Республикӑра
![]() prisursky.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 9 гектар вӑрман ҫуннӑ. Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ. Ҫапах хальлӗхе пушарнӑйсем унтах ӗҫлеҫҫӗ. Унта 63 ҫын, 17 техника хутшӑнать. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухнӑ 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 20,56 гектар ҫуннӑ. Вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче 9 тӗслӗх пулнӑ, 11,47 гектар ҫинче ҫуннӑ. 6 тӗслӗхре пушар ҫулӑмпа асӑрханмасар усӑ курнӑран тухнӑ, виҫҫӗшӗнче – аҫа ҫапнине пула. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Хурашаш ялӗнче пушӑ ларакан ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Кӳршӗре пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ пушара сӳнтерес тесе хӑй шар курнӑ: унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫапах ҫуртӑн шалти отделки, тӑрри сиенленме ӗлкӗрнӗ. Ҫав кунах Куславккара тата Йӗпреҫ районӗнче пушарсем пулнӑ. Куславккара харпӑр предприятин усӑ курман ҫурчӗ ҫуннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара пурӑнмалли ҫуртра пушар тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Беларуҫра хӑвӑрт утас енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Виктор Семенов тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ. Виктор Семенов – ШӖМ ветеранӗ, вӑл 72 ҫулта. Отставкӑри милици полковникӗ ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗнче 5 пин километра чупса тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ. Финиша 26 минут та 27,96 ҫеккунтра ҫитнӗ. Вӑл 70-74 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Виктор Семеновӑн медальсемпе кубоксем нумай. Вӑл 1976 ҫулта Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, пӗлтӗр Мускавра ветерансен хушшинче иртнӗ чемпионатра тӗп триумфатор пулса тӑнӑ, 3 пин ҫухрӑмлӑ дистанцире рекорд лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юлашки вӑхӑтра ҫынсем паллӑ мар ҫынсене укҫа куҫарса пани пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Тимлӗ пулмалли пирки йӗрке хуралҫисем киле пырсах асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ патне (тӗрӗсрех, пирӗн ҫурта), сӑмахран, икӗ хутчен те килсе кайрӗҫ. Шел те, улталанакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. «Банкра ман укҫа ҫук-ха, улталанмӑп», — темелле мар. Счет ҫинче пӗчӗк сумма пуррисемех кредит илсе укҫа куҫарса параҫҫӗ. Ара, вӗсене: «Сирӗн ятпа такам кредит илет, ултавҫӑсен ҫулне часрах пӳлсе хумалла», — йышши шӑнкӑравсемпе аптӑратса яраҫҫӗ те... Ҫӗмӗрле хулинче вӑтам ҫулсенчи пӗр хӗрарӑм банкоматра Мускав номерӗсем ҫине 10 пин тата 15 пин тенкӗшер куҫарнӑ. Ҫавна асӑрахакан тупӑннӑ. Хӗрарӑма асӑрхаттарасан лешӗ тарӑхсах кайнӑ. Апла пулин те тимлӗ ҫын хӗрарӑма пӑрахса утман, йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Лешӗсене те хӗрарӑма айван утӑмран тытса чарма ҫӑмӑл пулман. Кайран та вӑл шанмасӑртарах тӑнӑ, иккӗленнӗ. Нумай сумма куҫарса ӗлкӗреймен те, анчах «кӗмӗлӗн» пӗр пайне ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, «Открой красивую Чувашию» (чӑв. Хитре Чӑваш Енпе паллаш) билбордсене курма пулать. «Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ МИХ Мускав хулин туризм енӗпе ӗҫлекен комитечӗпе ҫыхӑннӑ. Унтисем хыпарланӑ тӑрӑх, видеоэкранлӑ реклама щичӗсене виҫӗ теҫетке штук вырнаҫтарнӑ. Билборд виҫи — 3×6 м. Мускав урамӗсенче вӗсем ҫу вӗҫлениччен пулӗҫ. Реклама щичӗ ҫинчи хӗр Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Анна Данилова иккен. Хӗр ҫинчи тум Григорий Хирбюн «Нарспи» оперинчен. Аннӑна ҫав тумпа пӗррехинче Хула кунӗнче пӗр фотограф ӳкерсе илнӗ. Кайран ҫав ӳкерчӗксене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Кайран ҫав тумлӑ сӑнӳкерчӗксене Аннӑран Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен регионти агентствӑран ыйтса илнӗ. Хӗр мӗн пуррине ярса панӑ. Мускаври билбордра хӑйӗн сӑнне вырнаҫтарнине пӗлсен Анна савӑннӑ. «Чӑваш Ене юрататӑп, Шупашкара юрататӑп! Тӑван республикӑна кӑтартма питех те кӑмӑллӑ!» — пӗлтернӗ вӑл хаҫатҫӑсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ тӗлӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Турра шӗкӗр, пассажирсем те, водительсем те кипкере ҫуралнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем вилмен, суранланнӑ ҫеҫ. Пурӗ 7 ҫын аманнӑ, ҫав шутра икӗ ача пулнӑ. Инкек 21 сехет тӗлӗнче А-151 ҫул автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Унта «Лада-Приора», «Тойота-Рав4» тата «Лада-Гранта» автомобильсем ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Приора» водителӗ «Тойотa» ҫине пырса кӗнӗ, унтан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада-Гранта» автомобильпе ҫапӑннӑ. Инкекре суранланнисене тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ставрополь тӑрӑхӗнчи арҫын Чӑваш Енри следстви изоляторӗсенчен пӗринче «паттӑрланнӑ». Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пулса иртнӗ. Унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ (ҫав шутра ҫынна вӗлернӗрен те тӗрмере ларнӑ) арҫын юсанмалли учрежденире кутӑнлашма тытӑнса кайнӑ. Урайӗнчи йывӑҫ плинтуса сӳтсе илнӗ, видеосӑнав камерине хутпа хупласа хунӑ. Изоляторта ӗҫлекен ҫын асӑрхаттарсан вӑл тарӑхса кайнӑ, усал сӑмахпа перкелешнӗ, плинтуспа йӗрке хуралҫи ҫине пенӗ, унтан ӑна ҫапнӑ. Суд арҫынна виҫӗ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара Ставрополь тӑрӑхӗнчи арҫыннӑн айӑплав вӑхӑчӗ пӗтӗмӗшле 12 ҫулпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() braslet-amulet.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тусу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр тенӗ ваттисем. Те тус пулнӑ ӗнтӗ вӑл, те пӗлӗш ҫеҫ — калаймӑпӑр. Анчах пӗлӗшне вӑл хур тунӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркасси ялӗнчи пӗр килте 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӳсӗр ҫын унтан пушӑ алӑпа тухса кайман. Вӑл ылтӑн-кӗмӗл ҫаклатса тухнӑ. Пурӗ 28 пин те 323 тенкӗлӗх. Халӗ ҫав арҫын тӗлӗшпе прокуратура айӑплав ҫирӗплетнӗ. 38 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе айӑплаҫҫӗ. Вӑл статьяпа ҫынна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Пуҫиле ӗҫе Шупашкар район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Дмитрий Пулатов Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: хулан унчченхи сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Сити-менеджер пуканне йышӑнас кӑмӑллисенчен конкурса 2 кандидата хутшӑнма ирӗк панӑ. Вӗсем — Николай Ершов тата Дмитрий Пулатов. Кандидатсем хула аталанӑвӗн программине хатӗрленӗ, унпа конкурс комиссине паллаштарнӑ. Комиссие республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ертсе пынӑ. Кайран Депутатсен пухӑвӗнче сасӑлав ирттернӗ. «Халӑх тарҫисем» пӗр шухӑшлӑн пулса Дмитрий Пулатовшӑн сасӑланӑ. Пухӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() TASS/Imago/Xinhua/Hu Chao Китайӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Юньнань провинцийӗн влаҫӗсем кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа миграцине тухнӑ тискер слон кӗтӗвне пула ҫак тӑрӑхра пурӑнакан 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ. Кун ҫинчен «Xinhuanet» агентство пӗлтерет. Унӑн информацийӗ тӑрӑх, ази слонӗсем ҫулҫӳреве кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тухнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрчунсем 1,3 пин ытла ҫухрӑм утнӑ, вӗсем ҫывхарнине курсан вырӑнти ҫынсене вӑхӑтлӑха куҫарнӑ. Пысӑк кӳлепеллӗ чӗрчунсене ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе те сӑнанӑ. Кӗтӳ куҫнӑ май слонсем валли апат хӑварса пынӑ. Агентство палӑртнӑ тӑрӑх, слонсем пӗтӗмӗшле 110 кун хушшинчи ҫулҫӳревре вӗсене валли хатӗрленӗ 180 тонна апата ҫисе янӑ. Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, слонсен ҫакнашкал ҫулҫӳревӗ кӳнӗ сиен тӑкакӗ миллионшар долларпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, вӗсене Китай патшалӑхӗнче ҫӳллӗ шайра сыхланине пула, слонсене ни вӗлерме, ни транспорт ҫине тиесе куҫарма, унсӑр пуҫне алӑпа тӗкӗнме те юраман пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |