Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ҫынсене тӗрлӗ пулӑшу кӳрет. Ҫав шутра — юрист канашӗ те.
Центра пыракансем темле ыйтӑва та хускатаҫҫӗ: ҫӑмӑллӑх илессипе, укҫан кама пулӑшнипе, ача-пӑча уйлӑхӗсене кама канма янипе, сусӑрсене туя-урапа панипе, кӑсӑкланаҫҫӗ, вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑма кама ярассине те ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Юрист пулӑшӑвне тӳлевсӗр илме ирӗк пуррисене те центр пулӑшать. Ольга Владимирова юрисконсульт кӑҫалхи 10 уйӑхра 129 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Вӗсене вӑл туянса сутни пирки килӗшӳ ҫырма та пулӑшать, тавӑҫ шӑрҫалама та. Реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрӗсем илес ыйтупа ун патне 31 сусӑрпа вӗсен пайташӗ пынӑ. Пенсионерсемпе сахал тупӑшлисем те, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫемьесем те пыраҫҫӗ. Пӗччен пурӑнакан ватӑсем те хӑйсене ветерансене ҫурчӗсене вырнаҫтарма ыйтаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ун йышшисем 10-ӑн тупӑннӑ, хальлӗхе улттӑшӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
«Грамотлӑ потребитель шкулӗ» проектпа килӗшӳллӗн республикӑра ЖКХ тытӑмӗнче медотичка кӑларнӑ. Унта кашни ҫын хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать.
Кварплата тӳлӗнӗ чухне укҫана мӗнле перекетлемелле? Шут приборӗсене рассрочкӑпа усӑ курса лартма пулать-и? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне методичкӑра тупма пулать. Хуравӗсене ӳкерчӗксемпе, таблицӑсемпе ӑнлантарса панӑ.
Брошюрӑра картишри парковкӑна мӗнле тумаллине те ӑнлантарса панӑ. Пӗр пайӗнче кӑҫал кӗртнӗ ҫӗнӗлӗхе — капиталлӑ ремонтшӑн укҫа хывнине — халалланӑ. Авторсем унӑн чи пӗчӗк виҫи пирки, укҫа ӑҫта пухӑннине, ӑна мӗнле тӑкакланине ӑнлантарнӑ.
Ку тӗрӗслев выпускӗ кӑна-ха-мӗн. Тепӗр методичкӑсене ятарласа шкул ачисем валли кӑларӗҫ. Хальхинче кӗнеке 1 пин экземплярпа ҫеҫ тухнӑ. Вӗсене ҫуртри аслӑ (пуҫлӑх) ҫынсене ҫеҫ валеҫсе парӗҫ. Анчах ӑна унран илсе кашниех вулама пултарӗ.
Килес ҫул мӗнпур социаллӑ тӳлеве индексацилемелле. Ҫакӑн пирки ҫӗршывӑн Ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Максим Топилин пӗлтернӗ.
«Патшалӑх Думинче ҫирӗплетекен нормативлӑ актсемпе, мӗнпур хутсемпе килӗшӳллӗн социаллӑ тӳлевсене килес ҫул 5 процент индексацилеме палӑртнӑ», — тенӗ министр. 5 процент инфляци шайӗпе танлашмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Социаллӑ тӳлеве индексацилес енчен нимле хӑрушлӑх та пулмалла маррине шантарнӑ Раҫҫейӗн V Социаллӑ форумӗнче Топилин министр.
Индексацилеме икӗ тапхӑрпа палӑртнӑ — кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тата ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче.
Элӗк районӗнче тӑлӑх хӗре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ҫакна унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Саккуна пӑснине оперативниксем тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ача ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗре 2010 ҫулта чӳречесӗр, ӑшӑсӑр тата электричествӑсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ӑна икӗ ҫул каялла ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑй туяннӑ-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫурт тӗлӗшпе чиновник документсем хатӗрлесе ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗ евӗр тунине палӑртнӑ. Анчах вӑл пурӑнма юрӑхсӑр.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ. Ӑна 280 пин тенкӗ туяннӑ (кун чухлӗ 2008 ҫулта ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем валли уйӑрнӑ). Анчах асӑннӑ ҫурт 100 пин тенкӗрен ытларах тӑмастех.
Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче «Тимур тата унӑн команди» текен ушкӑнсем пурччӗ. Ку вӑл А. Гайдарӑн ҫавӑн ятлӑ повеҫӗ тӑрӑх йӗркеленӗ пулӑмччӗ. Ачасем ватӑсене пулӑшатчӗҫ, унта-кунта общество ӗҫӗпе аппаланатчӗҫ. Халь те пур-ха ун пеккисем. Анчах урӑхларах хурӑмлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ту пулин пур ҫӗрте те мар.
Элӗкре вара ҫапла ырӑ ӗҫпе аппаланакансем пур. Унти ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнче «Ӑмӑрткайӑк чӗпписем» патриот клубӗ йӗркеленӗ. Ӑна Сергей Иванов ертсе пырать. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ачасем «Пулӑшу алли» акцие хастар хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем ватӑсем патне ҫитнӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем вӗсене пахча, пӳрт-ҫуртра тирпейлесе пулӑшнӑ.
Раҫҫей эстрада юрӑҫи Алсу Шупашкарти чирлӗ ачана сыватмашкӑн укҫа пухма пулӑшать. Халӗ ачана операци тумашкӑн укҫа нумай кирлӗ. Алсу юрӑҫ Инстаграмра ҫак акцие хутшӑннӑ. Вӑл ҫын хурлӑхӗнчен айккинче юлман, репост тунӑ.
1 ҫулти Диана Голицына Шупашкарта пурӑнать. Вӑл остеопетрозпа аптӑрать. Инстаграм вулаканӗсем те марафона хутшӑннӑ, кӑтартнӑ реквизитсене хӑйсен страници ҫине вырнаҫтарнӑ.
Укҫа сахал мар пухмалла — 7 миллион тенкӗ. Анчах пурте массӑллӑ флэшмоб ҫак тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшасса шанаҫҫӗ. Алсу реквизитсене хӑйӗн страници ҫине вырнаҫтарсан пухмачра укҫа хӑвӑртрах хушӑнма тытӑннӑ.
Йӗркелӳҫӗсенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, кӑтартнӑ реквизитсем урлӑ пухӑннӑ укҫа халӗ йӑлтах Дианӑна сиплемешкӗн кайӗ. Ытти ача валли хальлӗхе банк куҫарӑвӗсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ.
Вырсарникун, авӑнӑн 21-мӗшӗнче Екатерина ҫемйипе мари вӑрманне кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Темиҫе сехетрен вӗсем ҫуннӑ шӑршӑ туйнӑ. 8-ти Андрей ҫулӑм тухнине асӑрханӑ.
Ҫав кун ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ. Ывӑлӗ пушар пирки пӗлтерсен аслисем ӑна сӳнтерме тытӑннӑ. Машинӑран 2 литр шыв, ҫулӑм сӳнтермелли хатӗр илсе килнӗ. Пушара икӗ сехете яхӑн сӳнтернӗ. Ҫак ӗҫе 4-ри Ксюша та хутшӑннӑ.
Пушара сӳнтерсен те вӗсем ҫаврӑнса утман. Вӗсем Таир кӳлӗ патне кайнӑ, шыв илсе килнӗ. Пушар тухнӑ вырӑна каллех таврӑннӑ. Ҫулӑм тӗппипех сӳннине ӗненсен ҫеҫ вӗсем киле кайнӑ.
Ҫав кун ҫемье карҫынкка тулли кӑмпа татнӑ кӑна мар, вӑрмана пушартан та хӑтарнӑ.
Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлать. Халӑха театр репертуарӗнчи ҫӗнӗ спектакльсенчен пӗрне, «Пирӗн атте авланать» ятлине, йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ.
Каҫхине куракана камитпе савӑнтарӗҫ, анчах кӑнтӑрла та театр хӑйӗн асамлӑхӗпе киленме йыхравлать. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре унта Чӑваш Республикин тата Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Иосиф Трерӑн пысӑк ӗҫне — «Чӗрӗ сӑмах» музыкӑпа сӑвӑ ревюне — куракан патне ҫитерӗҫ. Ӑна 20 ӗмӗрти хӑватлӑ поэтсен поэзине халалланӑ. Ҫав шутра Геннадий Айхи те пур. Спектакль валли билет сутса пухнӑ «кӗмӗле» Геннадий Айхи ячӗллӗ фонда куҫарӗҫ.
Килес ҫул социаллӑ хутаҫпа е ун вырӑнне укҫ илессине федерации ҫӑмӑллӑҫисен ҫак уйӑхра татса памалла. Кунта сӑмах килес ҫул мӗн илсе тӑрасси пирки пырать.
Федераци ҫӑмӑллӑхҫисенчен чылайӑшӗ — сусӑрсем. Кунсӑр пуҫне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрура пулнисем, тӑлӑх салтак арӑмӗсем тата ытти хӑш-пӗр категори кӗрет.
Енчен те федераци ҫӑмӑллӑхҫи кӑҫал социаллӑ хутаҫ илсе тӑнӑ, ҫитес ҫул укҫа ҫине куҫас тет пулсан унӑн Пенси фончӗн районсенчи управленине кайса заявлени ҫырмалла. Е тата ҫапла та пулаять: халӗ укҫа илсе тӑнӑ тейӗпӗр, килес ҫул социаллӑ хутаҫ ҫине куҫасшӑн. Кун пек чух та ҫыннӑн Пенси фончӗн управленине ҫитсе заявлени ҫырмалла. Енчен те ҫӑмӑллӑхҫӑ нимӗн те ылмаштарас темесен унӑн ниҫта та кайса ҫӳремелле мар.
Пенси фончӗн Чӑваш Енти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри федераци ҫӑмӑллӑхҫисенчен чылайӑшӗ укҫан илме кӑмӑл тӑвать. Хальхи вӑхӑтра кун пек категори 92 процент иккен. Социаллӑ пакет кирлӗ мар тесе заявленипе тухакансен йышӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 3,5 пинпе танлашнӑӗ Хӑшӗсем социаллӑ хутаҫа пачах илесшӗн мар, теприсем унӑн пӗр-пӗр пайӗ кирлӗ мар теҫҫӗ-мӗн.
«Вӑрнар районӗн энциклопедийӗ» кӗнекен иккӗмӗш пайне кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗше 2005 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнӑ.
Иккӗмӗш пайне тепӗр юбилей валли — вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле — кӑларасшӑн. Энциклопедин пӗрремӗш пайне Вӑрнар поселокӗн хисеплӗ ҫынни Воля Иванов тата РФ Ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ Михаил Васильев (вӑл райхаҫат редакторӗ те пулнӑ) хатӗрленӗ. Вӗсемех иккӗмӗш кӗнекепе ӗҫлеҫҫӗ.
Воля Иванов депутатсене, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Текста наборлакан ҫынна та укҫа тӳлемелле-ҫке. Пӗтӗм расхута шута илсен, Воля Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, энциклопедин иккӗмӗш пайне кӑлармашкӑн 500 пине яхӑн укҫа кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |