Мӑнкун умӗн Чаваш Енре ыркӑмӑллӑх акцийӗ пуҫарнӑ. Ку сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, сусӑрсене пырса тивет.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкун умӗн сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесем, сусӑрсем, Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн Апашри храмӗн ятарлӑ интерначӗсен воспитанникӗсем валли тумтир пухма палӑртнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче ачасен тата аслӑ ҫынсен тумтирӗсене, пушмакӗсене йышӑнӗҫ. Анчах вӗсем тӑхӑнма юрахлӑ пулччӑр. Ҫавӑн пекех спорт инвентарӗсене, пластмасса теттесене, ача-пӑча кӗнекисене илсе килме юрать. Ача кӳмисене, велосипедсене, сумкӑсене, шкула ҫӳремелли рюкзаксене тата ытти пулӑшӑва та йышанӗҫ.
Япаласене «Ровесник» культура ҫуртне ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 7 сехетчен килсе пама май пур. Анчах вырсарникунсерен йышӑнмӗҫ.
Ялта ӗҫ ҫукран ҫамрӑксем те тараҫҫӗ. Ҫапла каланине час-часах илтме тӳр килет. Тӗрӗссипе, ҫапла-ха: ӗҫ выранӗ сахалтарах. Анчах ял йӗри-тавра пушӑ уй саркаланать. Унта ҫум курӑк ашӑрать. Ялта пурӑнас кӑмӑл пуррине, тем тесен те, нимӗнле чару та ҫук: хӑвӑн вӑйна шанса ӗҫле ҫеҫ.
Ялта тӗпленнӗ ҫынсене патшалӑх та пулӑшма тӑрӑшать ав. Кунтисем хӑйсен пуҫарӑвӗшӗн грант илме пултараҫҫӗ. Унӑн проекчӗпе правительство ларӑвӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов паллаштарнӑ.
Грант пулӑшӑвне виҫӗ енпе парӗҫ: кану лапамӗ йӗркелесси, культура палӑкӗсене сыхласси, чӑваш халӑхӗн культурине йӗркелесси. Правилӑсемпе килӗшӳллӗн, унӑн 2 миллион тенкӗрен ытла, проектӑн пӗтӗмӗшле сумминчен 60 процентран ытла пулмалла мар. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
Ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн муниципалитетсене республика хысни субсиди евӗр уйӑрса парӗ.
Халӗ льготӑпа усӑ куракан ҫынсем общество транспортӗнче вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара улшӑну кӗртӗҫ: транспортпа ҫӳремелли билет ятлӑ пулӗ.
Ку йышӑну ЧР Министрсен Кабинечӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Халӗ льготӑпа усӑ куракансем транспортри билетшӑн вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билетпа тӳлеҫҫӗ тӗк ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене пӑрахӑҫлӗҫ. Ҫак картӑсем вырӑнне кашни ҫыннӑн ятлӑ билет пулӗ. Вӗсем ҫине хушамата, ята, ашшӗ ятне палӑртӗҫ, сӑнӳкерчӗк ҫыпӑҫтарӗҫ.
Ҫакнашкал билета электрон карттӑсем ҫине укҫа хумалли пунктсенче ылмаштарма пулать. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Вокзалҫум урамри 1-мӗш ҫурт (диспетчер павильонӗ), Ҫӗнӗ салари тата Хулаҫум автовокзалӗсенче, Эльмен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт («Автозапчаҫсем» лавкка), Ҫӗнӗ Шупашкарти Семенов урамӗнчи 57-мӗш ҫурт. Льготапа усӑ куракансен ака-ҫу уйӑхӗсенче ҫак адрессемпе пырса сӑнӳкерчӗк, документсем, вӑхӑтлӑх социаллӑ электрон билета (пур пулсан) пырса памалла.
ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пур карттӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ятлӑ тума палӑртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район-хула ертӳҫисемпе чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — республикӑри социаллӑ ушкӑнри ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине те.
Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пурӑнмалли 24 пин тӑвакал метра хута янӑ. Ҫулталӑк вӗҫне ку кӑтарту 850 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашмалла. Кун пирки ЧР ҫурт тӑвӑм министерӗ Олег Марков пӗлтернӗ.
Социаллӑ ушкӑнри ҫынсене кӑҫал ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе хыснасенчен укҫа уйӑрӗҫ. Акӑ ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу паракан федераци программипе килӗшӳллӗн 2014 ҫулта республика бюджетӗнчен 210 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Вырӑнти хыснасем 63 миллион парӗҫ. Федераци хыснинчен 126 миллион тенкӗ ҫитмелле.
Кунсӑр пуҫне республика хыснине 95 ветерана пулӑшу памашкӑн 100 миллион тенкӗ ытла килӗ. Ветерансем, сусӑрсем, сусӑр ача ӳстерекен ҫемьесем валли 51 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 85,8 миллион тенкӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрӗҫ. Кӑҫал 253 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Кун валли 244 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкарта тӑлӑхсем валли 61 хваттер пулӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» 18-мӗш ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑччӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмне Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн гендиректорӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Кислов ертсе пырать.
Марафона хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра 2 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Унсӑр пуҫне ача-пӑча ҫи-пуҫне паракансем, ача-пӑча лагерьне кайма путевка уйӑракансем тупӑннӑ.
Кӑҫалхи марафонӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — уҫӑ кӑмӑллисем укҫана смс-хыпарсем янипе те куҫарма пултараҫҫӗ. «НИМЕ» (шӑп ҫапла, чӑвашла!) тесе ҫырмалла та 4647 номер ҫине ямалла. «Тепӗр чухне эпир укҫа куҫарассишӗн почтӑна е банка кайма е ӳркенетпӗр, е вӑхӑт хӗсӗкки пӗтерет», — тет Юрий Кислов. Кун пек вара килте е ӗҫре ларсах укҫа куҫарма май пур. Пӗр смс-хыпаршӑн 55 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ. Хыпара татти-сыпписӗр ярсан та юрать — чару ҫук.
Украинӑра пулса иртекен ӗҫсем пирки кашниех пӗлет пулӗ. Крымри хирӗҫтӑрура шар курнӑ вырӑс халӑхӗ валли Чӑваш Енре ырӑ кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ йӗркелӗҫ. Хальлӗхе республика правительствинче укҫа-тенке ӑҫта ямаллине шухӑшлаҫҫӗ: социаллӑ сферӑна-и, ятарлӑ адреспа-и. Кун пирки паян Михаил Игнатьев влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра каланӑ.
Крымра халӗ Чӑваш Енрен тухнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать. ЧР Элчелӗ палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑсемпе ведомствӑсене ҫынсем Крым ҫыннисене мӗнле пулӑшмалли пирки ыйтма пыраҫҫӗ. Пӗрисем укҫа тӗлӗшӗнчен, теприсем тумтир парса пулӑшасшӑн.
— Тумтир тӗлӗшӗнчен пулӑшу ытлах кирлӗ мар. Укҫа-тенке илес пулсан, малтан ӑна Крыма кама ярса памаллине палӑртмалла. Вӑл социаллӑ блок е харпӑр ҫынсем пулӗҫ, — тенӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Михаил Игнатьев чӑваш халӑхӗ ыттисен хуйхинчен аякра юлманнипе палӑрнине, нимелле пулӑшнине каланӑ.
Аса илтеретпӗр: РФ Президенчӗ Владимир Путин Украинӑра пурӑнакан вырӑс чӗлхиллӗ халӑха пулӑшмалли ҫинчен чӗнсе каланӑччӗ.
Чылайӑшӗн килӗнче кивӗ (е ҫӗнни те) кӗнекесем ахалех тусан пуҫтарса выртни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри унта та кунта выртаканскерсене кӑмакана ывӑтма та именмест. Тӑхтӑр-ха! Ҫак хаклӑ тупрана мӗншӗн кӗллентерес? Килте кӗнеке нумай пухӑнчӗ-и? Эппин, ку пӗлтерӳ шӑпах сирӗн валли.
Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи вулавӑшсенче «Кӗнеке алӑран алла: пире тата кӗҫӗн ӑрӑва» акци пуҫланать. Вӑл Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн иртет.
Ӑна йӗркелекенсем Чӑваш Енре пурӑнакансене килте кирлӗ мар кӗнекесене вулавӑшсене парнелеме сӗнеҫҫӗ. Илемлӗ литература, ача-пӑча кӗнеки, энциклопеди, истори кӗнеки, чӑваш халахӗн этнографийӗ, аудиокӗнеке… Пӗтӗмпех йышӑнаҫҫӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑх акцийӗ ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗнче участокри социаллӑ службӑра ӗҫлекенсен семинарӗ иртнӗ. Унта республикӑри мӗнпур районпа хуларан пуҫтарӑннӑ.
Вӗренме пухӑннисене Шупашкарти социаллӑ пулӑшӑвӑн комплекслӑ центрӗпе паллаштарнинчен ӗҫе пуҫӑннӑ. Уйрӑма пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче уҫнӑ. Талӑкӗпех ӗҫлекенскерте йывӑрлӑха лекнӗ, ачисем 4 ҫула ҫитеймен хӗрарӑмсем хӳтлӗх тупайраҫҫӗ.
Участокри социаллӑ служба текенни 2007 ҫултанпах ӗҫлет-мӗн. Вӑл килсӗр-ҫуртсӑр е килтен тухса тарса ҫӳрекен ачасене туса хунӑскер иккен. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ ҫемьесене те асӑннӑ служба пулӑшма тивӗҫ. Пулӑшма тени, чӑннипех те пулӑшнине пӗлтернине тем пекех ӗненес килет.
Чӑваш Республикине федераци хыснинчен ВИЧ-инфекципе тата В, С гепатитсемпе кӗрешекен антивируслӑ препаратсене туянмашкӑн укҫа ҫитнӗ — 50,2 миллион тенкӗ.
Пӗлтӗр антиретровируслӑ терапипе ВИЧ-инфекципе чирлӗ 426 ҫын усӑ курнӑ. Ку сиплеме палӑртнисен 100 проценчӗ, шутра тӑраканнисен — 35,5%. Вӑхӑтра сипленни ҫын вилес, сусӑрланас хӑрушлӑха чакарать, пурнӑҫа вӑрӑмлатать. Федераци бюджетӗнчен укҫа вӑхӑтра уйӑрни асӑннӑ ҫак чирсемпе нушаланакансене пулӑшӗ. Кӑҫал ВИЧ-инфекципе чирлӗ 450–500 ҫынна сиплеме палӑртнӑ.
Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енре халӑха цифра телекуравӗ тӗлӗшӗпе пулӑшу паракан консультаци центрӗ уҫӑлӗ. Вӑл Шупашкарти радио ҫуртӗнче вырнаҫӗ.
Центрта кашниех цифра телекуравӗн программисем тӗлӗшпе сиксе тухнӑ ыйтава тӳлевсӗрех уҫӑмлатма пултарӗ.
2013 ҫул вӗҫӗнче цифра телекуравӗ Чӑваш Енри виҫӗ ял-хулана ҫитрӗ: Шупашкара, Канаша тата Тӑвая. Ҫапла майпа 500 пине яхӑн ҫын телекурава цифра пахалӑхӗпе курма пултараҫҫӗ. Ку — республикӑра пурӑнакан ҫынсен 40 проценчӗ. Вӗсем цифра телекуравӗн пӗрремӗш федераци пакетне кураяҫҫӗ. Унта «Пӗрремӗш Канал», «Раҫҫей 1», «Раҫҫей 2», «НТВ», «Петербург Пиллӗкмӗш канал», «Культура» «Раҫҫей 24», «Раҫҫейӗн общество телекуравӗ», «ТВ Центр», «Каруҫҫель» кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта «Маяк», «Раҫҫей радиовӗ», «Вести ФМ» радиосем пур.
Ҫитес вӑхӑтра цифра телекуравне Ҫӗрпӳ хулинче тата Йӗпреҫ поселокӗнче уҫма палӑртнӑ. Кӑҫал тата телекуравӑн 15 передатчикне хута ямалла. Ҫапла майа цифра телекуравӗн сигналне 1 070,3 ҫын (Чӑваш Енре пурӑнакансен 82,1 проценчӗ) илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |