Алексей Александрович Воробьев 1922 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшра вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта, унтан тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ. 1941 çулта вăл Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах ăна Канаш районĕнчи çĕр ĕç пайне ĕçлеме янă, каярахпа Вăрнар районĕнчи МТСа куçарнă, унта вăл участок агрономĕ пулнă. 1942 çулхи май уйăхĕнче вăл фронта кайнă. Сталинград патĕнче поэт йывăр аманнă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн ăна виçĕ медальпе чысланă.
1955 çулччен вăл Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра тата Калинино МТСĕнче агрономра ĕçленĕ.
1957 çултанпа А.Воробьев Шупашкарта пурăнать. Тĕрлĕ вăхăтра вăл Чăваш-радиопа телевидени комитетĕнче ял хуçалăх передачисен редакторĕнче ĕçленĕ.
Поэт 1965-1967 çулсенче Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи Литература аслă курсĕнче вĕреннĕ. А.Воробьев 1964 çултанпа — СССР писателĕсен союзĕн членĕ.
Поэт 1976 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче вилнĕ.
Ăна Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми панă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Юратнă сăнсем» (1961), «Çунатлă туйăм» (1963), «Кăвак шевле» (1967), «Юпа уйăхĕ» (1971), «Кăнтăрла» (1972), «Йăмра» (1974), «Хиртех ман чун»(1982).
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...