑкӗ ҫывӑхӗнче шӑматкунлӑх ирттернӗ.

Нина Якимова каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап миххисене «Спецавтохуҫалӑх» организацин илсе тухмалла, анчах вӗсем ку ӗҫе тума хирӗҫленӗ. «Палӑк ҫывӑхне контейнер та пулин лартасчӗ», — тет Нина Якимова.

Шупашкар хула администрацийӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухассине ЖКХ пайӗ йӗркелет. «Спецавтохуҫалӑх» хула администрацийӗнчен ҫыру илнине ҫирӗплетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1133
 

Хулара

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексне шкула ҫӳремен ачасем самаййӑн пухӑннӑ. Ачасен парачӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта 700 яхӑн ача хутшӑннӑ.

Шӑпӑрлансене курма ашшӗ-амӑшӗсем, воспитательсем, ветерансем пынӑ. Пӗчӗкскерсем йывӑр пулсан та маршпа тӳрӗ утма тӑрӑшнӑ.

Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев уҫнӑ. Вӑл ветерансене саламланӑ май парада старт панӑ.

Стройпа хулари 34 ача пахчинчи шӑпӑрлансем утнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫар, кадет, моряксен, десантниксен, ҫӑлавҫӑсен тумӗсене тӑхӑннӑ. Кашни тума саккаспа ҫӗлеттернӗ.

Парад ирех пуҫланнӑ. Куракан самаях пулман пулин те мероприяти хаваслӑ иртнӗ. Ара, вӑхӑта ачасемшӗн меллӗ пулма суйланӑ. Вӗсем кӑнтӑрла ҫывӑрма выртаҫҫӗ-ҫке.

Унтан парада вӗсенчен кӑшт аслӑраххисем тӑснӑ. Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсем тӗрлӗ форма тӑхӑнса парк аллейинче утнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ачасен парадне йӗркелесси йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ.

 

Хулара

Раҫҫейри япӑх ҫул тӗп пӑтӑрмахсенчен пӗри пулни пирки ҫӗршыв тулашӗнче те калаҫаҫҫӗ те… Шупашкар влаҫӗсем ҫул юсакан подрядчиксен тӗлӗшпе ҫирӗпрех пулма тытӑнасшӑн.

Ҫавӑнпа ҫул пахалӑхне тӗрӗслемешкӗн ют хулари лабараторисене явӑҫтарасшӑн-мӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков подряд организацийӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.

Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем те, хула хӑнисем те чи малтанах ҫул пахалӑхне хаклаҫҫӗ. Кӑҫал ҫула юсакансенчен ҫирӗпрех ыйтма тытӑнассине пӗлтернӗ вӑл. Ара, кашни ҫулах пӗр вырӑнах саплани сахал пулать-им?

Алексей Ладыков ҫул сийӗн пахалӑхне тӗрӗслеттермешкӗн ют хула лабараторийӗсене илсе килессине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа подрядчиксене ӗҫе тӗплӗнрех тума ыйтнӑ.

Канашлура тепӗр ҫивӗч ыйтӑва та ҫӗкленӗ. Ӗҫе тумалли графикран юлса пыни тӑтӑшах пулать-мӗн. Подрядчиксен чылай ӗҫе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлемелле те-мӗн. Организаци элчисене юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн ҫулсене пӳлмессине асӑрхаттарнӑ. Ӗҫе каҫхине тата ҫӗрле тума тивӗ-мӗн.

 

Хулара

Паян Шупашкарта Ҫуркуннепе ӗҫлев уявне паллӑ тунӑ. Ленин проспектӗнче иртнӗ демонстрацие Чӑваш Енри тӗрлӗ политика вӑйӗсем хутшӑннӑ. Паллах, марша «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ытларах колоннӑсем илсе тухнӑ. Шестви хыҫҫӑн иртнӗ митингра партин элчисем тухса калаҫнӑ. Ҫав шутра — Михаил Игнатьев та.

Михаил Васильевич Иван Яковлевӑн цитатисене илсе кӑтартнӑ, демонстрантсене чӗнсе каланӑ.

Демонстрацире ҫавӑн пекех КПРФ, ЛДПР, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей», «Родина», Андрей Кулагин депутатӑн ҫыннисем тухса калаҫнӑ. Шествире демократи вӑйӗсен колоннине йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i2002.html
 

Хулара

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн сайчӗ Чӑваш Енре тупнӑ тӗлӗнмелле япала пирки пӗлтерет. Республикӑра мамонт шӑммине тупнӑ. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи тесе палӑртаҫҫӗ.

Мамонт шӑммине археологсем мар, Шупашкарти строительство фирмисенчен пӗрин ӗҫченӗсем тупнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ӑна фирма ӗҫченӗ Андреф Михайлов тупнӑ.

Вӑл мамонт шӑммине юханшыв хӑйӑрне уйӑрнӑ чухне асӑрханӑ. Шӑмӑ тухсан тимлӗрех пӑхнӑ — вӑл ахальли пек туйӑнман.

Унтан ӗҫченсем ҫакна тӗплӗнрех пӗлекен ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем авалхи «пурлӑха» тупнине пӗлсен ӑна музее парнеленӗ.

Чӑваш наци музейӗнче авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков ку мамонтӑн пӗҫӗ патӗнчи шӑмми пулнине, вӑл 10 пин ҫул каяллахи пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kp.ru/online/news/2044257/
 

Хулара

Юлашки вӑхӑтра Крыма канма каякансем нумайланни сисӗнет. Чӑннипе, унта ҫитсе килесси халӗ йывӑрах мар. Унччен ҫынсем Крыма Мускав урлӑ ҫитнӗ. Халӗ вара ҫурмаутрава ҫитме тата ҫӑмӑлрах пулӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти аэропортран Симферополе вӗҫме май килӗ. Ку ӗҫе «Ямал» авиакомпани хӑйӗн ҫине илӗ. Симферополе тунтикунсерен тата шӑматкунсерен СRJ-200 самолетпа вӗҫме май пулӗ.

2 сехет ҫурӑ вӗҫмелле унта. Самолет сывлӑша 19 сехет ҫурӑра хӑпарӗ. Шупашкара каялла 18 сехет те 40 минутра ҫитӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 12 пин те 200 тенкӗ кирлӗ. Авиарейссем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗҫ.

 

Хулара

Паянтан Шупашкарта ӑшӑ пама пӑрахнӑ. Кун пирки тивӗҫлӗ хушӑва республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑшт маларах кӑларнӑ. Унта 2014–2015 ҫулсенчи ӑшӑтмалли тапхӑра акан 29-мӗшӗнчен вӗҫлесси пирки каланӑ.

Хушу пур пулин те хула администрацийӗ управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсен ертӳҫисемпе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ӑшӑ чарма сӗннӗ-мӗн.

Хваттерсене ӑшӑ пама пӑрахсан та ӑшӑ шыва сӳнтермӗҫ, апла тӑк ку ырлӑхсӑр тӑрса юлмӗҫ-ха хула ҫыннисем.

Шупашкара ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем талӑкри сывлӑш температури 8 градусран 5 кун хушши ӑшӑрах тӑрсан ӑшша чарса лартассине пӗлтереҫҫӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтсан хулара кӑна мар, районсенче те ӑшӑ пама пӑрахаҫҫӗ.

 

Хулара

Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май ветерансене тӗрлӗ пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул ҫинче тӳлевсӗр илсе ҫӳреҫҫӗ кӑна мар-мӗн. Канаш хулинчи парикмахерскисем вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫӳҫ те тӳлевсӗр касаҫҫӗ иккен. Е хака вӗсемшӗн 30-50 процент чакараҫҫӗ вӗсем.

Ку акцие Канашри 40 ытла парикмахерски хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне пушмак юсакан темиҫе мастерской ветерансене, тыл ӗҫченӗсене тӳлевсӗр йышӑнать-мӗн.

Ҫӳҫе хими тума е сӑрлама ҫур хакпа пулать. Кастармашкӑн — тӳлевсӗр. Пушмака юсаттармашкӑн хака 30-50 процент чакараҫҫӗ. Акци ҫу уйахӗн 1-10-мӗшӗсенче кӑна пулӗ.

Ҫавӑн пекех Канашри 2-мӗш мунчара ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене ҫур хакпа ҫӑвӑнтараҫҫӗ.

 

Хулара

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.

Ятарлӑ йӗркепе шупашкарсем ҫитес уйӑхӗн ҫурричченех пурӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йӗрке вӑйра тӑнӑ чух хулан район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен пушарпа кӗрешмелли хушма вӑй тата хатӗр тупса хумалла.

Пушара хирӗҫле вӑхӑт пынӑ тапхӑрта ку енӗпе лару-тӑру епле иккенне кунсерен тӗрӗслесси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Йӗркешӗн яваплисем уйрӑм ҫынсен кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнӗҫ, вӑрман-парксене ҫитӗҫ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен типӗ курӑка чӗртсе юрамасть. Хуҫасӑр вырӑнсене те тӑтӑшах тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Каланине итлемесен административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/incidents/1495942
 

Страницӑсем: 1 ... 266, 267, 268, 269, 270, 271, 272, 273, 274, 275, [276], 277, 278, 279, 280, 281, 282, 283, 284, 285, 286, ...309
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 29

1895
129
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын