Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинемейсем «Ачасем валли — ӑшӑ нуски» акци ирттерме шут тытнӑ. Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине шута илсе ҫулланнисенчен чылайӑшӗ ал ӗҫӗпе аппаланма кӑмӑллать. Хӗлле вӑхӑтра вӗсем хаваспах алса-нуски ҫыхаҫҫӗ. Анчах шутран ытла пӗрех тӑхӑнса пӗтереймӗн. Тӑрӑшнине сая ямаҫҫӗ ватӑсем — ал ӗҫне ыттисене парнелеҫҫӗ.
Пӗлтӗр вӗсем Кӳкеҫри ятарлӑ шклу-интернат валли 26 мӑшӑр нуски ҫыхса панӑ. Нуские сурӑх ҫӑмӗнчен ҫыхнӑ. Ара, хӑш-пӗр ҫуртра сурӑх та тытаҫҫӗ-ҫке. Акцие кӑҫал та малалла тӑсас тенӗ. Кӑҫал вӗсем 51 мӑшӑр ҫыхса та хатӗрленӗ. Ҫав шутран 35-шне «Новороссинчи елка» акцие хутшӑнса Украинӑри ачасене пама йышӑннӑ. Ыттисене вӗсем Украинӑран ирӗксӗртен куҫса килниисене тата пушарта шар курнисене те панӑ.
Тӗрӗссипе, ку тема ҫӗнӗ мар-ха. Калаҫӑвӗ — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе салтак арӑмӗсене патшалӑх ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшни пирки. Паччӑрах-ха, пулӑшчӑрах. Вӗсем те пулин пурте вӑл ҫӑмӑллӑхпа усӑ курса юлаймарӗҫ — самайӑшӗ леш тӗнчене ӑсанма ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Ашшӗсене вӑрҫӑра ҫухатнӑ хыҫҫӑн юрлӑ-варлӑ ӳснисем хӑйсем выҫӑллӑ пурӑннине паян никам та шута илмест тесе пӑшӑрханни вӑрттӑнлӑх мар. Раштавӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ Пӗрлехи йышӑну кунӗнче Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев патне пынӑ ҫынсенчен пӗри, Павел Антонов, та ҫав ыйтӑва хусктанӑ.
Хӑй вӑл Вӑрнар поселокӗнче пурӑать. Унӑн ашшӗ вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайнӑ, тепӗр ҫулхи нарӑсра пуҫне хунӑ. «Ашшӗсем вӑрҫӑран таврӑннӑ манӑн тантӑшсене ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Вилнӗ аттемӗрсемшӗн эпир пӗр пулӑшу та курман», — тенӗ хӑй те текех ҫамрӑк мар салтак ачи.
Йышӑнӑва пурӗ 12-ӗн пынӑ. Хӑйсен уйрӑм ыйтӑвне хускатакан та, ял нушипе ҫӳрекен те пулнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫав кун, ытти тӳре-шара евӗрех, каҫхи саккӑрчченех йышӑннӑ.
ЧР МЧСӗ Чӑваш Ен правительствипе пӗрле ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ. Вӗсем Донбассри тата Луганск облаҫӗнчи ачасем валли пылак парнесем пухнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Ҫав укҫапа канфет туяннӑ, вӗсене хутаҫа хурса парне хатӗрленӗ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче кондитер ҫимӗҫ тултарнӑ урапа Шупашкартан Самара тухса кайнӑ. Унта гуманитари пулӑшӑвӗн конвойӗ палӑртнӑ вырӑна ҫула тухнӑ.
Конвой Дон ҫинчи Ростов хулине раштавӑн 16-мӗшӗнче ҫитмелле. Пылак парнесем вара ачасен аллине 20-мӗшсем хыҫҫӑн лекмелле.
Унччен ЧР Сывлӑх министерстви «Чӑрӑш — Ҫӗнӗ Раҫҫее!» акци ирттернӗ. Республика Мускава, Донецк тата Луганск облаҫӗнчи ҫынсем валли, тумтир, пушмак, тетте, канцтавар, пылак ҫимӗҫ тултарнӑ 27 курупка ӑсатнӑ.
Украинӑран тарса килнӗ Зарайскисен Чӑваш Енре тӑван та, тус-юлташ та ҫук-мӗн. Апла пулин те вӗсене Хӗрлӗ Чутай районӗнче лайӑх йышӑннӑ иккен.
Валентинӑпа Владимир Зарайскисем Донбасри Лисичанск ятлӑ промышленность хулинче пурӑннӑ. Владимир Иванович хӑй вӑхӑтӗнче шахтӑра, Валентина Васильевна хулари резинӑпа техника заводӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Асар-писер самана пуҫлансан вӗсем пурӑннӑ вырӑна малтан пӗр снаряд, унтан тепри килсе ҫуртсене аркатма пуҫласан ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлесе тунӑ пурлӑх пирки мар, ҫемьене, ачисене ҫӑлмалли пирки хыпӑнса ỹкнӗ.
Зарайскисен хӗрӗ хӑйсен хуйхине Мускавра пурӑнакан палланӑ чӑваш хӗрарӑмне каласа панӑ. Уҫӑ та ырӑ чӗреллӗ хӗрарӑм пулӑшма хатӗррине, чӑваш ялӗнче тӑватӑ ҫул каялла вилнӗ ашшӗн ҫурчӗ пушӑ ларнине пӗлтерсе унта кайма сӗннӗ.
Мӗнпе пулнӑ — ҫавӑнпах тухнӑ иккен ҫемье. Украинӑра вӗсен виҫӗ пỹлӗмлӗ икӗ хваттер, машина, гараж юлнӑ. Халӗ вӗсем Чӑвашри ҫӗнӗ кӳршисене тав тӑваҫҫӗ икен. Пускил лайӑх пулсан ҫук пурнӑҫ та сисӗнмест тесе каланӑ-ҫке ваттисем.
Украинӑра лару-тӑру лӑплансан ҫемье тӑван килне таврӑнма ӗмӗтленет-мӗн.
Сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен федераци программи ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫсем тӑвать. Кӑҫал Чӑваш Енре социаллӑ тытӑмри 27 объекта сусӑрсене кӗрсе ҫӳремелле меллӗ майсем тунӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — Патӑрьел районӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем.
Акӑ инженер-радиотехник специальноҫӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ сусӑр кӳмипе ҫӳреме пултарасса шухӑшламан та. Анчах чир шала кайса вӑл сусӑрланнӑ. Темиҫӗ ҫул каялла Сергея ӗҫпе тивӗҫтерекен центра шута тӑратнӑ. Халӗ унта улшӑнусем пулнине вӑл та сиснӗ: кӳмепе кӗрсе ҫӳреме меллӗ. Пандус пур, чӗнмелли пускӑч та кунтах. Алӑксем те сарлака.
Пӳлӗм планӗсене сусӑрсен обществисемпе канашласа тунӑ. Шупашкарта кӑна 30 пин ытла сусӑр пурӑнать. Центр директорӗ Анатолий Малов каланӑ тӑрӑх, ҫурта ятарласа центр валли туман. Вӑл ача пахчи пулнӑ. Халӗ пандуса кирлӗ пек тунӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 537 сусӑр килнӗ, вӗсенчен 60 процентне ӗҫ тупса панӑ.
Хусанта вырнаҫнӑ «Сувар» хаҫата нумай пулмасть тутар мультипликаторӗсем пулӑшу ыйтма килнӗ-мӗн — вӗсем чӑвашла мультфильм кӑларма тӗв тунӑ. Сценарине те ҫырнӑ — хаҫат редакцийенчен ӑна чӑвашла куҫарса пама ыйтнӑ.
Хӑйсен ӗҫӗ валли «Татармультфильм» студи «Как крестьянский сын за Солнце работал» (чӑвашла оригиналӗн ятне тупайманни пирки вырӑслине илсе кӑтартатпӑр) чӑваш халӑх юмахне суйласа илнӗ. Вӑл 6 сериллӗ пулмалла, ячӗ — «Иван паттӑр». Мультфильма «Атӑл тӑрӑхӗнчи Улӑпсем» ярӑмра кӑлармалла. Вӑл чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пулӗ.
«Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев каласа панӑ тӑрӑх чӑвашсем тутарсенчен вӗсен мультфильмӗсене чӑвашла куҫарма ирӗк илнӗ иккен. Леш хайхи чӑвашла мультфильм хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн.
Сӑмах май, «Татармультфильм» студийӗн ӗҫӗсемпе вӗсен сайтӗнче тӳллевсӗрех паллашма пулать.
Сценари страницисем (пайӗ кӑна!)
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Яманчурел ялӗнче пурӑнакан Петрпа Ирина Васильевсем ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине илнӗ. Васильевсем 5 ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ, кӗҫӗх улттӑмӗшӗ ҫут тӗнчене килмелле.
Ҫурта хӑпартмашкӑн федераци хыснинчен 3415,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт пӗтӗмпе 127,5 тӑваткал метр. Строительство бригади икӗ хутлӑ ҫурта кӗске вӑхӑтрах туса пӗтернӗ.
Кунта халӗ пурин валли те вырӑн пур. Пӳлӗмсем хӑтлӑ, ӑшӑ тата сивӗ шыв, канализаци пур. Нумай ачаллӑ ҫемьене ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламламашкӑн тӳре-шара килнӗ.
Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ермакова Николай Смирнова, строительство бригадине ертсе пынӑскере, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн пурте пӳрте кӗнӗ. Унта пултарулӑх ушкӑнӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (47)
Етӗрне районӗнчи нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов хӑйӗн ҫуртне парнелени пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Йышлӑ ача ҫуратма шикленмен ҫемье виҫӗ хутлӑ хӑтлӑ ҫурта шалт кӑна кӗрсе ларнӑ.
Николай Угасловӑн ырӑ утӑмне чӑваш парламентарийӗсем хӑйсен черетлӗ сессийӗнче те асӑнса хӑварнӑ. Ырӑ утӑм тунӑ мецената Юрий Попов спикер та сцена ҫинчен тав тунӑ. «Эсир, Николай Федорович, нумай туни каламасӑрах паллӑ», — мухтанӑ Юрий Попов Угаслова.
Угаслова вара тепӗр депутат, Николай Малов, тиха парнелесси пирки сертификат тыттарнӑ. «Ку вӑл Етӗрне район ҫыннисенчен», — тенӗ вӑл, тихине вырӑнти лаша савутӗнчен тесе палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, вӑл хӑй те ҫав тӑрӑхран. «Яланах ут ҫинче пулмалла пултӑр», — ырӑ суннӑ вӑл Угаслов депутата.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн паянхи Хушӑвӗпе Чӑваш Республикин халӑх артистне, Иван Христофоров юрӑҫа, патшалӑхран уйӑхсерен пособи пама йышӑннӑ. Кун пек пулӑшӑва Чӑваш Республикин Президенчӗн 1994 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче йышӑннӑ «Чӑваш Республикинче культурӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳресси ҫинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ.
Культурӑри паллӑ ҫынсене хыснаран уйӑхсерен парса тӑракан пособие республика умӗнче культурӑра тата ӑслӑлӑхра тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ ҫынсене уйӑраҫҫӗ.
Маларах каланӑ Хушупа хальлӗхе Чӑваш Енри 30 ҫынна ун пек укҫана тӳлесе тӑма йышӑннӑ, халӗ 29-ӑн илеҫҫӗ.
Элӗк район администрацийӗнче нумаях пулмасть иртнӗ черетлӗ планеркӑра ытти ыйтупа пӗрлех чиркӳ тӑвассине те сӳтсе явнӑ.
Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ертсе пынӑ.
«Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов районти пур организацисемпе учрежденисен пуҫлӑхӗсене Элӗкри чиркӳ ҫуртне туса пӗтерес ӗҫе хастартарах хутшӑнма чӗнсе каларӗ», — тесе хыпарлать асӑннӑ район хаҫачӗ. Хӑш-пӗр организацире пӗр кунхи ӗҫ укҫине мар, ячӗшӗн кӑна куҫарнӑ имӗш. Уншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн.
Унсӑр пуҫне Элӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 2015 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулшӑн пыракан ҫырӑнтару тапхӑрӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вӗренӳпе культура учрежденийӗсен, сывлӑх сыхлавӗн организацийӗсен ертӳҫисене чи малтанах республикӑра тухса тӑракан «Советская Чувашия», «Хыпар» кӑларӑмсене тата «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫатне ҫырӑнтармаллине аса илтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |