Пӑтӑрмахсем
![]() fg24.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан ҫын ӗне туянас тенӗ те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна улталанӑ ҫынсене тупнӑ. Вӗсем – Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан икӗ арҫын. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ҫын тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳре ӗне сутнине курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ ӗнене машинӑпа тиесе янине ӗнентернӗ. Ку вара ӑна ӗненсе 40 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫав ҫынсене тупнӑ. 23-ри тата 33 ҫулти арҫынсем ҫавнашкал ытти преступление те тунине палӑртнӑ. Чӑваш Ен полицейскийӗсем ӗҫлӗ командировкӑна кайса вӗсене тытса килнӗ. Арҫынсем Патӑрьел арҫыннин тӑкакне саплаштарнӑ. Ултавҫӑсене судпа айӑпланӑ. Пӗрне ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Теприне тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Виҫӗмкун Чӑваш Енре ҫуллахи чи шӑрах кун пулнӑ. Сывлӑш температури 35,2 градуса ҫитнӗ. Унашкалли 2010 ҫултанпа пулман. Ҫав кунах шӑрӑха пула тачка пӗлӗтсем капланнӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Паян вара питӗ лайӑх ҫанталӑк: уҫӑ ҫил пур, 20-25 градус ӑшӑ. Ҫӗрле вара 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Эрнекун каҫхине тата ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх ҫитӗ: сулхӑнра та 28-33 градус пулӗ. Ытларикун каллех ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн эрне тӑршшӗпех 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ахӑртнех, ку ҫуллахи юлашки шӑрӑх пулӗ. Ҫурлан иккӗмӗш ҫурри ҫумӑрлӑ тата сивӗрех килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rsc21.rchuv.ru тата rsc21.cap.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж «Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗ коррупци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗнер пӗлтернӗ. Филиал ертӳҫи хӑйӗн тӑванне (надзор органӗн вырӑсла хыпарӗнче «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ — ӑна пӗлместпӗр) лешӗ пульницӑра сипленнӗ вӑхӑтра та ӗҫ укҫи тата преми тӳленӗ. Ҫапла вара саккуна пӑсса 90 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. «Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗнче йӗркене пӑснине прокуратура тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Прокуратура директор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Филиал ертӳҫи халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, унпа ӗҫ килӗшӗвне енсем калаҫса татӑлнипе пӑрахӑҫланӑ. Следстви органӗсем вара пӑтӑрмах тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пяан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Художество музейӗ ҫумӗнчи Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрӗнче «САВНӐ ШУПАШКАР» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш Енри Художниксен союзӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене тата Шупашкар хулин кунне асӑнса уҫма палӑртнӑ. Экспозицие Чӑваш халӑх художникӗсен Праски Виттипе Николай Енилинӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсен Георгий Алексеевпа Петр Пупин ӗҫӗсем уҫӗҫ. Театрпа декораци искусствине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Валентин Федоровӑн тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Владимир Шведовӑн ӗҫӗсем тӑрӑх хаклама май килӗ. Курав ытти нумай художникпа скульптор пултарулӑхӗпе те паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службин темле лару-тӑрӑва лекнисене те пулӑшма тивет. Пӗрисем пӳрнери ҫӗрре хываймаҫҫӗ, теприсем хваттер алӑкне уҫса кӗреймеҫҫӗ... Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӑлавҫӑсен юханшыври кимӗсене ҫыран хӗрне кӑларма пулӑшма тивнӗ. Ӗнер 19 сехет те 6 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав станцийӗн ӗҫченӗсене Атӑлта пӗр кимӗ сӳнсе ларнине пӗлтерекенсем тупӑннӑ. «Неман» катер ҫине ларса специалистсем пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Ишев хатӗрӗ ҫинче пулнӑ арҫын ҫӑлавҫӑсене хытах тав тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче полици нарячӗ Куславккари ҫӑлав станцине Атӑл тӑрӑх ҫынсӑр-мӗнсӗр кимӗ юхса пынине пӗлтернӗ. Кимӗ патне пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем унта арҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Лешӗ, хӗрӗнкӗскер, хуп турттарнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хуласенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрремӗш хутра пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен балконӗ айне нӳхреп чавма кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пуҫӑниччен ятарлӑ службӑсенчен ирӗк илмелле. Ахальлӗн нӳхрепе сӳтме тивӗ. Шупашкарта икӗ ҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Хулари Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан хваттер хуҫисем хӑйсем тӗллӗн нӳхреп чавнӑ. Унта вӗсем хӑйсен балконӗнчен кӗмелле тунӑ. Никамран ирӗк илмесӗр нӳхреп тунине «Жилищный стандарт» управляющи компани асӑрханӑ. Суд икӗ хваттер тӗлӗшпе пулнӑ. Вӗсен хуҫисен нӳхрепе сӳтмелле, стена унччен епле пулнӑ, ҫавӑн пек йӗркене кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Юрий Пащенко тунӑ сӑн Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ (выр. богомол) ӗрчеме пуҫланӑ. Кун пирки NN.ru портал пӗлтерет. Асхат Каюмов эколог пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫанталӑк ӑшӑнса пынипе ҫыхӑннӑ. Пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем Раҫҫейре унччен кӑнтӑр тӑрӑхсенче ҫеҫ тӗл пулнӑ. Асхат Каюмов каласа панӑ тӑрӑх пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсене Чулхула облаҫӗнче вунӑ ҫул каялла асӑрхама пуҫланӑ. Малтанах ку тӗлӗнмелле пулнӑ, халь вара вӗсене ҫак тӑрӑхра та тӗл пулнине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Ку кӑпшанкӑ ҫынсемшӗн сиенлӗ мар, чир-чӗр таврашне сармасть. Кӳршӗ тӑрӑхри халӑх кӑпшанка ӳкерсе ыттисене кӑтартать. Вӗсене Чулхулари Сурӑмпа Щербинка микрорайонсенче, Ленин районӗнче асӑрханӑ. Ҫавӑн пекех кӑпшанка Дзержинскра, Городецра, Борта тата Чулхула облаҫӗн Вознесенски районӗнче курнӑ. Чулхулари экзотариумра каласа панӑ тӑрӑх ку тӑрӑхри ҫанталӑк вӗсемшӗн ҫавах сивӗрех, ҫавна май хӗлле вӗсем ҫуртсен путвалне пытанаҫҫӗ, унта ҫӑмарта хураҫҫӗ. Вӑрмансенче вӗсем ҫук имӗш. Сӑмах май, пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ ҫӑткӑннисен йышне кӗрет, вӑл ытти кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() masteravsetut.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӑтӑрмаха таҫта та ҫакланма пулать ҫав. Шупашкарти ҫулланнӑ хӗрарӑм, ав, дачӑна кайсан аманнӑ. Вӑл карта хӳминчен тухса тӑракан пысӑк тимӗр пӑта ҫине пуҫӗпе тӑрӑннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма икӗ службӑн пулӑшма тивнӗ. Малтан — Чӑваш Респуликин шыравпа ҫӑлав службин, кайран — тухтӑрсен. Инкек утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнчи «Юбилейное» сад юлташлӑхӗнче пулса иртнӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем гидроинструментпа пысӑк тимӗр пӑтана касса илсе ватӑ хӗрарӑма карта ҫумӗнчен хӑтарнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кузбасӑн тӗп хулине паян вӑйлӑ ҫумӑр хупӑрласа илнӗ. Кемӗр мэрийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх сехет хушшинче хулара ҫумӑрӑн уйӑхри норми ҫуса кайнӑ, ҫавна май ҫумӑр шывӗ юхмалли пӑрӑхсене йывӑр тивнӗ, пысӑк калӑпӑша пула вӗсем юхтарса кӑларайми ӗҫленӗ. Вырӑнти влаҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, вуншар нумай хваттерлӗ ҫурт, ҫавӑн пекех ҫӗралла яхӑн харпӑр ҫуртлӑ урам ҫутӑсӑр юлнӑ. Халӗ вырӑнта хулан электросечӗн бригадисем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк алхасӑвне пула трамвай ҫулӗсене шыв юхӑмӗсем юхтарса кайнӑран электротранспорт ӗҫлеме чарӑннӑ. «Кемдор» МБУ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулсем ҫинчи шыв шайӗ ҫывӑх вӑхӑтра чакмалла. Вӗсен ӗҫченӗсем ҫумӑр шывне ӗмекен шӑтӑксенче юхӑмпа илсе килнӗ ҫулҫӑсемпе вак-тӗвек ҫӳп-ҫапа тасатаҫҫӗ. Хулара вырӑнӗ-вырӑнӗпе электричество панӑ ӗнтӗ, 1,5 пине яхӑн объекта тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ: унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫав пӳртре ватӑ мӑшӑр пурӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехетре ялти пӗр ҫуртра ҫулӑм ялкӑшма тытӑннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пӳрт йӑлтах хыпса иличчен хӑш-пӗр япалана урама илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, хайсем те чӗрӗ-сывах. Пушарнӑйсем ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ. Шел те, ҫуртран нимӗн те тӑрса юлман. Юнашарти хуралтӑ таврашӗсем те ҫулӑмпа сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |