Раҫҫей студентсен отрячӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерӗсене юсаҫҫӗ. Акӑ Юрий Петров фронтовикӑн балконне ҫӗнетнӗ вӗсем.
Юрий Дмитриевич хваттере 1960-мӗш ҫулсенчех илнӗ. Халӗ ачисем саланнӑ, арӑмӗ вилнӗ. Ветеран хӗрӗпе пурӑнать.
Ветеран социаллӑ пулӑшу паракан пая ҫитнӗ. Унта ӑна пулӑшма шантарнӑ, анчах лару-тӑру улшӑннӑ — укҫа-тенкӗ пӗтнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна 2016 ҫула куҫарнӑ.
Телее, ветерана студентсем пулӑшу сӗннӗ. Юрий Дмитриевич унччен ял хуҫалӑх академийӗнче ӗҫленӗ. Ун патне ҫитсен студентсем ӗҫ планне палӑртнӑ.
Чи кирли — хваттерте ӑшӑ пулни. Строительствӑра опыт пухнӑ студентсемшӗн ку чӑрмав пулман. Вӗсем хваттерте чӳречесене улӑштарма, балкона ӑшӑтма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри икӗ патшалӑх чӗлхипе те ирӗклӗн те пӗртанлӑ усӑ курма майсем туса пама «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ — ӑна «Васкавлӑ чӗлхе пулӑшӑвӗ» ят панӑ.
Тӗп тӗллевӗсем: Чӑваш Енре икӗ патшалӑх чӗлхипе те пӗр тан усӑ курма майсем туса парасси; чӑваш чӗлхи халӑх культурин никӗсӗ пулнӑ май ӑна упрасси тата аталантарасси; чӑваш чӗлхи урлӑ халӑха пӗтӗҫтересси; чӗлхе тӗлӗшӗпе ҫураҫулӑха тата калаҫу культурин шайне ҫӗклесси.
Проекта пурнӑҫланӑ май чӗлхе тӗлӗшӗпе пулӑшу парӗҫ — уйрӑм ҫынсене те организацисене те. Ҫав шутра чӑваш чӗлхине право тӗлӗшӗпе мӗнле хӳтӗлеме пулассине ӑнлантарса парӗҫ: кӑтартмӑшсене мӗнле ҫырмалла, суту-илӳре е ытти сферӑра мӗнле усӑ курмалла тата ытти те. «Васкавлӑ чӗлхе пулӑшӑвӗ» проект чӗлхе сакунне пӑснисене палӑртсан патшалӑх органӗсене ҫӑхавсем яма та пулӑшасса шантарать. Унсӑр пуҫне вӗсем тӗрлӗ информацие ыйтни тӑрӑх чӑвашла куҫарма пулӑшасшӑн: хутсене (сӑмахран, бланксене), информаци кӑтартмӑшӗсене, организацисен ячӗсене тата ытти те.
Каласа хӑварас пулать: «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть вӗсем йӗркеленипе «Чувашия-Мед» страхлакан организацире информацие вырӑслисӗр пуҫне чӑвашла та вырнаҫтарнӑ.
Сусӑрсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ патшалӑх программи хуласенче ҫеҫ мар, ялсенче те пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, сусӑрсене тӗрлӗ ҫӗре кӗрсе ҫӳремелли майсем туса параҫҫӗ.
Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнчи шкулта та улшӑнусем пулнӑ. Шкула сусӑрсем валли хӑтлӑлатнӑ. Унта кӗнӗ ҫӗрте пандус пур. Ҫакна тумашкӑн шкул кӑҫал 480 пин тенке тивӗҫнӗ. Унпа чылай ӗҫ тума пултарнӑ.
Малтанах вӗсем шкула кӗмелли алӑка улӑштарнӑ. Унӑн 90 сантиметр сарлакӑш пулмалла. Ҫапла тунӑ та вӗсем.
Шкулта 156 ача вӗрент. Вӗсенчен 6-шӗ — сусӑр. Халӗ вӗсем коридорпа ҫӑмӑллӑнах ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен иккӗмӗш хута хӑпармалла ан пултӑр тесе пӗрремӗш хутра ятарлӑ пӳлӗм уйӑрнӑ. Унта пур предметпа та урок иртет. Ҫавӑнпа сусӑрсен пӳлӗмрен пӳлеме куҫса ҫӳремелле мар.
Кӑҫал Туҫа шкулӗ тепӗр программӑна кӗнӗ. Шкул спортзалне ҫӗнетмешкӗн вӑл 180 миллион тенке тивӗҫнӗ. Унпа чӳречесене, урайне улӑштарнӑ, душ кӗмелле, хывӑнмалли пӳлемсем тунӑ, спорт хатӗрӗсем туяннӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫурта тӗплӗн юсама та укҫа тӳлеме тытӑнчӗҫ. Ытла нумаях пулмасть йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх ҫынсене савӑнтарманни паллӑ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата тӳлевшӗн финанс учрежденийӗсем комисси илни халӑха тарӑхтарать.
Раҫҫейӗн Перекет банкӗ малашне комисси илмесси пирки пӗлтерет. Укҫана банк хӑйпе килӗшӳ тунӑ организацин ятарлӑ счечӗ ҫине куҫарса парӗ.
Коммуналлӑ юсавшӑн тӳлес тесен банка ҫитмесен те юрать. Перекет банкӗн ятарлӑ терминалӗсем те ку тӳлеве йышӑнӗҫ. «Перекет банкӗ Онлайн» пулӑшупа усӑ куракансем килте ларсах тӳлеве куҫарса ярайӗҫ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн автотӳлев» меслетпе те усӑ курма май пур. Юлашкинчен асӑнни парӑма тытӑм хӑех кашни уйӑхра тытса юлассине пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче каллех компьютер ӑсталӑхне хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Унччен те пулнӑ ҫак пулӑшӑва авӑн уйӑхӗнчен ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ.
Компьютер ӑсталӑхне центрта ватӑсене вӗрентеҫҫӗ. Занятие эрнере икӗ хутчен, юнкунпа эрнекун, ирттереҫҫӗ. Пурне харӑс ӑнлантармаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӗлӗве ӑша хывма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе кашнине уйрӑм ӑнлантараҫҫӗ.
Малтанласа ватӑсене ансат япаласене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, ӗҫ сӗтелӗ ҫинчи ярлыксемпе епле усӑ курмалли пирки ӑнлантараҫҫӗ, файлсене епле йӗркелесе епле упраса хӑвармаллине каласа кӑтартаҫҫӗ. Флешкӑпа епле усӑ курмалли пирки те каласа параҫҫӗ. Шӑшипе ӗҫлесси те компьютер умне пуҫласа лараканшӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Тепӗр ҫыншӑн ансатӑн туйӑнакан япаласемех ыттисемшӗн йывӑрӑн туйӑнаҫҫӗ. Апла пулин те ватӑсем компьютера хӑнӑхаҫҫӗ.
Раҫҫей правительстви нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлев субсидине ӳстерме йышӑннӑ. Кун пирки ria.ru портал пӗлтерет.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ку программӑна пирӗн республика та кӗнӗ. Ҫак тӳлеве виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратнӑшӑн уйӑхсерен параҫҫӗ. Ҫапла ку субсидие 820 миллион тенкӗ таран ӳстерме палӑртнӑ. Вӗсене хӑш-пӗр регион ҫеҫ тивӗҫӗ. Программӑна Чӑваш Енсӗр пуҫне Ростов, Самар, Сахалин облаҫӗсем, Севастополь хули тата ытти регионсем кӗнӗ.
Ку йышӑнӑва ахальтен туман. Раҫҫейре нумай ачаллӑ ҫемьесем йышланнӑ. Ҫапла майпа вӗсене памалли тӳлев виҫи 13,5 миллиард пулӗ. Ку ҫемьесене уйӑхсерен тӳлеме май пулӗ.
Ольга Голодец вице-премьер журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта Амӑшӗн капиталӗ 22 пин тенкӗ ӳсӗ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен унӑн виҫи 475 пин тенкӗпе танлашӗ.
Амӑшӗн капиталне ӳсермешкӗн хыснаран 6,4 миллиард тенкӗ тӑкакланӗ. Правительство капитал укҫипе сусӑр ачасем валли тавар туянма юрать тесе йышӑннӑ. Ольга Голодец каланӑ тӑрӑх, сусӑр ача валли реабилитаци хатӗр-хӗтӗрӗ туянсан вӑл хӑвӑртрах лайӑхланма тытӑнӗ.
Вице-премьер палӑртнӑ тӑрӑх, саккун проекчӗ капиталпа ача 3 ҫул тултаричченех усӑ курма май парать. Ку ашшӗ-амӑшне тата ачана усрава илнисене пырса тивет.
Чылайӑшӗ Амӑшӗн капиталне ҫурт-йӗре лайӑхлатас ҫӗре тӑкаклать. Ӑна ачана вӗрентес, пулас пенси укҫине пысӑклатас ҫӗре яма та юрать.
Аса илтерер: программа 2007 ҫултанпа пурнӑҫланать. Ӑна иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратакансем тивӗҫеҫҫӗ.
Мускавран Чӑваш Ене сурӑх ҫӑмӗ туса илме укҫа килет. Федераци хыснинчен Ял хуҫалӑх министерстви урлӑ уйӑракан ҫак «кӗмӗле» Раҫҫейри 26 региона пама йышӑннӑ. Ятарлӑ хушӑва ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫана ял хуҫалӑхне, ял хуҫалӑх продукцийӗн рынокне, чӗртаварне тата апат-ҫимӗҫне 2013–2020 ҫулсенче аталантарасси ҫинчен калакан федераци программипе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ.
Списока пирӗн республика та лекнӗ. Анчах пире ытти региона лекнӗ чухлех тивӗҫмӗ — 10,7 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе вара тӗп хуларан маларах асӑннӑ 26 региона 53,5 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пуринчен ытла — 179,5 пин тенкӗ — Пушкӑртстана ӑсатаҫҫӗ. Тутарстан валли 134,8 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, Ӗренпур облаҫӗ валли — 128,4 пин тенкӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ пулӑшу илнӗ. Вӑл «Лукойл» ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Проектсене Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчен, Мари Эл, Мӑкшӑ, Чӑваш республикисенчен 276 заявка тӑратнӑ. Ӗҫсене тӑватӑ номинаципе палӑртнӑ. 114 программӑран эксперт канашӗ 19 проекта суйласа илнӗ. Ҫав шута Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗпе лекнӗ.
Асӑннӑ проект спектакльсемпе пульницӑсене, ача ҫурчӗсене, социаллӑ реабилитаци центрӗсене, ваттисен ҫурчӗсене тухса ҫӳреме май парать. Ҫав учрежденисене артистсем уйӑхра икӗ хутчен ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ.
Проекта театр 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра 150 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 8 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
ПТРК тата «Русфонд» чирлӗ ачасене пулӑшас тӗллевпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Вӑрнарта пурӑнакан Ваня Латухина та пулӑшу кирлӗ. Ача сахӑр диабечӗпе аптӑрать. «Русфонд» помпа лартмашкӑн укҫа уйӑрнӑ. Анчах укҫа татах кирлӗ, малалла сипленме.
Ваня сахӑр шайне 4 ҫул тӗрӗслесех тӑрать. Вӑл 13-ре чухне чирлеме тытӑннӑ. Ача пӗр самантрах начарланнӑ, ӳчӗ шуралнӑ. Малтанах сахӑр шайне тытса пынӑ-ха, анчах ача ӳснӗҫемӗн чир те вӑйлӑрах аталаннӑ. Ваня хӑйне укол тума хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Кунне 10 укол таранах тума лекнӗ.
Латухинсем «Русфондран» пӗлтӗр пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем туяннӑ аппаратпа ача юнри сахӑр шайне тытса пырать. Халӗ Ваня хастартарах, спортпа та туслашнӑ.
Помпа терапине малалла тӑсмалла. Ун валли материалсем темиҫе уйӑхлӑха ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем 136 пин тенкӗ ытла тӑраҫҫӗ. Ҫемьешӗн ку укҫа пысӑк. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» 101 157 тенкӗ пухӗҫ. 35 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ваньӑна пулӑшма май пур: 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе СМС-ҫыру ямалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |