Иртнӗ эрнекен, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Ӗпхӳре «Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисенчи диалектологин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» (выр. Актуальные проблемы диалектологии языков народов России) тӗнче шайӗнчи конференци иртнӗ. Унта пурӗ 200 ытла ӑсчах хутшӑннӑ — ҫав шутра Чӑвашран та.
Вырӑнти калаҫусене сӳтсе явнисӗр пуҫне ӑслӑлӑх канашлӑвӗнче вак халӑхсен вӗренӳ ыйтӑвне те тишкернӗ. Конференци йышӑннӑ резолюцинче Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисем пысӑк хӑрушлахра пулнине палӑртнӑ — тӑван чӗлхене пӗлекенсен йышӗ ҫулран ҫул чакса пыни, хӑйсене тӑван халӑх тымарӗнчен уйӑракансен йышӗ ӳсни ӑсчахсене пӑшӑрхантарнӑ. Ҫак пулӑм малашне те ҫаплах юлсан Раҫҫейре хӑш-пӗр халӑхсем ҫухалма та пултарнине асӑрхаттарнӑ.
Лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ӑсчахсем темиҫе сӗнӳ панӑ: РФ Патшалах Думине регионсемпе пӗчӗк халӑхсен чӗлхин Еропа хартине алӑ пусса пурнӑҫа кӗртессине хӑвӑртлатмалла; РФ Регионминӗн «Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем» (выр. «Языки народов России») патшалӑх программине хатӗрлесе йышӑнмалла; Раҫҫей тӑрӑхӗсенчи лару-тӑрӑва кӑтартакан чӗлхесен пӗлӗм пухмачне (даннӑйсен базине) йӗркелемелле; федераллӑ округсен шайӗнче вак халӑхсен чӗлхисене пулӑшу кӗрекен программӑсем йышӑнмалла (хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи валли пур) тата ытти те.
Кӑҫал Чӑваш Ен правительстви выльӑх-чӗрлӗхе ерчетекенсене ятарлӑ пулӑшу кӳрес тет. Республика Элтеперӗн администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ валли 106 миллион уйӑрма палӑртнӑ.
Ятарлӑ йышӑнупа килешӳллӗн 2012 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх туяннӑ выльӑх апачӗ хакланнӑ май укҫана сысна, чӑх-чӗп какайне тата ҫӑмарта туса илекенсене тӳлеме йышӑннӑ. Тӳлевсӗр субсиди ставкин вӑтам кӑтартӑвӗ тӑрӑх 10 ҫӑмарта ҫине 2,9 тенкӗ, 1 тонна чӑх-чӗп какайӗн чӗрӗ йывӑрӗшӗ ҫине — 4 124 тенкӗ, 1 тоннӑ сысна какайӗн чӗрӗ йывӑрӑшӗ ҫине — 10 479 тенкӗ тухать.
Выльӑх-чӗрлӗх ерчетекенсене валли уйӑрнӑ 100,7 миллион тенкӗ федераллӑ хыснаран лекӗ, ытти 5,3 миллионӗ вара — республика хыснинчен.
Шӑмӑршӑ районӗнче авӑнӑн 2–13-мӗшсенче «Ачасен чӗрисене ӑшӑтар» ятпа ыркӑмӑллӑх акци иртет. Акцие йывӑр пурнӑҫ ситуацине лекнӗ, нумай ачаллӑ, укҫа-тенкӗ енчен катӑкрах ҫемьесене пулӑшас тӗллевсемпе йӗркеленӗ.
Акцие районти шкул, предприяти, организаци коллективӗсем тата ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем те явӑҫнӑ. Вӗсем теттесем, кӗнекесем, ҫыру хатӗрӗсем парнеленӗ.
Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас кӑмӑл тӑвакансем япаласене ҫак адреспа илсе килсе пама пултараҫҫӗ: Шӑмӑршӑ, Совет урамӗ, 8 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (3546) 2-36-22 — Светлана Чегаева.
Ҫынна ырӑ тума ӳркенменни сӑвап пулать теҫҫӗ. Пулӑшу аллине тӑсакансенчен чылайӑхӗ ун пирки шухӑшламасть те пулӗ — чун ыйтнипе ҫапла тӑвать.
Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче шыв илнине пула шар курнисене пулӑшма укҫа пухасси республикӑра малалла пырать. Паянхи кун тӗлне 760 пин тенкӗ пухӑннӑ. Паянтан пуҫласа почта урлӑ куҫарнишӗн укҫа илмеҫҫӗ иккен. Куҫарнӑ чух Раҫҫейӗн Хӗрлӗ Хӗрес обществи валли тесе кӑтартма хушаҫҫӗ.
Раҫҫейри финанс министерстви хыснана оптимизацилеме планланӑ. Ҫак ӗҫ валли паяна 13 сӗнӳ хутне хатӗрлеме те ӗлкернӗ. Унта тӳре-шара пенси, амӑшсен капиталӗ, вӗренӳ ҫине тӑкаксене чакарасшӑн тата налуксене хӑпартасшӑн.
Ку хыпар чи малтанах пулас амӑшсен кӑмӑлӗсене хуҫрӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем хватер туяннӑ чухне патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫине шаннӑ, ара амӑшсен капиталӗ нумаях мар пулсан та кил-ҫурт туянас ҫӗрте пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.
Амӑшсен капиталӗ ятарлӑ сертификата икӗ ачаллӑ е ытларах ҫемьесене памалли саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗршывра демографи проблеми пӗчӗккӗн ҫухалма та тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн шутпа ҫак саккуна пӑрахӑҫличчен патшалӑхӑн лайӑхах шухӑшлас пулать.
Паянхи кунсенче лайӑх пурӑнма ҫынсем валли хӑтлӑ условисем туса панӑ. Анчах та ҫав хушӑрах тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑр тӑрса юлнӑ ҫынсем шел пулин те пурнӑҫ тивӗҫтеревӗпе туллин усӑ кураймаҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва татса парассипе вара патшалӑх ҫулсерен ҫӗнӗ йышӑнусем ҫирӗплет.
Кӑҫал «Доступная среда» (чӑв. «Меллӗ вырӑн») патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе чӑваш влаҫӗ сусӑр ачасане вӗрентес ӗҫре 36 000 000 тенкӗ тӑкаклама планланӑ. 12 500 000 тенкӗ укҫана республика хыснинчен уйӑрма палӑртнӑ, ҫак суммӑнах федераллӑ хыснинчен уйӑрса парӗҫ. Унсӑр пуҫне стажировка программипе выляса илнӗ грант укҫине те — 11 000 000 тенкӗне — ҫак паха ӗҫе ярӗҫ.
— Ҫак укҫа ятарлӑ техника хатӗрӗсене туянма кайӗ. Вӗсен пулӑшӗвӗпе сусӑр ачасем тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пултарӗҫ, — палӑртать республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑсен политикин министрӗ Владимир Иванов.
Паянхи кун республикӑн лаптӑкӗсенче 4 840 яхӑн сусӑр ача пурӑнать, вӗсенчен 1 150 — шкул ҫулне ҫитмен ачасем.
— Ачасем пӗлӳ илччӗр тесен шкулсенче тивӗҫлӗ майсем пулмалла. 2012 ҫулта 20 шкулта ҫавӑн йышши ӗҫсене тунӑ, кӑҫал вара 10 шкула улшӑнусем пырса тивӗҫ, — пӗлтерет Владимир Иванов.
Чӑваш, Мӑкшӑ, Мари Эл республикисен тата Чулхула облаҫӗн инкекрен хӑтаракансен колонни иртнӗ кунсенче Инҫет Хӗвелтухӑҫри инкекрен хӑтарма инҫе ҫула тухса кайнӑ. Кун ҫинчен ҫурлан 20-мӗшӗнче республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.
Отряда ҫурлан 15-мӗшӗнче йышӑннӑ хушупе килешӳллӗн йӗркеленӗ пулнӑ. Тепӗр кунне 3 республика колонни Чулхулара, пӗрлешӳллӗ пунктра пуҫтарӑннӑ, ӗнер вара вӗсем самолётпа Инҫет Хӗвелтухӑҫа тухса вӗҫнӗ.
Подразделени ушкӑнне пӗчӗк караппа ӗҫлекен 32 патшалӑх инспекторӗ, вӗсен шутӗнче пирӗн ентешсем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне инҫетри тӑрӑха пирӗн тӑрӑхран прицеплӑ ишмелли 16 кимӗ илсе кайнӑ. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн ентешсем Инҫет Хӗвелтухӑҫра унти лару-тӑру лайхӑланниченех ӗҫлӗҫ.
Раҫҫейӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑхне утӑ уйӑхӗнче шыв илме пуҫланӑ — инкеклӗ лару-тӑру паянхи куна Хабаровск, Амур тата Магадан облаҫӗсене сарӑлнӑ. Еврейсен автономи облаҫне те пырса тивнӗ. РФ ял-хуҫалӑх министерстви хакланӑ тӑрӑх ҫак инкекре хуҫалӑхсем 8,58 миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗ варринче темиҫе кун хушши ҫумӑр хытах ҫуса тӑнине пула Амур облаҫӗнчи кӳлӗ таврашӗнчи шыв шайӗ ҫыранран тухса кайнӑ. Паянхи куна 14 муниципаллӑ йӗркелевӗн 30 ытла ял таврашӗ шыва кайнӑ, ҫулсем путнине пула 38 ялпа ҫыхӑну татӑлнӑ, 2 300 ҫурт тата 2 850 пахча шыв айне пулнӑ. Унсӑр пуҫне шыв хӑпарнине пула 320 ҫухрӑм урапа ҫулӗ «юхса кайнӑ», 29 кӗпер ишелсе аннӑ, 200 яхӑн пӗлтерӗшлӗ социаллӑ объектсем юрӑхсӑрланнӑ. Ейӗве пула ял хуҫалӑхӗнчи 400 пин гектар ҫӗр шар курнӑ.
Ҫак кунсенче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне Амур облаҫӗн кӗпернаттӑрӗнчен О.Н. Кожемякӑран ҫыру килнӗ. Унта кӗпернаттӑр Республика Элтеперӗнчен шыв илнине пула облаҫ курнӑ шырлӑхсене саплаштарас тӗллевпе пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Ҫапла майпа республика ҫыннисем хӑйсен кӑмӑлӗпе Амур облаҫне укҫа-тенкӗ уйӑрса парса пулӑшма пултараҫҫӗ.
Пульницӑна ҫӳрекенӗсем ку хыпара хӑйсем темле йышӑнаҫҫӗ те, анчах халӑха тӳлевсӗр пулӑшу кӳресси регионсенче пӗлтӗр епле пурнӑҫланнине ҫӗршывӑн сывлӑх сыхлав министерстви сӑнаса пӑхнӑ та Чӑваш Ене лайӑх енчен палӑртнӑ.
Хакланӑ чухне паха медицина пулӑшӑвӗ халӑха кӳресси епле шайрине тишкернӗ, кадрсемпе укҫа-тенкӗ тата пурлӑх базине пӑхнӑ, медпулӑшу кӳрессипе ҫынсен вӑтамран мӗн чухлӗ кӗтме тивнине тата ытти саманта тӗпе хунӑ-мӗн.
Тӳлевсӗр медпулӑшу кӳме пӗлтӗр пӗтӗмпе 8,3 миллиарда яхӑн укҫа уйӑрнӑ, ку вӑл 2011-мӗш ҫулхинчен 8 процент нумайрах тенине пӗлтерет. Кашни ҫынна сиплеме «кӗмӗл» вӑтамран уйӑрнин хисепӗ 8,3 процент ӳссе 6 615,7 тенкӗпе танлашнӑ.
Техника аталанӑвӗ пурнӑҫа самай ҫӑмӑллатса пыннипе никам та тавлашса тӑмӗ. Ак, сӑмахран, хӑйсен шӑпӑрланӗсене ача пахчисене вырнаҫтарма шутланӑ ашшӗпе-амӑшӗ те техника пахалӑхне туйса илме пултарӗҫ.
Малашне ача пахчине ҫырӑнтарма амӑшсен килтен тухмасӑрах компьтерпа темиҫе пусӑм ҫеҫ тумалла. Патшалӑх тивӗҫтерӗвӗн пӗрлӗхлӗ порталӗнче Шупашкар ҫыннисем валли шкул ҫулне ҫитмен учрежденисен электронла ҫырӑнтарӑвӗ ӗҫлет. Ку ҫеҫ те мар, ҫырӑнтарнӑ хыҫҫӑн ача чӗретре мӗнле вырӑн йышӑннине те ыйтса пӗлме май пулӗ. ПТП порталне ярса панӑ электронлӑ ыйтса ҫырнӑ хут тӳррех Шупашкар хула администрацине лекет. Тивӗҫтерӳсене пурнӑҫлани ҫинчен вара смс-ҫыру урлӑ е электронлӑ почта урлӑ пӗлтерсе тӑрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |