Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк
novokuznetsk.su сайтри сӑн
novokuznetsk.su сайтри сӑн

Ака уйӑхӗннче ӑшӑ е сивӗ пулӗ? Синоптиксем вӑтам температура 5 градус ӑшӑпа танлашассине пӗлтереҫҫӗ.

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗрремӗш декадӑра ҫумӑр нумай ҫӑвассине калаҫҫӗ. Анчах ӑшӑ кунсем те часах килӗҫ. Акан пӗрремӗш декади вӗҫлениччен сывлӑш 15-17 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫавна май юр хӑвӑрт ирӗлӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне юр пӗтӗ.

Анчах уйӑх варринче каллех сивӗтӗ, юр ҫума пултарӗ. Ҫавӑнпа водительсене кустӑрма шинине унччен улӑштарма сӗнмеҫҫӗ.

Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫав кунсенче вӑтам температура 8 градуспа танлашӗ, ҫавна май хутса ӑшӑтмалли сезона вӗҫлеме пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70821
 

Сывлӑх

Кӑҫал санавиаци вӗҫменччӗ. Паян вара республикӑра пациента пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ.

Канашран пациента санитари вертолечӗпе 35 минутра илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланнӑ. Анчах япӑх ҫанталӑка пула вертолета пульница территорийӗнче мар, аэропортра антарса лартма тивнӗ. Унтан пациента васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Палӑртмалла: санавиаци вертолечӗ Чӑваш Енре раштав вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 100 ытла хутчен вӗҫеве тухма планланӑ. Пӗр сехечӗ 190 пин тенке ларӗ. Килӗшӗве 46 миллион тенкӗлӗх алӑ пуснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70822
 

Культура

Чӑваш ташшин ӑсталӑхне алла илнисен ҫавна ҫавна ҫирӗплетсе паракан видеосене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене ятарлӑ хештегсемпе вырнаҫтарма май пур.

Ҫак кунсенче «Контактра», «Инстаграм», «Фейсбук», «Пӗр класрисем» социаллӑ сетьсенче чӑваш ташшин пӗрремӗш урокне вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш ташшине профессилле ӑста хӑнӑхтарать. Ролика пӗр-ик сехетрех темиҫе пин ҫын пӑхнӑ.

Ҫӗнӗ видеона кашни эрнесерен вырнаҫтарӗҫ. Ӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗччен (ун чухне Пӗтӗм тӗнчери ташӑ кунӗ шутланать) лартса пырӗҫ.

Ташлама вӗреннисене видео ӳкерсе илсе #республиканаволге и #танцы21 хештегсемпе лартма сӗнеҫҫӗ.

 

Культура
Сергей Павлов
Сергей Павлов

Пӗлекенни пӗлет-тӗр, пӗлменнисене хыпарлар. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене суйланӑ. Асӑннӑ тивӗҫе маларах Чӑваш халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев пурнӑҫлатчӗ. Ҫак тилхепене чылай ҫул тытса пычӗ вӑл.

Нумаях пулмасть иртнӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче артистсем ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Тивӗҫе пурнӑҫлама Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тепӗр артистне — Сергей Павлова — шаннӑ.

Сергей Павлов 1987 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ҫуралнӑ, Пучинкере ӳснӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухсан К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене социаллӑ тӳлев илме май паракан свидетельство тыттарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн куҫарнӑ укҫапа ҫемьесем пурӑнмалли кӗтес туянма е хӑйсем ҫурт лартма пултараҫҫӗ.

Халӗ свидетельствӑна тивӗҫнисен ятарлӑ банк счечӗ уҫмалла, унта кайран социаллӑ тӳлев укҫи куҫӗ. Анчах кил-ҫурт туяннине ӗнентерекен документа банка тӑратсан ҫеҫ ҫемье унпа усӑ курма пултарать.

Свидетельствӑпа 7 уйӑх иртиччен усӑ курмалла. Ку тапхӑрта мӑшӑрӑн хваттер тупма, суту-илӳ килӗшӗвне тума, хваттере куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче регистрацилеме ӗлкӗрмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70780
 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

Шел те, ыран ҫанталӑк пӑсӑлать. Юлашки кунсенче питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ ҫав. Ыран вара ҫумӑр, юр ҫӑвать, ҫил вӑйланать. Вӑл ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫилӗ халӗ самай вӑланнӑ ӗнтӗ. Вӑл ыран ҫӗрле те чарӑнмӗ.

Ҫапах термометр сивӗ кӑтартмӗ – 0-7 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах синоптиксем каланӑ тӑрӑх, туйӑнакан температура самай пысӑк пулӗ. Ҫавна май ӑшӑрах тумланма сӗнеҫҫӗ.

Ыран ҫӗрле 4 градус таран сивӗтӗ. Каҫсерен асӑрханӑр: ҫулсем вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлак пулӗҫ. Кӗҫнерникун юр мар, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, вӑл эрне вӗҫӗчченех пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70797
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сывлӑх сыхлавӗнче кадрсем ҫитменни – халӗ те ҫивӗч ыйту-ха. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерствин коллеги ларӑвӗнче калаҫнӑ. Вӑл иртнӗ эрнере пулнӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев сывлӑх сыхлавӗнче кадр ыйтӑвне ҫине тӑрсах татса памаллине палӑртнӑ. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалла, ҫӗнӗ поликлиникӑсемпе ФАПсем хута ямалла. Вӗсенче кадрсем ҫитмесен ҫак ӗҫсене тунин усси сахал пулӗ. Ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Владимир Степанов министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра ытларах педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсем, анестезиологсем, хирургсем ҫитмеҫҫӗ. Тӳре-шара медӗҫченсене, уйрӑмах – ялтисене, пулӑшмалли мерӑсене аталантарма палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
tass.ru сайтри сӑн
tass.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнче арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл 53 ҫулта пулнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тару министерстви пӗлтерет.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушар пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хирпуҫ ялӗнче пулнӑ.

Шел те, инкекре кил хуҫин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» складра пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чукун ҫул ҫинче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл наркотик сарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 39 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.

Арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ухтарнӑ вӑхӑтра полицейскисем ун ҫумӗнче пӗчӗк хутаҫ тупнӑ, ун ӑшӗнче – кӑвак тӗслӗ япала. Нуски ӑшӗнче тепӗр 9 тӗрке тупнӑ, ун ӑшӗнче порошок евӗр япала пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче пӗтӗмпе 4 грама яхӑн наркотик тупнӑ.

Вӑл пурӑнакан вырӑнта та наркотик тупнӑ – 0,83 грамм. Ҫакӑ паллӑ: арҫын наркотике телефонри сарӑм урлӑ туяннӑ. Ӑна тытса чарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем сывлӑш таса марри, хлор шӑрши кӗни пирки пӗр вӑхӑтра вӗҫӗмех хыпарларӗҫ. Ку ыйтупа республика Элтеперӗ Олег Николаев та кӑсӑкланнӑччӗ.

Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин Чӑваш Ен наци телекуравӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн сӑлтавӗ темиҫе пулма пултарать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Химпром» предприятирен хлор шӑрши сарӑлма пултарнӑ. Унти 70-мӗш цеха шанмаҫҫӗ. Ҫавӑнта технологи процесӗсене пӑснине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ цехри производствӑна уйрӑмах хӑрушӑ объектсен реестрне кӗртменрен Ростехнадзор ӑна тӗрӗслемен. Халӗ реестрта шута илнӗ.

Тӗпчевҫӗсем кӗпе-йӗп ҫӑвакан предприятие, сӑрӑ туса кӑларакан производствӑна тата ытти ҫавӑн пек хӑш-пӗр организацие шанманран тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1053, 1054, 1055, 1056, 1057, 1058, 1059, 1060, 1061, 1062, [1063], 1064, 1065, 1066, 1067, 1068, 1069, 1070, 1071, 1072, 1073, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 14

1933
91
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
53
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...