«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, эмелсене тӳлевсӗр илме тивӗҫ ҫынсен списокне чиновниксем тӑснӑ. Ҫакна РФ Президенчӗ Владимир Путин пушӑн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, кун валли хыснаран 10 миллиард тенкӗ кирлӗ. Хушупа килӗшӳллӗ, кӑҫал пушӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа эмелсене тӳлевсӗр е ҫур хакпа ҫаксем илме пултараҫҫӗ: Президент администрацийӗн ӗҫченӗсем, федераци министрӗсем, правительство аппарачӗн ӗҫченӗсем, Федераци Канашӗн сенаторӗсемпе ӗҫченӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсемпе ӗҫченӗсем, Конституци тата Аслӑ судсен судйисем, Раҫҫейӗн чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ посолӗсем, субъектӑн аслӑ должноҫри ҫынсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ҫумӗнчи Раҫҫей элчисем, Тӗп суйлав комиссийӗн элчисемпе аппаратчикӗсем, ҫынсен правине хӳтӗлекен элче тата унӑн аппарачӗ, Генпрокуратурӑри, Следстви комитетӗнчи, Шут палатинчи аслӑ должноҫсене йышӑнакан ӗҫченсем тата вӗсен ҫемйисем.
Ҫавӑн пекех ҫӳлерех асӑннӑ должноҫсенчен пенсие кайнӑ чиновниксем те ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Унччен ку ҫӑмӑллӑхсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ҫапӑҫу ветеранӗсем, «Ленинград блокадинче пурӑннӑ ҫынна» паллӑна тивӗҫнисем, Ленинградри госпитальсемпе пульницӑсен ӗҫченӗсем, Чернобыльти радиацие тӳснисем, СССР, РФ Геройӗсем, концлагерьте пулнисем, ШӖМ ӗҫченӗсем ҫеҫ усӑ курнӑ.
Пӗччен, ватӑ ҫынсене пулӑшу кирлӗ. Хӑшӗ-пӗрине лавккана кайса килме те, урай ҫума та йывӑр. Картишрен юр та туртмалла, канав та уҫмалла…
Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ шкулӗнче Тимурсен тӑватӑ отрядне йӗркеленӗ. Ӑна «Ҫамрӑк Гварди» хастарӗсенчен тата шкул волонтерӗсенчен йӗркеленӗ. Ӑна 11-мӗш класри Елена Герасимова ертсе пырать.
Тимур отрячӗ ватӑсене, вӑрҫӑ ветеранӗсене, пӗччен пенсионерсене, сусӑрсене, тыл ӗҫченӗсене юр тасатма, пӑр катма пулӑшаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра вӗсем пенсионерсемпе сусӑрсене — Алексей Галкина, Зинаида Зайцевӑна, Лидия Гладковӑна, Викентий Герасимова, Лидия Котовӑна, Иустина Кузнецовӑна, Василий Иванова — лавккаран апат-ҫимӗҫ кӳрсе панӑ, хуҫалӑхра пулнӑ.
Волонтерсем кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Ку вӗсен ырӑ йӑли пулӗ, малалла тӑсӑлӗ.
Шывра ишме алӑ кирлӗ-и? Ҫук иккен. Ҫакна пӗр тӗслӗх ҫирӗплетет. Шупашкарти «Спартак» спорт шкулне шывра ура пулӑшнипе ҫеҫ ишме вӗренекен ача ҫӳрет.
Вӑл — 3-ри Кирилл. Хальлӗхе республикӑра ку пӗрремӗш опыт кӑна-ха, анчах витӗмӗ пур. Кирилл бассейна хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр кӗме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Амӑшӗ те унӑн кунтах, пӗчӗк ывӑлне ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.
Темиҫе уйӑх каялла пӗчӗк Кирилл бассейна кӗресси, ишме вӗренесси пирки никам та шухӑшлама пултарайман. Унӑн аллисем ҫук. Мӗн тӑвӑн — ҫапла ҫуралнӑ вӑл. Ашшӗ-амӑшне тухтӑрсем варти ачи кун пек ҫураласса систермен те.
Ашшӗ Евгений Александров каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ шывра ҫурӑм ҫинче выртса тытӑнса тӑма пултарать. Ку ҫурӑм шӑмминине ҫирӗплетет — ара вӑл йӑлтах урипе тӑвать-ҫке-ха.
Ҫемьене хула администрацийӗ пулӑшма тӑрӑшать. Халӗ ав ача бассейна тӳлевсӗрех ҫӳрет. Шыва ашшӗпе пӗрле чӑмать — кун пек шикленмест.
Специалистсем кунашкал ачасем хӑйсене спортра тӗрӗслеме пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Анчах спортпа пӗчӗкренех, нимрен хӑрама пӗлмен чухне, туслашмалла-мӗн.
Улатӑрта пурӑнакан 6 ҫулти Марина Сафонеева сайра тӗл пулакан чирпе аптӑрать. Кун пеккисене «хрусталь ачасем» теҫҫӗ. Унӑн шӑмми час-часах хуҫӑлать, ҫавна май тӑтӑшах гипспа ҫӳреме тивет.
Марина питӗ савӑнӑҫлӑ та ӑслӑ ача. Пазл хӑвӑрт пуҫтарать. Выляма юратать. Шел те, унӑн диван ҫинче ҫеҫ куҫса ҫӳреме тивет. Пӗчӗскер ырату мӗнне ҫуралнӑранпах пӗлет. Унӑн шӑммисем амӑшӗн варӗнчех сиенленнӗ. Ҫуралнӑ чухне 8 аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ, 1-мӗш уйӑхрах пӗҫҫине сиенлетнӗ. Пӗчӗк Маринӑн шӑмми мӗн чухлӗ хуҫӑлнине никам та пӗлмест — нумай.
Вӑл амӑшӗпе час-часах Мускава сипленме ҫӳрет. Усси пур. Пӗлтӗр вӑл хӑй тӗллӗн ура ҫине пӗрремӗш хут тӑнӑ.
Анчах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Марина каллех пӗҫҫине хуҫнӑ. Сколиоз та пуҫланнӑ. Халӗ хӗрача утаймасть, тухтӑрсем операци тума сӗнеҫҫӗ.
Пӗчӗк Маринӑна операци тумалла. Клиника сахал ыйтмасть — 900 пин тенкӗ. «Коммерсант» тата rusfond.ru сайт 710 пин тенкӗ пухнӑ. Пӗр компани 140 тенкӗ куҫарса пама шантарнӑ. 50 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ӑна пулӑшас тесен 5541 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ямалла. Хакӗ — 75 тенкӗ ҫеҫ.
Паян Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи Йышӑну пӳлӗмӗнче ҫемье, амӑшлӑх, ачалӑх ыйтӑвӗсемпе консультаци кунӗ иртет. Ҫынсен ыйтӑвӗсене Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗн юрисчӗсем, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй, республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн тата Вӗренӳ, Ҫурт-йӗр министерствисен, Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем хуравлӗҫ.
Тӳре-шараран ачаллӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшу кӳни пирки ыйтса пӗлме пулать. Шкула тата ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтӑва хускатайӗ. Тӑлӑхсен ҫемьене илес текенсене те сӗнӳсемпе пулӑшӗҫ. Нумай ҫынна пӑшӑрхантаракан ыйту ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ. Патшалӑх ҫак енпе кама тата епле ҫӑмӑллӑх кӳнине пӗлес тесен те йышӑнӑва кайма юрать.
Ҫынсене 15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Йышӑну пӳлӗмӗ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Малтанах ҫырӑнса хума (8352) 62-22-33 номерпе шӑнкӑравламалла.
ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑсӑн 4-мӗшӗнчех ҫӗнӗ акци старт илнӗ. «Кӗнекесем — ял ачисене» ыркӑмӑллӑх акцине ЧР Наци вулавӑшӗ Литература ҫулталӑкӗнче ирттерни ахальтен мар. Йӗркелӳҫӗсем ачасене кӗнекепе ҫывӑхрах туслаштарасшӑн.
Ыркӑмӑллӑх акцине шанчӑклӑ партнерсем, вулакансем, вулавӑш юлташӗсем пӗрремӗш кунсенчех хутшӑннӑ. Вӗсем — Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Н.Яхатина, ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн пай заведующийӗ Н.Громова, Чӑваш бибколлекторӗн элчием, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин пай пуҫлӑхӗ А.Евграфова тата ыттисем.
Акцие ҫулталӑк вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: акци пуҫланнӑ пуҫламан ачасем валли 1000 пине яхӑн кӑларӑм пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — сӑвӑсем, вырӑсла тата чӑвашла калавсем, истори, таврапӗлӳ кӗнекисем…
Акци пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8(8352) 23-02-17, 62-38-12 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Элӗк районӗнче тӑлӑхсене, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене хӑйсем патне йышӑннӑ ҫемьсен клубне туса хунӑ. Вӑл «Эпир пӗрле» ятлӑ. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче клубӑн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ.
Ларӑва 9 ҫемье хутшӑннӑ. Ӑна ҫемьесене психологи, юридици тӗлӗшӗнчен пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсен шухӑшӗпе, районта кунашкал клуб уҫӑлни ҫемьсене пӗр-пӗринпе хатшӑнма, опытпа пайланма, воспитанире сиксе тухнӑ ыйтӑва сӳтсе явма май парать.
Пухӑннисем умне Элӗк район администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн тӗп специалисчӗ Ирина Ильина тухса калаҫнӑ. Ларура клуб председательне, клаб канашне суйланӑ, положение ҫирӗплетнӗ. Председатель тивӗҫӗсене 3 ачана хӑйӗн патне илнӗ Эльвира Петровна Афанасьевӑна шаннӑ.
Кун пек тӗлпулусене малашне тӑтӑшах йӗркелеме палӑртнӑ. Унта тухтӑрсене, психологсене, вӗрентекенсене, юристсене чӗнӗҫ, вӗсем ҫемьесене пулӑшӗҫ.
Ӗлӗкрех шкулсенче Тимур командисем пурччӗ. Шкул ачисем уроксем хыҫҫӑн ялти ватӑсене пулӑшма ҫӳретчӗҫ: вутӑ ҫуратчӗҫ, шыв кӳретчӗҫ, юр туртатчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра, шел те, ырӑ йӑлана чылай ҫӗрте пӑрахӑҫларӗҫ.
Ҫапах ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫе хутшӑнакансем республикӑра пур. Вӗсен йышӗнче Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари шкул ачисене палӑртмалла. Унта Тимур юхӑмне йӗркеленӗ. Вӗсем пулӑшу кӗтекенсем патне яланах ҫитме хатӗр.
Кӗҫӗн Таяпара, шел те, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем юлман. Ӗҫ ветеранӗсем тата ватӑсем пур. Паллах, вӗсенчен кашниех пулӑшу кӗтет.
Кӗҫӗн Таяпари шкулта кӗҫӗн классенчен вӗренекен ачасем аслисенчен юлмаҫҫӗ. Ав нумаях пулмасть вӗсем Раиса Ермиловна Матвеева ӗҫ ветеранӗ патне пулӑшма килнӗ. Пӗчӗк «тимурсем» картишӗнчи юра тасатнӑ. Вӗсемпе пӗрле 6-мӗш класра вӗренекен Николай Петров та ӗҫленӗ.
Раиса Ермиловна ачасен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хӗпӗртенӗскер вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналанӑ.
Пуҫӗпех мар та, анчах ҫак специалистсен пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкакланассине палӑрмаллах чакармалла. Ҫапла шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Раҫҫейӗн кӑҫалхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне юсаса ҫӗнетнӗ май. Ку хута вӑл хӑйех улшӑну кӗртнӗ-ха.
Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек хатӗрленӗ прогноза нефтӗн баррелӗ 50 доллар тӑнине шута илсе хатӗрленӗ. Ҫӗршывӑн Экономика министерствин шучӗпе, ҫынсен тупӑшӗ 9 процент чакӗ.
Министерство шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсем апат-ҫимӗҫ мар тавар туянассине 10,5 процент чакармалла, тӳлевлӗ пулӑшу виҫине — 5 процент. Кӗмӗле перекетлес тесен чи малтанах ҫынсен юристсенчен 8,3 процент сахалтарах пулӑшу ыйтма тытӑнмалла, тухтӑрсенчен — 7,8 процент, культура мероприятийӗсене ҫӳрессине 7,6 процент чакармалла, турист ҫулҫӳревне — 6,7 процент.
Ача пособийӗ илекенсен йышӗ республикӑра килес ҫул ӳсмелле. Ҫакӑн пирки «Чебоксарские новости» хаҫат пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен тӳлекен пособие тивӗҫес тесен мӗн чухлӗ тупӑш кирлине палӑртнӑ. Кӑҫал ҫав сумма ҫемьери кашни ҫын пуҫне вӑтамран 15 пин те 309 тенкӗ ларнӑ пулсан, килес ҫултан унӑн виҫи 16 пин те 481 тенкӗрен иртмесен виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен пособи парса тӑрӗҫ.
Уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне вӑтамран ҫавӑн чухлӗ тенкӗ лартма чылайӑшне йывӑррине шута илсен, пособи илекенсен шучӗ, чӑн та, ӳсесси куҫкӗрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |