Пурнӑҫра тӗрлӗрен ҫаврӑнса тухма пултарать те, ҫынсен юристсенчен куҫӗнчен те пӑхма тивет. Кун пеккисене тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен службӑсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Канашлӑва асӑннӑ район прокурорӗн ҫумӗ Рафаил Ахмадуллин та хутшӑннӑ.
Халӑха право пӗлӗвне тӳлевсӗр кӳни шутне ҫынсене пичет продукцийӗ урлӑ кирлӗ информаципе хыпарлани те кӗнине пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче.
Сӑмах май каласан, райадминистрацин юридици секторӗ те ҫынсене укҫасӑрах пулӑшнине ӗнентерет. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, хайхи тӳре-шара патне 19 ҫын пынӑ.
Асӑннӑ муниципалитета илсен, тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне унта уйӑхӑн иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш кӗҫнерникунӗнче, ирхи 8-тан пуҫласа 17 сехетчен, Кӳкеҫри Шоссе урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 11-мӗш пӳлӗмре кӳреҫҫӗ.
Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 4-мӗш ҫуртри «Защита» (чӑв. «Хӳтлӗх») ваккатсен коллегийӗн ваккатӗнчен Эрнест Анатольевич Ивановра та тӳлевсӗр консультаци илме пулать. Унӑн телефонӗсем: (8-83540) 2-16-47 тата 8-937-386-63-40.
«Чӑваш Ен» ПТРК тата Русфонд Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Ксюша Игнатьевӑна пулӑшасшӑн. Ӑна хаклӑ операци тумалла.
Ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ укҫа пухаймасть. Вӑл чӗре чирӗпе аптӑрать. Ҫынсем вара 5542 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса ярса ӑна пулӑшма пултараҫҫӗ.
Ксюшӑна чӗри кашни кунах аптӑратать пулин те вӑл аслисене ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарать. Вӑл пултаруллӑ: ӳкерет, тӑмран ӑсталать, юрлать.
Ксюша кардиоцентра ҫуралсан иккӗмӗш эрнеренех лекнӗ. Малтан тухтӑрсем операци тума васкаман, тӳрленессе шаннӑ. Анчах халӗ тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗри ҫинче тепӗр шӑтӑк пулнине ҫирӗплетнӗ.
Операци тумашкӑн 411 пин тенкӗ те 702 тенкӗ кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 369 пин тенкӗ пухӗҫ. 42 пин тенкӗ ҫитмест. Ксюшӑна кашниех пулӑшма пултарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Тренкасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» хальхи вӑхатра ҫӑмӑлах мар вӑхӑта тӳссе ирттерет. Кун пирки маларах, иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнче, республикӑн правительствин шайӗнче те сӑмах хускатнӑччӗ. Предприяти укҫана айккинелле ярать тесе Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ унпа судлашса та илнӗччӗ.
Ура ҫинче ҫак таранччен ҫирӗп тӑнӑ предприятие вайсӑрлатма юраманнине такам та ӑнланмалла.
Хамӑр ҫӗршывра тавар туса илекенсене пулӑшма тӑрӑшакан саманара «Чӑваш бройлерне» те тӗкӗ кӳрес шанчӑк пур. Кун пирки хапрӑкра пулнӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ. Предприятие пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантаракан федераци корпорацийӗнчен ҫӑмӑллӑхлӑ кредит памалла. Маларах ун пеккине корпораци Чӑваш Енри ултӑ проект валли уйӑрнӑ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫынсен ыйтӑвӗсене скайппа йышӑнассине пӗлтерет.
Онлайн-меслетпе пулӑшу илес текенсемпе Управлени пуҫлӑхӗ Екатерина Карпеева хӑй калаҫӗ.
Видеоконференцие хутшӑнас тесен 21_upr@rosreestr.ru электрон адреспа заявка ямалла, унта хӑвӑр пирки пӗлтермелле тата ыйтӑва ҫырмалла. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Екатерина Карпеева сирӗнпе ҫыхӑнӗ.
Онлайн-меслетпе консультаци кӳресси пирӗн республикӑшӑн ҫӗнӗлӗх пулин те ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑн пуласса шанаҫҫӗ Росреестрӑн управленийӗнче. Видеошӑнкӑрав мелӗпе специалистпа ҫыхӑнма ахаль ҫынсем те, ҫурт-йӗр тата куҫман пурлӑх рынокӗнче профессилле майпа ӗҫлекенсем те хӑюллӑнах пултараҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансемпе тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна патшалӑх кӳрекен пулӑшу пирки каласа-ӑнлантарса парас тӗллевпе пухнӑ.
Семинарта «Поддержка начинающих фермеров» (чӑв. Ӗҫе пуҫаракан фермерсене пулӑшасси) тата «Развитие семейных животноводческих ферм» (чӑв. Ҫемьери выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси) программӑсем пирки уҫӑмлатнӑ.
Фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакансен умӗнче «Агро-Инновации» хыснан унитарлӑ предприятийӗн экономист-консультанчӗ О.А. Михайлова тухса калаҫнӑ. Маларах асӑннӑ программӑсене лекес тесен епле хутсем хатӗрлемеллипе, конкурс условийӗсемпе паллаштарнӑ вӑл.
Бизнес-плана епле хатӗрлемелли, укҫана ӑҫта ямалли, мӗншӗн укҫа уйӑрмасан та пултарасси тата ытти ыйтӑва та уҫӑмлатнӑ семинара пухӑннисем.
«Чӑваш Ен» ПТРК тата Русфонд ыркӑмӑллӑх фончӗ виҫӗ ҫулти Катя Дудкинӑна пулӑшасшӑн. Ӑна хаклӑ операци тумалла. Ашшӗ-амӑшӗ ун чухлӗ пухаяс ҫук. Катьӑна пулӑшас текенсен 5542 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ямалла.
Хӗрачан чӗри яланах ыратать. Ӑна операци ҫеҫ ҫӑлма пултарать. Чире Катя ҫуралсан иккӗмӗш кунхинех тупса палӑртнӑ. Унтанпа вӑл кардиолог патӗнче тӗрӗсленсех тӑрать. Хӗрача аталанассипе ыттисенчен юлать, начаркка.
Халӗ Катя ача пахчине каять. Анчах ыттисем чупма, сикме пултараймасть вӑл. Тухтӑрсем Катя хӑйех сываласса шаннӑ. Анчах кӗтмешкӗн вӑхӑт ҫук.
Катьӑна операци тумашкӑн 411 пин те 703 тенкӗ кирлӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК ун валли 49 пин тенкӗ пухма палӑртнӑ. Ыттине «Коммерсант» хаҫат тата Русфонд пухать.
Пӗчӗк Ксюша мӗн ҫуралнӑранпах пурнӑҫшӑн кӗрешет. Йӗкӗреш хӑраххи ҫуралнӑ чухне вилнӗ. Ксюша, 950 грамм пулнӑскер, реанимацире икӗ уйӑх выртнӑ.
Пульницӑран тухсан та ачана ҫӑмӑл килмен. Халӗ вӑл тантӑшӗсене хӑваласа ҫитнӗ. Анчах калаҫаймасть вӑл. Унашкал чире Раҫҫейри темиҫе клиникӑра сиплеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Йошкар-Олара. Унта Ксюшӑна ака уйӑхӗнче йышӑнӗҫ. Сиплев курсӗ валли 75 пин тенкӗ кирлӗ.
Ксюшӑна кашниех пулӑшма пултарать. 3434 номер ҫине «ВЕРА… КСЮША» тесе ҫырса ямалла. Пӑнчӑсем вырӑнне куҫарма палӑртнӑ укҫа хисепне ҫырмалла. Ксюшӑна халалланӑ страницӑра та (http://itchudo.ru/pudova-kseniya) укҫа куҫарма май пур.
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче тепӗр ҫӗнӗ сайт хута ячӗ — чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусне. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашла-вырӑсла пӗрешкел текстсене пухасси, вӗсемпе усӑ курса чӑвашла-вырӑсла е вырӑсла-чӑвашла куҫаруҫӑ тума пулӑшасси. Шӑп ҫавӑн пек текстсен пуххипе усӑ курса тӗнчери чи паллӑ онлайн куҫаруҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ те. Яндекс та, Google те.
Хальлӗхе ку чӗлхе корпусӗнче 100 яхӑн текст. Ытларах пайӗпе — хаҫатсенче пичетленнӗ текстсем. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» кӑларӑмӗсенчи тата район хаҫачӗсенчи статьясемпе хыпарсем унта вырнаҫнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗнчисем те унта пур.
Предложенисемпе шутласан вӗсен йышӗ 3 пинрен иртнӗ, сӑмахсемпе шутласан — 40 пине яхӑн. Вӗсенчен 800 ытларах предложение куҫарма ӗлкӗрнӗ. Ку вӑл вунӑ пин ытларах сӑмах.
Чӑвашла-вырӑсла текстсем хӑйсем тӗллӗн хатӗрленеймӗҫ, ҫавӑнпа та кашни чӑвашӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ. Енчен те эсир чӑвашла-вырӑсла куҫарма пултаратӑр пулсан — сайт сире хапӑлласа йышӑнать. Сирӗн ӗҫ пур чӑвашшӑн та усӑллӑ пулӗ. Сайт corpus.chv.su адреспа вырнаҫнӑ.
Чӑваш Ен чиновникӗсем тата наркополицейскисем наркотикпа туслисене ятлӑ сертификат парас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Унпа усӑ курса сипленме май пулӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сывлӑх сыхлавӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗ пухӑннӑ. Регионта наркотикран хӑпайман ҫынсем валли пулӑшу йӗркелесшӗн, реабилитаци центрӗсемпе программӑсем суйлӗҫ.
Наркотикпа туслисене сипленмешкӗн ятлӑ сертификат пама тытӑнӗҫ. Канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра накортик тутанакансем нумайланнӑ, вӗсене сиплев кирлӗ. Пушӑн 1-мӗшӗччен суд органӗсем 350 ытла ҫынна сипленме янӑ.
Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварин сиенне пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсене сывлӑха радиаципе хавшатнӑшӑн компенсаци парӗҫ.
Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакансене, ку категорие кӗрекенсене, пуш уйӑхӗнче компенсаци памашкӑн 1 миллион тенкӗ ытла тӑкаклӗҫ. Асӑннӑ районти социаллӑ хӳтӗлев уйрӑмӗнче Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварие сирме хутшӑннӑ 62 сусӑр шутра тӑрать.
Сӑмах май, ҫак категорие кӗрекен, радиаци илнӗ ҫынсене уйӑхсерен укҫа-тенкӗ енчен пулӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |