Персона
![]() "Контактри" сӑн Нумаях пулмасть «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта Юлия Переверзева ҫӗнтернӗ. Унӑн йӑх несӗлӗсем – Чӑваш Енрен. Юлия Мускавра пурӑнать. Унӑн ашшӗ – Чӑваш Енрен. Юлия хӑй те 11-16 ҫулта чухне Шупашкарта пурӑннӑ, чӑвашла калаҫма, ташлама вӗреннӗ. Юлия конкурсра та чӑваш эрешӗллӗ тум тӑхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье Пӗрремӗш каналпа пыракан «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӗсем – Шупашкарта пурӑнакан Ирина тата Владимир Васильевсем. Ҫемьере 7 ача ӳсет. Вӗсем 20 ҫул ӗнтӗ каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Шоура Васильевсем 9 ыйтӑва хуравланӑ. 10-мӗш ыйту патне ҫитсен ҫемье иккӗленнӗ те вӑйӑран тухма шутланӑ. Ҫапла вӗсем 50 пин тенкӗ выляса илнӗ. Васильевсем ку укҫана патшалӑх уйӑрса панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт лартма ярассине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ӑшӑ ҫанталӑк пулӗ: 10-15 градус ӑшӑ тӗрӗ. Ку – ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи норма. Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата юнкун кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче кӑшт уҫӑлтарӗ: 5-10 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнекун 14 градусран ӑшӑрах тӑрӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Каҫхине вара вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Шӑматкун типӗ те ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑштах сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 12-14-мӗшӗсенче ҫӗр юрпа шуралӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннине, РСФСР тава твӗҫлӗ строительне Евгений Тертышноя юлашки ҫула ӑсатнӑ. 91 ҫулти хисеплӗ ҫын пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 1935 ҫулта Курган облаҫӗнчи Шадринск хулинче ҫуралнӑ. Сартури автоҫул институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ӗҫлеме направленипе килнӗ. Мастер, прораб, тӗп инженер пулса ӗҫленӗ. Республикӑри пысӑк строительство пӗрлешӗвӗсемпе организацисене ертсе пынӑ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан вӑл «СУОР», «Чувашстрой», «Монолитстрой» организацисенче гендиректорӑн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Анатолий Силов — живопись тата графика ӑсти. Вӑл 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Звенигово поселокӗнчи ремесла училищинче тата Мускаври пир-авӑр институтӗнчи прикладной ӳнер факультетӗнче пӗлӗвне туптанӑ. Асла шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче пусма художникӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Паян ватӑ ҫын ҫутҫанталӑкпа киленсе чунне уҫать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне округӗнче Чӑваш хӑмлин музейне уҫасшӑн. Кун пирки округ пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ. Вӑл муниципалитетра пурӑнакансене музей валли экспонатсем пухмашкӑн пулӑшу ыйтнӑ. Сӑнӳкерчӗксем, наградӑсем, документсем, харпӑр тата ытти япала – йӑлтах кирлӗ. Вӗсене Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ йышӑнать. Хальлӗхе музей ӑҫта пулассине, ӑна хӑҫан уҫассине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енре вакансисен ярмӑркки иртӗ. Ӑна харӑсах ултӑ лапамра йӗркелӗҫ. Ярмӑрккӑ Шупашкара – Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрне тата Шупашкар муниципалитет округӗсенче – кадр центрӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта химипе механика техникумӗн професси хатӗрленӗвӗн центрӗнче иртӗ Ярмӑрккӑн Раҫҫейри тапхӑрне ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Элӗкри Октябрь урамӗнчи территорие кӗҫех ҫак сӑнӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек хӑтлӑлатӗҫ. Ӑна «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Ӗҫе пӗр тухтӑрпа туса ирттерӗҫ. Ӑна кӑҫалах пуҫӑнӗҫ. Унта тротуарсем, канмалли зонӑсем пулӗҫ, саксем, урнӑсем вырнаҫтарӗҫ, ҫутӑ тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Персона
Таврапӗлӳ кӗтесӗ Ака уйӑхӗн пӗр кунӗнче Ҫӗнӗ Ачча ялӗ ҫумӗнчи ана ҫинче тимӗр сухапуҫ кӑкарнӑ «Фордзон-Путиловец» трактор кӗрлеме пуҫланӑ. Ял ҫыннисем чӑтаймен, «хурҫӑ ута» курма ушкӑнӗпех укӑлчаран тухса тӑнӑ. – Хайхи трактор тени пӗкӗ ҫӳллӗш кӑна, анчах ҫурпилӗке туххӑмрах ҫавӑрса хучӗ, – тӗлӗнсе сӑмахланӑ шурсухалсем. – Лашапа кунӗпех тертленсен те ку каҫалӑка сухаласа пӑрахаймастӑн. Трактортан кӑкарнӑ сухапуҫ ҫинче ҫап-ҫамрӑк хӗрача ларса пыни те вӗсене шалт тӗлӗнтернӗ: – Ак япала, ку пике хамӑр ялсемех иккен, Шалтикасри Йӑванӑн хӗрӗ Евруҫ, кӑҫал кӑна Канашри машинӑпа трактор станцийӗнче плугарьсен курсӗнчен вӗренсе тухрӗ. 1938 ҫулхи ҫуркунне хурҫӑ ут Катек, Йӑлмачча, Вӑтакас Татмӑш ялӗсен хирӗсенче те кӗрленӗ. Ҫак хушӑра 16 ҫулхи Евруҫ халиччен курман техникӑна пӑхса тӑма анчах мар, руль тытса пыма та вӗренсе ҫитнӗ. 1940 ҫулта ӑна Янкӑлчри ялхуҫалӑх механизаци шкулне вӗренме яраҫҫӗ. Кунта хӗрсем валли ятарлӑ курс йӗркеленӗ пулнӑ. Евруҫ унта лайӑх паллӑсемпе вӗренет, комбайнера тата тракториста пулӑшаканӑн квалификацине алла илет. |
Персона
![]() www.livelib.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Георгий Орлов чӑваш писателӗ поэчӗ, куҫаруҫи ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2007 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хӑйӗн нумай сӑввипе поэмине вӑл фронтри пурнӑҫа халалланӑ. Тӑван тӑрӑхри ҫу ҫанталӑк пирки сахал мар сонет, калав тата повесть ҫырнӑ. Вӑл Р. Бернс, С. Есенин, М. Танк, С. Щипачев тата ыттисен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Георгий Орловӑн кӗнекисен шутӗнче: «Вутри юрату», «Кӑрлач-раштав», «Кил ҫути», «Манӑн юрату», «Тривим йысна калавӗсем», «Ҫуралнӑ кил», «Ирхи йӗрсем», «Вуттӑвӑллӑ ҫулсем», «Вутри юрату». Георгий Орлов пирки тӗплӗнрех РУВИКИ-н чӑваш уйрӑменче вуласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |