Чӑваш Енре тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗр туянма паракан сертификата малашне 23 ҫула ҫитичченех пама тытӑнӗҫ. Ятарлӑ саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ку цифра 21 ҫулпа танлашӗ.
Ҫурт-йӗр сертификатне призывпа ҫар службине тухакансене, I е II ушкӑнри инвалид пулсан, I ушкӑнри инвалида е вата ҫынна пӑхсан парӗҫ.
Ҫурт-йӗр сертификачӗпе тӑлӑх ачасем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта кӑна мар, урӑх ҫӗрте те ҫурт е хваттер туянайӗҫ. Енчен ҫамрӑк ҫын ипотека хваттерӗнче пурӑнать пулсан, ипотека парӑмне вӑл пӗтӗмпех е пӗр пайне ҫав сертификатпа татма пултарӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑрти технологи колледжӗн студенчӗ Никита Холуев тата 9-мӗш шкулти 10-мӗш класс вӗренекенӗ Александр Князькин путакан ачана ҫӑлнӑ.
Пӗчӗк арҫын ача ҫыранран инҫе ишсе кӗрсе шыв ҫӑтса тултарнӑ та тӑнне ҫухатма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Александрпа Никита киле кайма хатӗрленнӗ, анчах темшӗн 5 минутлӑха тытӑнса тӑнӑ. Ҫакӑ путакан ачан телейӗ пулнӑ та. Каччӑсем ӑна ҫӑлма васканӑ. Ҫамрӑксем пӗчӗк ача патне ҫитиччен вӑл тӑнне ҫухатнӑ, путма тытӑннӑ.
Александрпа Никита пӗчӗкскере ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Часах ачан ашшӗ чупса пынӑ. Арҫын ача тӳрех тӑна кӗмен, вӑйран кайнӑ. Ҫапах ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑваш ҫыравҫисен тата культура ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтерсе Тӗрӗкьелти ҫыравҫӑсене ҫыру яни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Вӗсемех укҫан пулӑшу пухма пуҫланӑ. Акӑ халӗ тата тепӗр ырӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтӗмӗр.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем, «Тӗрӗксен пӗрлешӗвӗ» ушкӑна йӗркелесе яма хатӗрленекенсем, Тӗрӗкьел халӑхне пулӑшу янӑ: ӑшӑ юркансем (утиялсем), пӗркенчӗксем (пледсем), термоссем, вентиляторсем, тумтир тата ҫурт-хуралтӑсӑр юлнисене кирлӗ пулма пултаракан ытти япала. «Химпромра» ӗҫлекен Олег Скачков пулӑшу валли 20 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Денис Калюков та япала халӑхран пухассине йӗркеленӗ.
Пухнӑ япалана вӗсем Турци Республикин Хусанти консуллӑхне леҫсе панӑ.
«Тӗрӗк тӗнчин культура центрӗ» ытти чӑвашсене те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма йыхравлать. Вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен халӑха хыпарлама та ыйтать. Ку ыттисене ҫак ӗҫе пуҫӑнма хавхалантарӗ.
Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Якуп ÖМЕРОГЛУ доктора
Турци ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Муса Касым АРЫЧАН профессора, доктора
Кипр, Балкан, Еврази ҫӗршывӗсен литературисен пӗрлӗхӗн (КЫБАТЕК) тӗп ҫыруҫине хисеплӗ Мевлӳт КАПЛАН доктора, КЫБАТЕК'ӑн Хисеплӗ ертӳҫине хисеплӗ Феййаз САГЛАМ'а, университет вӗрентӳҫине
Эпир, тӗрӗксен йышӗнчи чӑваш халӑхӗн ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ, 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтеретпӗр. Йӑхташӑмӑрсен хуйхи, асапӗ, терчӗ, ҫынлӑхӗ, паттӑрлӑхӗ, инкеке ҫӗнтернин савӑнӑҫӗпе телейӗ тата тӑванлӑх туйӑмӗсем ҫыравҫӑмӑрсен ӗҫӗсенче вырӑн тупасса шанса тӑратпӑр. Пуҫ хунисем ҫӑтмахра пулччӑр. Инкек иртсе кайтӑр, Тӗрӗк тӗнчин пуҫӗ сывӑ пултӑр.
Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗн (ҪИП) ертӳҫи, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виталий РОДИОНОВ профессор, доктор.
Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Борис ЧИНДЫКОВ ҫыравҫӑ, драматург.
Чӑваш наци конгресӗн Хисеплӗ президенчӗ, Митта премийӗн лауреачӗ Атнер ХУСАНКАЙ.
Паян Шупашкарта патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Богдан Хмельницкий урамӗнче патрульте пулнӑ. Вӗсем ҫул хӗрринче грузовик ларнине, вӑл ытти машинӑна ҫӳреме чӑрмантарнине асӑрханӑ. Ун патне пынӑ та - водитель тӑнне ҫухатма пуҫланӑ, аран калаҫнӑ.
Инспектрсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен арҫынна медпулӑшу панӑ, машинине ҫул ҫинчен куҫарнӑ. Кайран арҫыннӑн тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ.
Халӗ водителӗн сывлӑхӗ йӗркеллех.
Етӗрнери тухтӑрсем кӗрт ӑшӗнче выртакан ҫынна пулӑшнӑ.
Районти тӗп пульницӑра тӑрӑшакан Мария Панова врачпа Любовь Иванова медсестра ӗҫ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Утса пынӑ чухне вӗсем ҫул хӗрринче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Иртен-ҫӳрен ним пулман пек иртсе ҫӳренӗ, выртакан ҫынна пӗри те пулӑшма шухӑшламан.
Шурӑ халатлисем арҫынна тӑратнӑ, пульницӑн йышӑну уйрӑмне илсе кайнӑ.
Алли-урри, пичӗ шӑнса кӳтнӗ арҫын халӗ пульницӑра сипленет.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗвеллӗ бульварта ҫамрӑк пӗр арҫын машина тапратаймасӑр халтан кайнӑ. ГАЗель патӗнчи арҫынна патрульпе пост службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
22 ҫулти каччӑ 3 сехет иртсен ӗҫе кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫӑкӑр турттаракан машинӑпа ӗҫлекенскер машинӑна сивве пула ниепле те хускатайман, хӑй те шӑнса кӳтме ӗлкӗрнӗ.
Пакунлисем машинӑна тапратма пулӑшнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк водителе хӑйсен машинине ӑшӑнма кӗртсе лартнӑ. Каччӑ пакунлисене чунтан тав тунӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрекен кинемейсем вӑхӑта питех те кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ. Унта Пукане театрӗ ӗҫленӗ май уйрӑмах ӳрӗк ватӑсем ҫав пултарулӑх ушкӑнӗнче юмахсем лартаҫҫӗ. Халӗ тата вӗсем юмахсенчи сӑнарсене хатӗрлеме тытӑннӑ.
Центр специалисчӗсенчен пӗри, Светлана Кириллова, ылтӑн алӑллӑ ӑста. Унӑн сӑнарӗсем кӑра та ҫепӗҫ кӑмӑллӑ, кулӑшла та тӗплӗ сӑн-питлӗ пулса тухаҫҫӗ. Унӑн ҫеҫ-и, вӑл ертсе пынипе тӑрмашакан кинемейсем те ҫавӑн пек пуканесем ӑсталаҫҫӗ.
Центра ҫулталӑк каялла ҫӳреме тытӑннӑ 63 ҫулти Шупашкар хӗрарӑмӗ Татьяна Шевнина каланӑ тӑрӑх, социаллӑ учреждение пӗрре пынӑ та, килӗшсе кайнӑ. Вӑл паян хӑйӗн пек хастарсемпе ал ӗҫӗпе те аппаланать, Пукане театрӗнче те вылять, пуканесем те ӑсталать.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ.
Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ.
Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр.
«Внукунук – философия добра» (чӑв. Внукунук — ырӑ философийӗ) проект хастарӗсем Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Слава ятлӑ мучие пӗр машина вутӑ илсе килсе панӑ.
Проект хастарӗсем — ҫамрӑксем. Вӗсем ырӑ ӗҫе 2020 ҫулта медиа-проект евӗр пуҫарса янӑ. Ӑна йӗркелесе янӑ Лена ятлӑ хӗр малтан хӑйӗн укҫипе ҫынсене пулӑшнӑ, анчах кайран укҫа хӗсӗнсе ҫитнӗ. Кӑҫал проекта ҫӗнӗрен ӗҫлеттерсе янӑ. Маттур ҫамрӑксем ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе пӗччен ватӑсене тупаҫҫӗ, вӗсен нуши-терчӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ, ырӑ ӗҫпе пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Хастарсене ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫын та тӗрев кӳрет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Слава ятлӑ мучин килне газ кӗртмен, унӑн вутти те сахалланса юлнӑ. Хӗрсем ӑна пӗр машина вутӑ тата тутлӑ апат-ҫимӗҫ илсе килсе панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |