Ҫак кунсенче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене 3,6 миллион ытла тенкӗ килӗ. Ку укҫапа ача-пӑча тата пукане театрӗсене пулӑшӗҫ.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ кунашкал субсидие Раҫҫейри 73 регион тивӗҫӗ. Театрсене пулӑшас тӗллевпе хыснаран пӗтӗмпе 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: регионсем ача-пӑча тата пукане театрӗсене атлантармашкӑн паракан субсидие пӗрремӗш хут илеҫҫӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче чи пысӑк субсиди Самар облаҫне — 15,4 миллион тенкӗ — лекӗ. Тутарстана — 8,7 миллион тенкӗ, Сарӑту облаҫне — 7,5 миллион тенкӗ, Пушкӑртстана — 7,4 миллион тенкӗ. Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем чи пӗчӗк субсидие тивӗҫӗҫ.
Раҫҫейре виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер ҫӗнӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Ене ҫемьери виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн федераци укҫи илсе тӑма пуҫлӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫи «Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫламалли мерӑсем ҫинчен» Указа улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла вара ҫемьере 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн регионсене федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрмалли никӗс шутланакан критерисене улӑштарнӑ. Финанса тивӗҫекен регион шутне малашне ача ҫуратаслӑхӑн суммарлӑ коэффициенчӗ ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пӗчӗкреххи мар, ҫуратаслӑх коэффициенчӗ иккӗрен иртменни кӗрет.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен112 тытӑм Чӑваш Енре те туллин ӗҫлесе кайнӑ. Ҫапах та ҫакна палӑртмалла: пушар сӳнтерекенсен, йӗрке хуралҫисен, васкавлӑ пулӑшӑвӑн, газ службин кӗске номерӗсем те (01, 02, 02, 04 — стационарти телефонсенчен, 101, 102, 103, 104 — карас телефонӗсенчен) малтанхиллех ӗҫлӗҫ.
112 тытӑм Шупашкарти Калинин урамӗнчи 112-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: 112 тытӑм Раҫҫейри васкавлӑ службӑсемпе ҫыхӑнтарать. Инкек, пушар, обществӑри йӗркелӗхе пӑссан ҫав номерпе хыпарлама пулать. Унтисем тивӗҫлӗ службӑсене хыпарлӗҫ.
СИМ-карттӑ лартнӑ телефонпа шӑнкӑравласан тытӑм ҫын ӑҫтине те палӑртать. СИМ-карттӑ пулмасан та инкек пирки хыпарлама май пур. Диспетчер инкек пирки тӗплӗн ыйтнишӗн кӳренме ыйтмаҫҫӗ, ку вӑл лару-тӑрӑва хаклама кирлӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем федераци трасси ҫинче ытти водительсемпе пассажирсене тата ҫуран ҫӳрекенсене ӳсӗр хӗрарӑмран ҫӑлнишӗн тав тӑваҫҫӗ.
Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра ҫулпа енчен енне сулланса пынӑ машина видеокадра вырнаҫтарнӑ. Урапа ҫулӑн ик енне те туха-туха каять. Хыҫалтан пыракан машинӑри видеокамерӑра сӑнланнӑ хӑрушӑ ӳкерчӗке автомобильти хӗрарӑм: «Мӗн тӑваҫҫӗ унта?! Машинӑра ҫапӑҫаҫҫӗ-им?» — тесе тӗлӗнсе сӑнани илтӗнет.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем руль умӗнчи ӳсӗрсем пирки 62-00-22 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
«Федераци трасси ҫинчи ҫак ӳсӗр хӗрарӑмран чӑннипех ҫӑлнисене пысӑк тав!» — тенӗ халӑх тетелӗнче республикӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем.
Паян тӑван республикӑмӑрӑн парламенчӗ черетлӗ, 12-мӗш, сессие пуҫтарӑнчӗ. Унта чылай чухнехиллех нумай ыйту кӗртнӗ. Кӗртменнисемпе пӗрлех урӑххисене пӑхса тухма сӗнекенсем те пулчӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов харӑсах икӗ сӗнӳпе тухрӗ. Вӗсенчен пӗри Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннисене, ашшӗ ӑшшине туймасӑр ӳснисене пырса тиврӗ. Григорий Данилов депутат вӑрҫӑ ачисене патшалӑх енчен укҫа-тенкӗпе пулӑшмалла тесе шухӑшланине, ку сӗнӳпе Мускава тухмаллине палӑртрӗ.
Анчах чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫи Вячеслав Рафинов республикӑри халӑх тарҫисем ку ыйтӑва маларах тишкернине пӗлтерчӗ. Тутарстанри депутатсем ҫапла сӗнӳпе тухнӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӑхса тухманнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑхри депутатсем ку сӗнӳпе Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле тухас шухӑшлине ӗнентерчӗ.
«Кӗркунне хӑй вӑхӑчӗпе ҫитрӗ. Урамра сивӗ те нӳрӗ. Капла ҫанталӑк урамра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах сисӗмлӗ», — тесе ҫырать Фейсбукра Олеся Руссакова, Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ача амӑшӗ тата журналист. Унтан вӑл Шупашкарти Калинин урамӗнчи 91-мӗш ҫурт патӗнчи нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртсе ӑшӑнакан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла, вӗсен те пурӑнмалла. Анчах юнашарах ача пахчи, кафе, лавккасем иккен. Тата ҫав ҫуртра пурӑнакансене ҫӗнӗ кӳршӗсемпе ҫума-ҫумӑн пурӑнма еплерех-ши? Шӑпах ҫакӑн пирки пуҫ ватать хӗрарӑм.
Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑррисем никама та кирлӗ мар тенипе килӗшме йывӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем валли ятарлӑ приют пур. Унта пыракансене ҫӗр каҫма ирӗк параҫҫӗ. Ҫухалнӑ хутсене туса парсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ. Анчах, мӗн тӑвас, теприсем ҫӗр тӗрлӗ сӑлтав тупса урам тӑрӑх ҫапӑнса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Килсӗррисем хушшинче тӗрмере пӗрре кӑна мар ларнисем те пур. Ӗҫе вырнаҫма вӗсене ҫӑмӑл мар. Вӑт ҫапла кун кунласа ҫӗр каҫаҫҫӗ мӗскӗнсем...
Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн, Ӗҫлев министерствин элчисем тӗл пулса калаҫнӑ, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене мӗнле пулӑшма май пуррине сӳтсе явнӑ.
Юлашки пилӗк ҫулта Шупашкар-Чӑваш епархийӗн социаллӑ служени тата чиркӳ ыркӑмӑллӑхӗн пайӗн ҫумӗнче нушана лекнисене пулӑшакан ушкӑн ӗҫлет. Волонтерсем килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хут тӳлевсӗр ҫитереҫҫӗ, медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.
Малашне чиркӳ килсӗррисене официаллӑ мелпе пулӑшӗ. Вӗсен тӑванӗсемпе ҫыхӑну йӗркелекен, документсене тума пулӑшакан коратор та тӑвасшӑн.
Сӑмах май, халӗ Шупашкарта Социаллӑ адаптаци центрӗ ӗҫлет. Унта килсӗр-ҫуртсӑррисене ҫитереҫҫӗ, ҫӑвӑнтараҫҫӗ, тӑхӑнтартаҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшаҫҫӗ. Анчах унта 30 кунран ытларах пулма юрамасть.
Чулхулари чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗ нумаях пулмасть хваттерлӗ пулнӑ. Унччен автономин хӑйне ят ҫурт пулман. Чулхулари Автосавут районӗн администрацийӗ ентешӗмӗрсене хамӑр чӗлхене, йӑла-йӗркене аталантарма ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ.
Чулхулари чӑвашсен автономине уйӑрса панӑ хваттер Октябрь проспектӗнче вырнаҫнӑ.
Хваттерӗн пӗр пӳлӗмне йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелеме уйӑрасшӑн. Пысӑкрах пӳлӗмре пуху ирттерӗҫ, пӗрле пуҫтарӑнса калаҫӗҫ.
Автономин ертӳҫи Алина Артемьева пӗр пӳлӗме хӑй йышӑнӗ. Унта вӑл ӗҫ вырӑнне йӗркелӗ.
Хваттерти юсава ассоциаци хӑй вӑйӗпе ирттерет. Пуянсем тупӑнсан вӗсен пулӑшӑвне кӑмӑлтан йышӑнӗҫ.
Утӑ ҫулса ҫеҫ те мар, пахча ҫимӗҫ ӳстерсе, ҫум курӑкран тасатса.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта халӑха киле тухса пулӑшакан уйрӑмсем иккӗ. Вӗсем 169 ҫынна пулӑшу кӳреҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсен куҫӗнчен пӑхакансем хушшинче сусӑрсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем, пӗччен пурӑнакан кинеми-мучисем, сахал тупӑшлисем пур.
Хӑйсен хӳттине илнисем патне социаллӑ ӗҫченсем эрнере икӗ хутран кая мар ҫӳреҫҫӗ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан унтан та ытларах хутлаҫҫӗ.
Центрӑн килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗсен ертӳҫисем Екатерина Москаленко тата Татьяна Васильева ватӑсем патне килӗсене ҫитсе социаллӑ ӗҫченсен тӑрӑшӑвне тӗрӗслеҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр шкулта вӗренекен Яна усал шыҫӑпа чирленине унччен хыпарланӑччӗ. Ун валли ырӑ ҫынсем укҫа пухнӑ. Нумаях пулмасть хӗрачана операци тунӑ. Телее, Яна халӗ хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ.
Хӗрачана тӑванӗ Татьяна Морозова опекӑна илнӗ. Яна Кадыкова 7-мӗш класра кӑна вӗренет-ха, анчах нушине самай курнӑ. Операци хыҫҫӑн вӑл ҫиме, калаҫма тытӑннӑ.
Операци тумашкӑн 348 пин тенкӗ ытла кирлӗ пулнӑ. Ҫемьешӗн ку пысӑк укҫа. Ырӑ ҫынсем айккинче юлманни Янӑна сывалма пулӑшать. Укҫа пухнӑ вӑхӑтра Янӑна васкавлӑ операци тунӑ, мӗншӗн тесен сывлӑхӗ хӑвӑрт начарланса пынӑ. Хӗрача кӗҫех химиотерапин иккӗмӗш курсӗ витӗр тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |