Эпир унччен сире Mozilla Firefox браузера хатӗрлекенсем «Common Voice» проект урлӑ чӑвашла сасӑ пухни пирки каласа панӑччӗ. Аса илтеретпӗр: ҫак проект урлӑ тӗрлӗ чӗлхепе сасӑланӑ сӑмахсемпе пуплевӗшсене усӑ курса компьютера ҫав чӗлхесемпе калаҫма тата калаҫнине текста куҫарма вӗрентме шутлаҫҫӗ.
Проект ертӳҫисем чӑвашла сасӑланӑ материал сахалтарах пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫавна май пирӗн халӑха хастартарах хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Ҫак проекта хӑвӑрӑн тӳпене хывас кӑмӑл пур пулсан ӗҫӗ кӑткӑсах мар. Чи малтан ҫак сайта кӗмелле те (логинланмалла) вара «Кала» е «Итле» пайсене хутшӑнмалла. Пӗрремӗшӗнче сире 5 пуплевӗш е сӑмах сасӑлама ыйтӗҫ — сирӗн вӗсене чӑвашла каламалла. Иккӗмӗшӗнче вара ытти хутшӑнакансем сасӑланине тӗрӗслемелле пулӗ. Вунӑ минут хушшинче, калӑпӑр сахал мар пуплевӗш е сӑмах тӗрӗслеме е сасӑлама май пур. Тепӗр май каласан, ку нумай вӑхӑт йышӑнмасть — кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ.
Чӑвашла хальхи вӑхӑтра пурӗ 22 сехетлӗх сасӑ ҫырса илнӗ, тӗрӗслев енӗпе вара 7 сехет ҫырнине ҫеҫ хутшӑнакансем пӑхса тухнӑ.
Республикӑра ҫӑкӑр мӗншӗн хакланать? ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви сӑлтавне ӑнлантарма тӑрӑшнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, топливо кӑна мар, тип ҫу тата сахӑр хакӗсем е ӳсеҫҫӗ. Ку кӑна мар, кӑҫал типӗ ҫанталӑка пула тыр-пул ӑнса пулман. Ҫакӑ та хаксене витӗм кӳнӗ.
Министерство шутланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче ҫӑкӑр тата булка таврашӗсен хакӗ вӑтамран 5,3 процент хӑпарнӑ. Хаксем ытла ӳссе ан кайччӑр тесе РФ Правительстви ҫӑкӑр пӗҫерекен савутсене пулӑшма палӑртнӑ. Чӑвӑш Енре ку тӗллевпе 22 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ, федераци шайӗнче – 6 млн тенкӗ ытла.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлесе пынӑ май вӗсен йышӗ 1 миллион патнелле ҫитсе пырать те ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе тунӑ май лаборатори чӑваш чӗлхине ытти куҫару сервисӗсене те хушас тӗллевпе ӗҫлет. Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхи пӗлтӗр хушӑнчӗ. Ҫавӑн пекех тӗллевре Микрософрӑн сервисне, Google.Translate-а тата ыттисене хушасси.
Google.Translate сервисра чӑваш чӗлхи хушӑнтӑр тесен кӑшт хамӑрӑн та, чӑвашсен, тӳпене хывмалла. Ҫак сервисӑн сообществинче чӑваш чӗлхи пур ӗнтӗ. Пирӗн хамӑр чӗлхе питӗ кирлине кӑтартса парас пулать: пуплевӗшсемпе сӑмах майлашӑвӗсене куҫарса пулӑшмалла, ыттисем куҫарнине тӗрӗслесе памалла. Хальхи вӑхӑтра пирӗн чӗлхен индексӗ 1400-пе танлашать. 1000 пуплевӗш тӗрӗсленӗ, тата 400 пуплевӗш куҫарнӑ. Танлаштарма: пушкӑрт чӗлхи валли ку виҫе 1700-пе танлашать (1400 тӗрӗсленӗ, 300 куҫарнӑ), тутар чӗлхи валли — 7300 (тӗрӗсленӗ 6800, куҫарнӑ 700). Ҫавӑн пекех Google.Translate сообществинче якут чӗлхи пур. Пирӗн чӗлхене кунта кӗртни ҫавах та Google-та унпа кӑсӑкланнине, унӑн Google.Translate-а лекес шанчӑк пуррине пӗлтерет. Ҫавна май эсир те ҫак ӗҫре пулӑшсан аван пулӗччӗ.
Пулӑшас тесен питӗ ҫӑмӑл.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхи 9-10 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта пурӑнакан ҫемье – арӑмӗпе упӑшки тата 12 ҫулти ывалӗ – урама ҫарранах чупса тухнӑ.
Вӗсем каҫхине тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре ҫулӑм алхаснӑ ӗнтӗ. Ҫемье урама ҫара уранах чупса тухнӑ, нимӗн те илсе ӗлкӗреймен, докуменчӗсем те ҫунса кайнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Ҫемье ҫуртсӑр юлнӑ, вӗсене пулӑшу кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон – 89279988242, Галина Андреевна Хамидулина.
Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет.
Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ.
Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ.
Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ.
Чӑваш Ен каллех кая юлса пыракан регион пек 1 миллиард тенкӗ пулӑшу илӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр пирӗн республикӑна ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрса панӑччӗ. Ӑна пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма янӑ.
Кӑҫал та республикӑна 1 миллиард тенкӗ килӗ. 650 миллион тенки усламҫӑсене ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтерме, 200 миллион тенки ҫурт-йӗр строительствин инженери инфратытӑмне проект тата строительство тума кайӗ. 150 миллион тенки ипотека кредичӗсене субсидилеме юлӗ.
Палӑртмалла: 2019 ҫулта Раҫҫей правительстви экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ 10 региона палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Ен те.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул хӗрринче выртакан ҫынна пулӑшнӑ. «Пулӑшу кирлӗ ҫынсенчен пӑрӑнса ан иртӗр», — чӗнсе калаҫҫӗ вӗсем.
Патрульпе ҫула тухнӑ инспекторсем ҫул хӗрринчи тротуар ҫинче ҫын выртнине асӑрханӑ. Пакунли машинӑна чарнӑ та ҫуран ҫӳрекен патне пынӑ, мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утайманни палӑрнӑ.
Ҫав вӑхӑтра ҫулпа иртсе пыракан тепӗр машина та чарӑннӑ. Унӑн водителӗ васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ.
Инкеке лекнӗ ҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
«Мир» телеканал нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ каччине кӑтартнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи реабилитаци центрӗнче сипленет. 2016 ҫулта сусӑрланса юлнӑскер сывалас тесе шанчӑка ҫухатмасӑр сипленет.
Хӑй вӑхӑтенче каччӑ ачасемпе ҫамрӑксене акробатикӑна тата ташлама хӑнӑхтарнӑ. Пӗчӗккисем аслӑ тусӗ пек пулма ӑнтӑлнӑ. Анчах пӗр кунхине Евгенйи Александров хусканӑвӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Каччӑ хӑй те, амӑшӗ те парӑнасшӑн мар.
24 ҫулти ҫамрӑка 350 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Ҫемьен ун чухлӗ укҫа ҫук. 3443 кӗске номер ҫине «Живой» (каччӑ валли укҫӑ пухакан ыркӑмӑллӑх ҫавӑн ятлӑ) тесе смс ямалла, миҫе тенкӗ куҫарса парассине кӑтартмалла.
Тӗп хулари 19-мӗш шкулта ӑҫ пухакан Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗнче паттӑрлӑхӗшӗн чысланӑ. Каччӑ ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ, вилӗмрен ҫӑлнӑ.
Кӑҫал сулла Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗнчи пӗвере хӗрача резина ҫавракапа ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шыва путнӑ. 9-мӗш класа куҫнӑ Сергей ҫухалса кайман – хӗрачана пулӑшма васканӑ. Арҫын ача хӗрачана ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Ҫак кунсенче Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн Евгений Кадышев тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесем панӑ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек маттур ача ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Коллектив урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпленнӗ кинемей шалта пулнӑ, унӑн хӗрӗ — тул енче. 1924 ҫулта ҫуралнӑ кинемей алӑка уҫасссишӗн тем пек ҫине тӑрсан та май тупайман. Вӑл хӑйне пулӑшма ыйтнӑ.
Кинемейӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ, алӑка хайсем тӗллӗн уҫаймассине пӗлтернӗ, вырӑна пыма ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсен дежурство ушкӑнӗ Коллектив урамне ҫитнӗ. «Умелец» (чӑв. Ӑста) ятлӑ хатӗрпе хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ.
100 ҫула ҫывхаракан кинемей, Турра шӗкӗр, чиперех пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |