Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче пурӑнакан Любимовсем ҫуртсӑр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пурлӑхне пушар тӗп тунӑ. Халӗ ҫемье кӳршисем патӗнче выртса тӑрать.
Ҫуртра 5 ҫын пурӑннӑ. Пушар хыҫҫӑн япаласем те, сӗтел-пукан та тӑрса юлман, выльӑх-чӗрлӗхрен ӗнене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Юрать, ҫынсем шар курман.
Ентешӗсем, тӑванӗсем ҫемьене йывӑрлӑхра пӑрахмаҫҫӗ. Пушар пулнӑ кунах япаласем пуҫтарса вӗсене килсе панӑ. «Япаласем кайса панӑ чух пушартан мӗн те пулин юласса шаннӑччӗ, анчах хам куҫпа курсан тӗлӗнтӗм. Ҫемьери ҫынсем хӑйсене мӗнле туйнине сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук», - «Про Город» хаҫата ҫапла пӗлтернӗ Любимовсен тӑванӗ Мария.
Ҫемьен халӗ ҫурта ҫӗнӗрен ҫӗклемелле. Вӗсем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн: +79033794437, Елена Николаевна Любимова (номер карточкӑпа ҫыхӑннӑ).
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасене право енчен пулӑшмалли кун иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятие ҫӗршывӑн мӗнпур субъектӗнче йӗркелӗҫ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра та.
Ачасен правине хӳтӗлес ыйтусемпе консультаци кӳме ҫав кун ятарлӑ пунктсем уҫӑлӗҫ. Вӗсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Опекӑпа попечительствӑпа, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ вун-вун ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ.
Тӳлевсӗр пулӑшакан пунктсене районсемпе хуласенчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсенче, социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче ытти мероприяти те самай пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗпе ачасем валли ҫав кун, сӑмахран, Уҫӑ алӑксен кунӗ, «Мой телефон доверия» (чӑв. Манӑн шанчӑк телефонӗ) акци иртӗ.
Ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнч Карачура ялӗ патӗнчи М-7 федераци ҫулӗ ҫинче шар курнисене Чӑваш Ен хысни шучӗпе укҫа уйӑрнӑ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне ӑна пурне те парса пӗтернӗ. Ӗнер ӑна Тольяттинчен пиччӗшне пытарма килнӗ аппӑшне панӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 3,2 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑччӗ. Вилнисен ҫемйисене ҫав укҫаран 250-шар пин тенкӗ тӳлеме, инкекре аманнисене 50-шар пин тенкӗ парас тенӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Социаллӑ старховани фончӗ урлӑ та укҫа илес шанчӑк пур. Анчах вӑл «кӗмӗл» официаллӑ майпа ӗҫленисене ҫеҫ лекӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗпе Роструд ҫавсен списокне палӑртать.
Чӑваш халӑх сайчӗ ертсе пынипе йӗркеленекен Электронлӑ сӑмахсар Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» черетлӗ томӗпе пуянланчӗ. Хальхинче эпир 14-мӗш тома кӗртрӗмӗр. Унччен маларах 11,12 тата 13-мӗш тома электронлӑ варианта куҫарса вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫапла май халь словарьти С саспаллирен пуҫласа Тӑтӑшлӑ сӑмах таран пирӗн электронлӑ сӑмахсарта паллашма май пур. Пурӗ 11 пин ытла сӑмах кӗртнӗ. Ку пӗтӗм кӗнекесене электронлӑ варианта хатӗрлесе параканӗ — Алина Иванова.
Н.И. Ашмаринӑн 17 томран тӑракан «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» эпир электронлӑ варианта Николай Ивановичӑн пысӑк юбилейӗ тӗлне куҫарса ҫитересшӗн. Ку ӗҫе кашни хутшӑнма пултарать. Пӗр кӗнекене хатӗрлесе ҫитернӗшӗн 7000 тенкӗ тӳлетпӗр. Аса илтеретпӗр, Николай Иванович Ашмарин 1870 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастопольте ирттернӗ юлашки, 25-мӗш, ҫапӑҫу вырӑнӗнче Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсем шырав ирттерӗҫ. Ушкӑна Чӑваш Енри Ҫарпа тинӗс флочӗн ветеранӗсен союзӗн председателӗ Владимир Крюковский ертсе пырӗ.
Ҫула ахаль тухаймӑн. Хастар ҫын пулӑшу шыраса Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, чӑваш парламенчӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Кирилл Ермолаев патне кайнӑ. Парламентари ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн Шупашкарти йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсемпе калаҫнӑ.
Шыравҫӑсене депутат пулӑшма килӗшнӗ.
Владимир Крюковский ерсте пыракан ушкӑн инҫе ҫула ҫак уйӑхӑн ҫурринче тухса кайӗ. Севастопольте вӗсем ҫурла уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Нумай пулмасть Mozilla браузера хатӗрлекенсем ҫӗнӗ хатӗре хута янӑ — унӑн ячӗ «Common Voice». Тӗллевӗ ҫав тери пархатарлӑ — тӗрлӗ халӑхсен сассисене пухса вӑл базӑпа усӑ курса тӗрлӗ программӑсене сасӑлама май туса парасси. Пухӑннӑ сасӑсемпе кашни программҫӑ усӑ курма пултарӗ.
Ытти чӗлхесемпе пӗрлех ку хатӗрте чӑваш чӗлхи валли те вырӑн тупӑннӑ. «Хавал» ушкӑн асӑрханӑ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесене илес пулсан виҫӗ чӗлхе ҫеҫ хальлӗхе кӗме пултарнӑ — чӑваш, вырӑс тата тутар чӗлхисем.
Common Voice туллин ӗҫлесе кайтӑр тесен пухмачра пин ытла ҫырса илнӗ сасӑ кирлӗ — пӗчӗккисен те, аслисен те, ваттисен те. Литература чӗлхипе калаҫакансен сассисем те кирлӗ, вырӑнти калаҫуллисен те — турисен, анат енчисемпе анатрисен.
Ку проекта пурнӑҫ пама кашни ҫын хутшанайрать. Ҫав шутра — эсир те. Ятарлӑ каҫӑпа куҫмалла та проект сӗнекен пуплевӗшсене (предложенисене) микрофонпа усӑ курса сасӑламалла. Ку пӗрре те йывӑр ӗҫ мар. Кашни пӗр вунӑ пуплевӗш сасӑласан ҫак сасӑ пуххи самай пуянланса юлӗ.
Ку проектпа тӗплӗнрех «Хавал» уйлӑхра паллаштарӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗ тата чӗлхе тӗпчевҫисем «Ҫут тӗнче ӑстине — халӑх палӑкӗ» акци ирттереҫҫӗ. Михаил Иванович Скворцов профессор (1933–2016) словарьсем хайлас тӗлӗшпе ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ. Чӑваш, Раҫҫей тата тӗнче культурине 30 яхӑн сӑмах кӗнекипе — «алфавит йӗркипе вырнаҫнӑ ҫут тӗнчепе» —пуянлатса хӑварнӑ. Михаил Иванович ӑсталанӑ словарьсен пӗтӗмӗшле тиражӗ ҫур миллионтан иртсе кайнӑ. Ҫав словарьсемпе усӑ курса ҫӗр-ҫӗр пин ҫын — ачасем те, ҫитӗннисем те — пӗлӗвне ӳстернӗ, тавракурӑмне пуянлатнӑ.
Чухӑн республика словарь ӑстине лайӑх гонорар тӳлесе хавхалану кӳреймен. Михаил Иванович 30 ҫул ытла хваттер черетӗнче тӑнӑ, тӳре-шараран хӑтлӑ хваттер кӗтсе илеймесӗрех ҫӗре кӗнӗ — Явӑш ҫӑвинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ.
Эппин хамӑр словарь ӑстине юратса хисепленине, унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хакланине халӗ те пулин палӑртар-ха: вилтӑприйӗ ҫине пӗрлехи вӑйпа палӑк лартар!
Эсир унта хӑҫан та пулин ҫитетӗрех, хӑвӑр ыттисемпе пӗрле лартнӑ сумлӑ палӑк умне чӗрӗ чечек хуратӑрах, «словарь ашшӗне» пархатарлӑн пуҫ таятӑрах. Вара унӑн пӗр-пӗр словарьне алла илме те кӑмӑллӑрах пулӗ.
Хӑвӑр пирки тата куҫарнӑ нухрат пирки site@chuvash.
Ҫӗмӗрле хулинче вырӑнти шкулсенчен пӗринче тӑваттӑмӗш класра вӗренекен шӑпӑрлансем ватӑ ҫынна пулӑшнӑ. Ҫак маттурсем — хулари 6-мӗш шкулти 4-мӗш «в» класра пӗлӳ пухакансем.
Ҫӗмӗрле хулинчи Халӑха туллин пулӑшу кӳрекен центрӑн «Восточный» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) участокӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ волонтерсен центрӗ ӗҫлет иккен. Ҫав йыша хулари 6-мӗш шкулта вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, волонтерсем ҫулталӑкӗпех хастар ӗҫлеҫҫӗ, аслӑ ҫулхисене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ.
4-мӗш «в» класра вӗренекенсем Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май А.В. Васина социаллӑ ӗҫченпе Николай Чугунов вӑрҫӑ ветеранӗ патне кайнӑ. Вӗсем ватӑн килӗ умӗнчи кивӗ ҫулҫа шӑлса пуҫтарнӑ, вак-тӗвек хӑрӑк-турата тата ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
Ӗҫ вӗҫленсен Николай Федорович вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ. Ачасем ӑна хӑйсен аллипе ӑсталанӑ Георгий лентине парнеленӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене паян тӳлевсӗр юристсем йышӑнӗҫ. Ку мероприятие пирӗн рспубликӑра унччен те ирттернӗ. Хальхинче халӑха социаллӑ хӳтлӗх кӳрекен пайсенче унти специалистсемпе пӗрлех ваккатсем юридици ыйтӑвӗпе йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Юстици тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ.
Ведомство Чӑваш Енри 224 пин ытла ҫынна 2012 ҫултанпа юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳнине ӗнентерет. Федераци шайӗнче ҫынсен 27 категорине укҫасӑр пулӑшма йышӑннӑ пулсан, пирӗн республикӑра ку список тата анлӑрах. Маларах Чӑваш Енре халӑхӑн 33 категорине тӳлевсӗр йышӑннӑ, халӗ — 41.
Пулӑшу илме ирӗк пуррисем пирӗн республикӑра —193 пин ытла ҫын. Йышра I тата II ушкӑн сусӑрӗсем, сахал тупӑшлисем, сусӑр тата тӑлӑх ачасене ӳстерекенсем тата ыттисем пур.
«Пӗр чӳрече, электронлӑ черет, патшалӑх пулӑшӑвӗ... Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ. Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмаллататпӑр теҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Шупашкарти Ленинград урамӗнчи МФЦна кайрӑм. Ман умра черет — 72 ҫын! 3 сехет кӗтмелле, ӗҫе таваймарӑм, ҫаврӑнса утрӑм», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра ятне кӑтартман ҫын. Унтан вӑл юлташӗн арӑмӗ «1 уйӑхри ачипе окулист пӳлӗмӗ умӗнче 2 сехет инфекци пуҫтарса» ларнине пӗлтернӗ. Черетрисенчен нихӑшӗ те кӗртмен: эпир ҫырӑннӑ, черет йышӑннӑ тенӗ иккен.
Вӑрӑм черете тарӑхнӑ этем ҫавна министрсене кӑтартасчӗ тесе тулашать. «Хӑвӑра лӑпкӑ тытма мӗн ӗҫсе каятӑр больницӑна, МФЦна, ытти ҫӗре?», — вӗҫленӗ вӑл хӑй кӑмӑлсӑрланӑвне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |