Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пулӑшу

Республикӑра

Паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене тата вӗсемпе пӗрле пынисене черетсӗр йышӑнассине пӗлтерет. Росреестрӑн тӗп аппарачӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 56-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫынсене 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ.

Акци вӑхӑтӗнче Росреестрӑн ӗҫченӗсем салтак арӑмӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсем патне киле пырсах пулӑшассине те пӗлтерет. Специалистсем хваттере, ҫурта, гаража е ҫӗре епле регистрацилессипе ҫыхӑннӑ кирек епле ыйтӑва та уҫӑмлатайӗҫ. Киле пыма ыйтса 62-45-43 номерпе шӑнкӑравламалла.

Енчен те ветерансем хӑйсен пeрлӑхне вӗсемсӗрех сутса ярасран шикленеҫҫӗ пулсан Росреестра ятарлӑ заявлени ҫырса пама пултараҫҫӗ. Ку пулӑшу тӳлевсӗр.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре «Авто-МотоДонор» акци иртет. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑра пурӑнакансене ҫул ҫинчи инкекре суранланнисене пулӑшмашкӑн юн пама чӗнеҫҫӗ.

Республикӑри юн илекен станцире авто- тата мотоклубсен пайташӗсене, профессионал водительсене, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене тата пурне те, кӑмӑл пуррисене, кӗтеҫҫӗ.

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен донор пункчӗ Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра ӗҫлӗ. Регистратурӑна 8(8352) 45-37-05 номерпе шӑнкӑравлама пулать. Юн илекен станцие пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт пулмалла. Вӗсен Чӑваш Енре регистрацире ҫур ҫултан кая мар тӑмалла.

«Авто-МотоДонор» акцие республикӑра пӗр ҫул кӑна ирттермеҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсем юн паракан ҫыннӑн станцие тепӗр ҫур ҫултан пырса анализсем памаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Ку вӗсен юнӗ хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине ҫирӗплетӗ. Ара, ӑна сипленмелли учрежденисене яраҫҫӗ-ҫке-ха.

 

Культура

Шупашкарта «Библиошефство» проект пуҫланнӑ. Хулари Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен вулаканӗсене килти фондпа пайланма сӗнеҫҫӗ. Ҫав кӗнекесене сипленмелли учрежденисене ӑсатаҫҫӗ.

Парнене чи малтанах Васкавлӑ медпулӑшу пульници йышӑннӑ. Вулавӑша ҫынсем чылай кӗнеке илсе килеҫҫӗ-мӗн. Хӑш чухне сӗтел те йӑтӑнать.

Тӗрлӗ жанрлӑ кӗнекесем илсе килеҫҫӗ вӗсем. Классика, детектив… Сайра тӗл пулакан кӗнекесене те илсе килеҫҫӗ. Светлана Березкина ку вулавӑшра чылай ҫул ӗҫленӗ. Вӑл проект пирки пӗлсен килти ҫӳлӗксене ухтарнӑ та чылай кӗнеке йӑтса килнӗ.

Халӗ Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче хӑйсен мини-вулавӑшӗ пур. Пациентсемпе медицина ӗҫченӗсем кӗнекесем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Ав унта сипленекен Борис Васильев ҫав ҫӳлӗксем ҫинче хӑйне килӗшекен детективсемпе мелодрамӑсем тупнӑ, хаваспах вуланӑ.

Пульницӑсен кӗнеке фончӗсене кашни ҫын пуянлатма пултарать. Кӗнекесене Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑша ҫеҫ илсе пымалла.

 

Раҫҫейре

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене (ун пеккисем Чӑваш Республикинче 25 пин ытла ҫын) юбилейлӑ ҫӗнтерӳ ҫулӗпе пӗр хутчен укҫан парса хавхалантарма хушу кӑларнӑ. Кашнине ҫичшер пин тенкӗ параҫҫӗ. Ҫак тӳлеве илекенсем кашни районтах пур. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, 36 вӑрҫӑ ветеранӗпе 17 инвалид. Тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участниксен мӑшӑрӗсене те хавхалантару кӗтет.

1941 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен (6 уйӑхран кая мар) тылра хастар ӗҫленисене (Патӑрьел районӗнче ун пеккисем 941 ҫын) виҫшер пин тенкӗ параҫҫӗ.

Тӳлеве илес тесен ыйтупа тухма е хушма документсем хатӗрлеме кирлӗ мар. Пенси фончӗн уйрӑмӗ укҫана куҫарма пуҫӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗпе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫынсем патне ҫитерӗҫ.

 

Раҫҫейре

Ку хыпара эпир пӗр-пӗр савута рекламӑлас тесе ҫырмастпӑр-ха. Сӑмахӗ — хамӑр ҫӗршывра кӑларакан автомобиль рынокне аталантарасси пирки пырать. Реклама тесе шухӑшласран машина ятне те калама тӑхтаса тӑрӑпӑр. Хамӑр ҫӗршыври автомобиль савучӗсенчен пӗрин Шупашкарти салонӗ машинӑна ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа туянма май пуррине пӗлтерет. Патшалӑх кредитӑн 9,33 процентне саплаштарать иккен.

Сӑмахран, банк кивҫене 14,83 процентлӑ ставкӑпа парать. Ҫав процентран 9,33 процентне субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫыннӑн кредита 5,5 процентпа кӑна тӳлемелле.

Кредитпа туянас тесен машина хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кивҫене 6 уйӑхран тытӑнса 36 уйӑх таранлӑх параҫҫӗ.

Кирек епле кредит илес пулсан та паспорт тата тупӑша кӑтартакан справка ыйтаҫҫӗ. Кунта та ҫаплах.

 

Персона

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерт лартнӑ. Ентешӗн концертне Етӗрне район ҫыннисем уйрӑмах йышлӑн пухӑннӑ. «Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ кашни ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫинине чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленме хутшӑнчӗ теме пулать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

Валерий Клементьев пуҫарнипе Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче вӑрҫӑра вилнисене асӑнса питӗ сумлӑ асӑну стелли — часавай тӑвасшӑн. Концерта ирттерсе пухнӑ укҫана Валерий Клементьев йӑлтах ҫак ӗҫе ярасшӑн иккен.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ку пархатарлӑ ӗҫе ырланӑ кӑна мар, хӑй енчен питӗ пысӑк пулӑшу кӳнӗ-мӗн. Вӑл стелла тума пилӗк пин кирпӗч парассине ӗнентерекен сертификат панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/337.html
 

Раҫҫейре

Ҫӗршывӑн правительстви ипотекӑна субсидилеме йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, банксен процент ставкине патшалӑх субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫынсен 12 процентпа ҫеҫ тӳлемелле тӑрса юлать.

Ҫӑмӑллӑхлӑ кредит паракан программа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнчӗ. Вӑл шӑп та лӑп ҫулталӑка, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пымалла.

Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа парас кӑмӑллине ҫӗршыври темиҫе кредит организацийӗ пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Ҫав шутра — Перекет банкӗ, ВТБ, Россельхозбанк. Юлашкинчен асӑннӑ банкӑн Чӑваш Енри филиалӗн пресс-служби кредита илес тесен ҫынсен хӑйсен кӗсйинчен ҫурт-йӗр хакӗн 20 процентӗнчен кая мар кӑларса хумаллине пӗлтерет. Кивҫен укҫана 30 ҫул таран параҫҫӗ.

 

Республикӑра

ЧР Вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтер студентсем нумай ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча тумтирне, кӗнекесем, теттесем килсе панӑ.

Ырӑ ӗҫ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнчи «Ыркӑмӑллӑх» нимеҫӗсен (волонтерсен) отрячӗн студенчӗсем деканпа тата проректорпа пӗрле Етӗрне районӗни Тури Ачак ялне ҫитнӗ.

Унччен маларах ҫамрӑксем Шупашкарти храмра ача-пӑча япалисене кӗнекесем, теттесем пухни пирки пӗлтернӗ. Йӑлтах — ялсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесем валли.

Кунашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ӑнланма пӗлни юрист профессийӗнче питӗ кирлӗ. Студентсене Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альбина Егорова кӗтсе илнӗ. Волонтерсем унта Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ, пухнӑ япаласене панӑ. Студентсем «Ленинская искра» колхоз музейне те ҫитсе курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76530
 

Сывлӑх Толя Чернов
Толя Чернов

«Русфонд» ыркӑмӑллӑх фончӗ тата «Чӑваш Ен» ПТРК чирӗ ачасене пулӑшать. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Толя Чернов чӗре чирӗпе аптӑрать. Ӑна операци тумалла. Анчах ҫемьен укҫа ҫук. Ӑна ҫынсем пулӑшма пултараҫҫӗ. «5541» номер ҫине ДЕТИ сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ҫеҫ ямалла.

Толя чирлӗ ача пек курӑнмасть. Выляма, чупма юратать. Анчах амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ача ун чухне шуралса каять, алли сивӗнет. Амӑше ывӑлне ун пек чухне пулӑшма тӑрӑшать. Толя «Хӗрлӗ калпак» юмаха чӑвашла вуласа панине питӗ килӗштерет.

Амӑшӗ яланах юнашар. Толя час-часах чирлет. Арҫын ача чӗрепе чирлине ҫуралсанах пӗлнӗ. Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗсем те ҫакна ҫирӗплетнӗ. Операци тумашкӑн тӑхтама ыйтнӑ. Чир хӑйех иртсе кайма пултарасса пӗлтернӗ. Анчах чир парӑнман.

Халӗ операцие пӗр тӑхтамасӑр тумалла. Ӑна патшалӑх укҫипе те тума пулать-ха, анчах черет кӗтмелле. Тольӑн вара вӑхӑт ҫук, тӑхтама юрамасть. Операци валли 213650 тенкӗ кирлӗ. 5541 номер ҫине СМС ямашкӑн 75 тен кӑна, анчах пус ҫумне пус хушсан укҫа пухӑнатех.

 

Республикӑра

М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.

Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.

Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.

«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.

Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть