Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем ҫурла уйӑхӗн варринчен ҫанталӑк кашт сивӗтессине пӗлтернӗччӗ. Анчах сивӗ васкамасть, вӑл пирӗн пата ҫурлан 24-мӗшӗнче ҫеҫ ҫитӗ. Кӗҫӗр ҫумӑр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн – вӑйлах, аслати авӑтма, ҫил вӑйланма пултарӗ. Шӑматкун кӑнтӑрлаччен ҫамӑр ҫӑвӗ. Ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ: 24 градус таран ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун та пӑчӑ пулмӗ. Тунтикун вара каллех шӑрӑх таврӑнӗ, 30-35 градус ӑшӑ пулӗ. Унашкал ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑрӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе сывлӑш температури нормӑран 6 градус ӑшӑрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Федотов Ӗнерхи кун республикӑн культура отраслӗнче ӗҫлекен темиҫе ҫыннӑн юбилейӗпе паллӑ пулнӑ. Маларах эпир Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Юрий Свинцов 75 ҫул тултарнине пӗлтертӗмӗр-ха. Ӗнерех Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнчи халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Федотов юбилейне паллӑ тунӑ. Сергей Васильевич Чӑваш Республикин культур училищинчи оркестр уйрӑмӗнче вӗреннӗ, ҫав специальноҫпах каярах Хусанти культура институтӗнче ӑс пухнӑ. Аслӑ шкул хыҫҫӑн 1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Эревет» ансамбле вӑл 1981 ҫулта йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() newsib.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян ҫавӑн пек мерӑна йышӑннӑ та. Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ҫирӗп йӗрке Улатӑр хулинче, Улатӑр районӗнче тата Пӑрачкав районӗнче эрнене тӑсӑлӗ. Лару-тӑру лайӑхланмасан чару вӑхӑтне тата тӑсӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне ҫынсен вилеслӗх кӑтартӑвӗ Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне 138,5-пе танлашнӑ, Улатӑрта ҫав кӑтарту — 297,1, Улатӑр районӗнче – 293,2, Пӑрачкав районӗнче – 195,8. Вӑрмар районӗ те хӑрушлӑх зонинче, анчах унта хальлӗхе чару мерисене ҫирӗплетмен. Маларах асӑннӑ виҫӗ муниципалитетра массӑллӑ мероприятисем (ҫав шутра суйлав умӗнхи агитаци те) ирттермӗҫ. Обществӑлла апатлану предприятийӗсем каҫхи 9 сехетчен ҫеҫ ӗҫлӗҫ, зал 50 процентран ытла тулли пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тӗрлӗ хисеплӗ ят пама, пысӑк наградӑсемпе чыслама йышӑннӑ. Ҫав йышра культурӑра ӗҫлекенсем те пур. «Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ята Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн пайташне Раиса Сарпине пама йышӑннӑ. Музыка ӳнерӗнчи пултарулӑхшӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалистне (солистне) Юрий Каткова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумне Светлана Гордеевӑна, Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн преподавательне Людмила Зиновӑна, Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗн «Волжанка» педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен халӑх хорӗн хормейстерне Андрей Урмавшина хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юрий Свинцов Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗн Юрий Свинцовӑн юбилейӗ пулнӑ. Вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Юрий Свинцов – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, балет сценин чӑн ҫӑлтӑрӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пилӗк теҫетке ҫул ытла спектакльсене хӑйӗн ӑсталӑхӗпе илемлетет. Юрий Анатольевич Ленинградри А.Ч. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен (халӗ вӑл заведени Вырӑс балечӗн академийӗ шутланать) 1966 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Енре балет ӳнерне аталантарма пуҫлакансенчен пӗри пулнӑ. Вӑл тӗрлӗ спектакльте ертсе пыракан рольсенче вылянӑ. 2008 ҫултанпа театрта балетмейстер пулса тӑрӑшать. Юрий Свинцов Чӑваш патшалӑх культура тата искусство институтӗнче, Чӑваш Республикин культура училищинче тата Шуашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка учлищинче актёр тата вокал уйрӑмӗсенчи студентсене хореографи ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Республикӑри Роспотребнадзор йӑлари хими таварӗ пирки хурав панӑ. Вӗсем патне пӗр ҫын эпоксидлӑ сӑмала ҫинче хатӗрленӗ шпатлевкӑна туяннӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ ӑна каялла илме килӗшменни пирки ыйтупа пынӑ. Туяннӑ хыҫҫӑн тавар уншӑн юрӑхлӑ пулманнине вӑл ӑнланнӑ, шпатлевкӑна уҫман. Апла пулин те сутуҫӑ йӑлари хими таварне улӑштарма е каялла тавӑрма юраманни ҫине таянса шпатлевкӑна каялла йышӑнман. Роспотребнадзор хуравӗнчен ҫакӑ паллӑ пулса тухать. «Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» саккунӑн 25-мӗш статйи тӑрӑх ҫимелли мар таварсене, туянакана вӗсем хӑйсен хурмипе, виҫипе, фасонӗпе, калӑпӑшӗпе, тӗсӗпе е комплектацине пула кӑмӑла кайман пулсан, туяннӑ вырӑнта ҫавнашкалтарах урӑх тавар ҫине ылмаштарма ирӗк пур. Ҫав шутрах улӑштарма е каялла тавӑрса пама юраман таварсен списокӗ те пур, вӗсене РФ Правительстви 2020 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче 2463 номерлӗ постановленипе ҫирӗплетнӗ. 7-мӗш пунктра йӑлари хими таварӗсем ылмаштарма е каялла тавӑрса паманнисен шутне кӗни пирки пӗлтернӗ. Вӑл е ку тавар йӑлари хими шутне кӗнипе кӗменнине Раҫҫей продукцийӗн пӗтӗмӗшле классификаторне уҫса пӑхсан пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вячеслав Борисов Чӑваш Республиин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов педагогсемпе тата преподавательсемпе кӑшӑлвирусран прививка тӑвассипе профилактика ӗҫне ирттермелли пирки чӗнсе каланӑ. Ун пирки вӑл ӗнер Шупашкар районӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Вячеслав Борисов палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туманнисем учреждени ӗҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ, лару-тӑру япӑхсан вӗренӳ заведенийӗсене карантина хупма пултараҫҫӗ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн 49,8 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Район пульници ырӑнти ял тӑрӑхсемпе видеоконференцҫыхӑну мелӗпе эрнесерен канашлу ирттереҫҫӗ, лару-тӑрӑва тишкереҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче «ӑслӑ чарӑну» вырнаҫтарнӑ. «Ӑслӑ чарӑну» хӗвел батарейипе ӗҫлет, ӑна «ӑслӑ панельпе» ҫыхӑнтарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхшӑн яваплӑ усламҫӑсем пулӑшнипе «Умные Сугайкасы» (чӑв. Ӑслӑ Сухайкасси) мобильлӗ приложени хатӗрленӗ, урамра 25 видеокамера вырнаҫтарнӑ, урамра «ӑслӑ» хунарсем вырнаҫтарнӑ, «сывлӑшри патруль» – квадракоптер ӗҫлет, Wi-Fi ҫыхӑнтаракан тӳлевсӗр 10 зона йӗркеленӗ. «Ӑслӑ чарӑнӑва» халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ. Унта кондиционер, ӑшӑтмалли тытӑм, Wi-Fi, мини-библиотека тата ача-пӑча кӗтесӗ пур. Асӑннӑ объекта хӗвеллӗ электростанципе ҫыхӑнтарнӑран вырӑнти ял тӑрӑхӗшӗн перекетлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗленӗ Анжелика Сидоровӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Олимп вӑййисенче шӑчӑпа сиксе кӗмӗл медаль илнӗшӗн спортсменкӑна орденӑн пӗрремӗш степенӗпе чыслама йышӑннӑ. Токиора иртнӗ ӑмӑртусенче ҫӑмӑл атлетикӑра унӑн медалӗ пӗрремӗш пулнӑ. Ҫавӑн пекех Анжелика кӗмӗл медальшӗн 1,2 миллион тенкӗ преми илӗ, унӑн тренерӗ – 600 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тухтӑрсем 603 грамм таякан ачан пурнӑҫне упраса хӑварма пултарнӑ. Пепке 23-мӗш эрнере ҫуралнӑ. Ача ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫут тӗнчене вӑхӑтран чылай маларах килнӗ. Унӑн организмӗ вар тулашӗнче пурӑнма хатӗр пулман. Ӑна реанимацие куҫарнӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Пӗчӗкскерӗн куҫне операци те тунӑ. Унтан ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Ача унта 1 уйӑх вӑй пухнӑ. Ӑна София ят хунӑ. Вӑл ҫемьере иккӗмӗш ача. Софийӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |